Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Иркутск хулинче вырӑнти наципе культура пӗрлешӗвӗсем шахмат ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, автономисем футболла та вылянӑ-ха. Анчах шахмат енӗпе чӑвашсене ҫитекен пулман.
«Глагол. Иркутское обозрение | Байкал24» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, футбол енӗпе Байкал тӑрӑхӗнчи кӑркӑссем ҫӗнтернӗ.
Шахмат енӗпе ӑмӑртакансем Иркутскри шахмат клубне пухӑннӑ. Унта пуҫтарӑннисем — пӗрремӗш разрядлӑ шахматҫӑсем. Турнира тӑхӑр наципе культура автономийӗн 13 ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Юлташ» автономийӗн шахматҫисем профессионалсем хушшинче те, шахматла выляма юратакансем хушшинче те мала тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — вырӑссем, виҫҫӗмӗшӗнче — белоруссем. Пӗрремӗш лигӑра (шахматла выляма юратакансем) иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене бурятсемпе азербайджансем йышӑннӑ.
