Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма, умна саппун ҫак куҫҫульна шӑлма... Ахальтенех ҫуралман ӗнтӗ юрра ҫаврӑннӑ ҫак йӗркесем. Этем чунне лайӑх ӑнланакансем вара ача-пӑча япӑх пулса ҫуралмасть, вӑл епле ӳсесси ӑна мӗнле ӳстернинчен килет тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд пуҫарнипе «Комсомольская правда» хаҫат ирттерекен «Ача-пӑча комитечӗ. Атте-аннене валли пирӗнтен канаш» пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ачасен чунне ӑнланма пулӑшмалла. Вӑл ҫитес уйӑхӗн 8-мӗшӗччен пырӗ. Унта 5 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурса хальлӗхе пухӑннӑ ӗҫсем пирки каласан, ачасем пурте ҫемьере юрату кирлине палӑртаҫҫӗ-мӗн.
5–10 ҫулхи ҫӗнтерӳҫӗсене экшн-камерӑпа, 11–15 ҫулсенчисене «Орленок» центра канма кайма путевкӑпа хавхалантарӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче баян калакан ӑста ҫамрӑк саккӑрмӗш ҫул вӗренет. Вӑл — Евгений Мидаков.
Евгений халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗнче ӑсталӑхне туптать. Ыттисенчен уйрӑлса тӑрать вӑл. Женя питӗ ӗҫчен тата пултаруллӑ. Ҫамрӑк пулсан та вӑл 30 ытла конкурса хутшӑннӑ, хӑйӗн пултарулӑхне ют ҫӗршывра та кӑтартнӑ, кубоксем, медальсем, дипломсем ҫӗнсе илнӗ.
Евгений Мидаков 2013 ҫулта «Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫынсем» проект ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Ҫавӑн пекех «Раҫҫейри наци пуянлӑхӗ» конкурсра I степень лауреат пулса тӑнӑ. Женя Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври чылай конкурсра палӑрнӑ.
Евгений Нидерландри, Францири, Испанири конкурссенче пулнӑ. Вӑл «Минута славы» проекта хутшӑнма ӗмӗтленет.
Канаш районӗнчи хӗрача Раҫҫейре чи нумай кӗнеке вулакансен йышне кӗме пултарнӑ. Евгения Михайлова «Чи нумай вулакан шкул ачи» Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗн танлаштарӑмӗнче (рейтингӗнче) 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Евгения Канаш районӗнчи Аслӑ Мами ялӗнче пурӑнать. 8 ҫулти хӗрача Канашри 9-мӗш шкулта вӗренет. Вӑл вӗренӳ ҫулӗнче 472 кӗнеке вуласа тухнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Мускавра кӗнекесен пӗтӗм тӗнчери ярмӑрккӑ куравӗ уҫӑлнӑ ҫӗрте чысланӑ. Шкул ачисене парнесене Олимп чемпионки Татьяна Навка тата Раҫҫей Почтин генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Инесса Галактионова панӑ.
Ачасем валли ятарласа Мускавра экскурси йӗркеленӗ. Вӗсем Раҫҫей патшалӑх вулавӑшне ҫитсе курнӑ.
Ыран — Пӗлӳ кунӗ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине палӑртакан уява ачасемпе ашшӗ амӑшӗ кашни шкула пухӑнӗ.
«ВКонтакте» халӑх тетелӗнчи «Красота чувашская» ушкӑн уява наци тумӗсемпе тухнӑ ачасен сӑнӳкерчӗкӗсене пухса кӑтартасшӑн. Енчен те сирӗн унашкал сӑн тупӑнать пулсан эсир ӑна ҫак ушкӑна ярса пама пултартӑр.
Ушкӑн хуҫи палӑртнӑ тӑрӑх ыран ҫумӑрсӑр ҫанталӑк пулни лайӑх сӑнсем тума пулӑшӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 20–22-мӗшӗсенче республикӑра ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен слечӗ иртнӗ. Ӑна «Эткер» йӗркелесе пырать.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнчи хастарсем те слета хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Наталия Андреева, Ольга Евдокимова, Юлия Кузьмина, Ирина Шишкалова, Станислав Петров, Яков Макаров «Таврапӗлӳҫӗсем» командӑна пӗрлешсе Каҫал тӑрӑхӗн чысне хӳтӗленӗ.
Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен тӑван тӑрӑх историне тӗпчеме, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнма тивнӗ. Слет ансат пулман, унта конкурссем нумай ирттернӗ. Ачасен 8 конкурсра тупӑшма тивнӗ. Каҫал маттурӗсем вӗсенче кашнинче малти вырӑнсене йышӑнма пултарнӑ.
«Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки», «Халӑх вӑййи» конкурссем уйрӑмах интереслӗ иртнӗ. Каҫал ачисем унта «Выртмара» сценка кӑтартнӑ. Унтан «13 патакла» наци вӑййине кӑтартса панӑ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, 5 команда хушшинче Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗн хастарӗсем мала тухнӑ.
Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫамрӑк темелле ун пирки. Вӑл ҫитӗнӳпе савӑнтарнӑ. Нумаях пулмасть «Раҫҫейри пултаруллӑ ҫынсем» пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пирӗн ентеш ҫӗнтернӗ.
Инна Иванова Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче оркестр уйрӑмӗнче вӗренет. Инна флейта калать. Унӑн халӗ Чӑваш Ен чысне Мускавра хӳтӗлеме тивӗ.
Палӑртса хӑварар: проекта пӗтӗм Раҫҫейри виҫӗ конкурс кӗнӗ. Вӗсем — «Раҫҫейри пултаруллӑ ҫынсем», «Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх вӗрентекен», «50 ӳнер шкулӗ». Ӑна культура тата ӳнер учрежденийӗсене, пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Чӑваш Енре «И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн чи лайӑх выпускникӗ» уҫӑ конкурс ирттереҫҫӗ. Унта ҫак аслӑ шкулта вӗреннӗ, вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекен кирек мӗнле ҫын та хутшӑнма пултарать. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ конкурса 85 ҫулхи юбилей ячӗпе ирттерет. Конкурса икӗ тапхӑрпа йӗркелӗҫ. Пӗрремӗшӗнче (куҫӑн мар майпа) конкурса хутшӑнакансен электронлӑ портфолио, «Эпӗ ЧППУ выпускникӗ, кунпа мухтанатӑп!» эссе, «Хальхи вӗрентекен портречӗ» видеофрагмент ярса памалла. Вӗсене chgpu_konkurs@mail.ru адреспа авӑнӑн 14-мӗшӗччен ямалла.
Иккӗмӗш тапхӑр куҫӑн майпа юпан 1-мӗшӗнче иртӗ. Унта пӗрремӗш тапхӑрта чи нумай балл пухнӑ 10 конкурсҫӑ хутшӑнӗ.
Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗнче тетелӗнче «Культура диалогӗ» проект хатӗрленӗ. Ӑна РФ Патшалӑх Думин национальноҫ ӗҫӗсен комитечӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Кӑҫал ку проекта Раҫҫейри 70 регионтан, 8 ҫӗршывран хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 8800 ытла ача. Конкурса 7–18 ҫулсенчисем хӑйсен ӗҫӗсене ярса пама пултарнӑ. Унта Чӑваш Енри маттурсем те хутшӑннӑ.
Проектра пирӗн ентеш палӑрма пултарнӑ. Йӗпреҫри ӳнер шкулӗн Пучинкери ӳнер уйрӑмӗнче ӑс пухакан Ирина Петрова «Пуласлӑхри вулавӑш» сӑнӳкерчӗксен конкурсне хутшӑннӑ. Унӑн ертӳҫи — Светлана Руссакова. Иринӑн «Пуласлӑхра кӗнеке кӗнекех юлать. Вӗсене гаджетсем улӑштармӗҫ» ятлӑ ӗҫне жюри асӑрхамасӑр хӑварман. Ҫапла Пучинке хӗрӗ конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑваш Енри страхлакан организацисенчен Патӑрьел районӗнчи уйрӑмӗнче агентра вӑй хуракан Николай Селиванов ҫулне кура мар вӑр-варри пирки унти «Авангард» райхаҫат хыпарлать.
Чӑн та, ҫитмӗл пиллӗкре пыракан шурсухал пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталта пысӑк ҫитӗнỹ тунӑ — республикӑра ҫичҫӗр ӗҫтешӗ хушшинче вӑл тӑваттӑмӗш вырӑна тухса кӗмӗл призер шутне кӗнӗ. Кӗҫӗн Арапуҫ чӑвашӗ ҫавӑнпа ҫеҫ лӑпланса лармассине ун чухнех систернӗ — Ҫӗрпỹ, Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенчи ӗҫтешӗсенчен иртме ӑнтӑлнине пӗлтернӗ.
Хастар агент сӑмаха ҫилпе вӗҫтермен. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта вӑл ял ҫыннисен пурнӑҫне, транспорт хатӗрне, ҫурт-йӗрӗпе хуралтисене, выльӑх-чӗрлӗхне 313 пин тенкӗлӗх страхласа пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта рекордсен кӗнекине хатӗрлесшӗн. Вӗренӳ мониторингӗн центрӗ хулан ҫуралнӑ кунне ҫакнашкал парне тума палӑртнӑ.
Кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкар 55 ҫул тултарать. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене кирек кам та кӗме пултарать. Кун валли ҫурлан 30-мӗшӗнче 14-18 сехетсенче «Химик» культура керменӗ умне пымалла. Рекордсменсене ҫавӑнта палӑртӗҫ.
Чи лайӑх кӑтартупа палӑрнисене свидетельство парӗҫ. Рекорда хулан рекордсен виртуаллӑ кӗнекине кӗртӗҫ. Вӗсене номинацисемпе палӑртӗҫ:
1. Хулари чи ҫӳллӗ ҫын.
2. Чи пысӑк ура.
3. Чи вӑрӑм сухал.
4. Чи вӑрӑм ҫивӗт.
5. Чи вӑрӑм ҫивӗт (18-тан аслисем).
6. Чи ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмак.
7. Чи ҫинҫе пилӗк.
8. Чи пысӑк кулӑ.
9. Хӑйне евӗр прическа.
10. Хулан ҫуралнӑ кунӗ — пӗрле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |