Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ хатӗрленӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» видеохӑтлав «Диво России» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) фестиваль-конкурсӑн ҫурма финалне лекнӗ.
Чи лайӑххисен йышне ҫӗршывӑн 34 регионӗнчен 49 видеохӑтлава суйланӑ.
Ҫурма финалта Крымри, Атӑлҫи федераци округӗнчи, Тӗп, Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ, Ҫурҫӗр-Кавказ, Кӑнтӑр федераци округӗсенчи проектсем «тупӑшӗҫ». Куҫӑн майпа йӗркелекен ҫурма финал пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Мускавра, унти «Крокус-экспо» курав залӗнчи конференц-залра иртмелле.
Ҫурма финала «Объекты приключения и событийного туризма» номинацире Чӑваш Енрисӗр пуҫне Самар, Вологда облаҫӗсенчен, Тутарстан Республикинчен тӑратнӑ ӗҫсем лекнӗ. Вӗсенчен чи лайӑххи финала лекӗ.
Шупашкарти ҫамрӑк пушарнӑй шывра ишессипе иртнӗ тӗнчен хӗллехи чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. Ӑмӑртӑва 42 ҫӗршыври 1200 ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Тӗменре иртнӗ XX чемпионат нумаях пулмасть вӗҫленнӗ. Кунашкал ӑмӑрту Раҫҫейре пӗрремӗш хут иртнӗ.
Чемпионата Шупашкарти Андрей Гориянов хутшӑннӑ. Раҫҫей МЧСӗсен пухмачӗ икӗ ылтӑн медальпе пуянланнӑ: вӗсем 100 тата 200 метра ишсе мала тухнӑ.
Раҫҫей спортсменӗсем 50 метрлӑ дистанцире иккӗмӗш пулнӑ. 25 метрлӑ дистанцире Чӑвашри Андрей Гориянов виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Эстафетӑна хутшӑнса вӑл пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Андрей — 26 ҫулта.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗ ҫур ҫула ҫитрӗ: тата тепӗр уйӑхран вӑл хӑйӗн ӗҫне вӗҫлесе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма тытӑнӗ. Кашни номинацире — вӗсем пӗтӗмпе ҫиччӗ — лайӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем шутне кӗме пултаракан ӗҫсем пур. Куракансем кӑмӑлласа пӑхакан видеосем те сахал мар. Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи Настя Федорова, Ямашри Филимоновсем, Ӗпхӳ хӗрачи Анна Михайлова, Комсомольски тӑрӑхӗнчи Аслӑ Чурачӑк ачи Сергей Лукиянов куравсем шучӗпе малтисен шутӗнче пыраҫҫӗ. Халӑх вӗсене юратса пӑхать.
Ҫавӑн пекех конкурса ӗнер чи пӗчӗк хӗрача Ульяна Михеева калакан «Параппан» сӑвӑ ҫитрӗ. Ульяна 3 ҫулта, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Этменти вӑтам шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрет. Унӑн воспитателӗнчен Лина Паркинӑран килнӗ ҫак ӗҫ шӑпах 50-мӗш пулчӗ. Ку конкурса Хӗрлӗ Чутайсем питӗ хастар хутшӑнаҫҫӗ, вӗсене уйрӑммӑн тав тӑвас килет.
Аса илтерӗпӗр, конкурс ака уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗшӗччен пырать. Ӑна Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ ирттереҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ушкӑнӗсем «халӑх» ятне хӳтӗлессишӗн тӳре али витӗр тухнӑ. Республика шайӗнчи комиссие юрас тесе вӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса парассишӗн хытах тӑрӑшнӑ. Ҫине тӑни сая кайман.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Культура ҫуртӗнчи ветерансен хорӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Курсов), асӑннӑ Культура ҫуртӗнчи «Цивиляночка» вокал ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Эльза Тимофеева), Вӑрманкас Кӗҫтемӗрти ял клубӗнчи юрӑпа ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи — Александр Пушкин, балетмейстерӗ — Сергей Казаков), Опытнӑй поселокри халӑх инструменчӗсен оркестрӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Маргарита Чиркина), Первомайскинчи «Шурвар» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Нина Григорьева) «халӑх» ячӗсене хӳтӗлесе хӑварнӑ.
Ҫил арманӗ те, шыв арманӗ те ӗлӗк пулсан тӗлӗнтермӗш пулман-ха. Халӗ вара ун пеккисене кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупма хӗнтерех. Таҫта теплерен упранса юлнисем аваллӑх палӑкӗ пек ларсан кӑна.
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре вара аваллӑха таврӑнма шут тытнӑ. Унти пӗр алӑ ӑсти ҫил арманӗн копине туса лартнӑ.
Р.Н. Шарыпкина вӑл тӑрӑхрисем пултаруллӑ платник тата столяр тесе хаклаҫҫӗ. Тӑватӑ метр ҫуллӗш ҫил арманне тракторпа тиесе пынӑ та ялти Культурӑпа кану паркне, ӑна вырӑнтисем Ҫамрӑксен паркӗ ят панӑ, вырнаҫтарнӑ. Ҫил арманне вырӑнти ӑстасем чултан ӑсталанӑ чечек клумби ҫине вырнаҫтарнӑ.
Кивӗ Эйпеҫсем чи хӑтлӑ ялсене палӑртма республика шайӗнче ирттерекен кӑҫалхи конкурса хутшӑнма палӑртаҫҫӗ. Ҫил арманӗ те кунта хӑйӗн тӳпине кӳрессе шанаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнче ҫамрӑк ҫемьесен конкурсне ирттерме йышӑннӑ. Хӑйне евӗр тупӑшӑва район администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультура тата спорт управленийӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен центрӗ йӗркеленӗ.
Кирек мӗнле ӑмӑртури евӗрех конкурса хутшӑнакансене ятарлӑ комисси хаклӗ. Вӑлах конкурса хутшӑнакансене тата финала тухакансене палӑртӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнас тесен мӑшӑрсен 35 ҫултан аслӑрах пулмалла мар тата ачаллӑ ҫемьесене кӑна суйлӗҫ. Хут уйӑрса пурӑннине те пӑхӗҫ.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртӗ. Малтанхи, куҫӑнсӑрри, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӗнтӗ, ҫак уйӑхӑн 31-мӗшӗнче вӑл вӗҫленӗ. Кунта ҫӗнтернисем финала тухӗҫ те ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркелекен куҫӑн тапхӑрта пултарулӑха кӑтартӗҫ.
Шупашкарта тӗслӗхлӗ ҫуртсене суйланӑ. Кӑҫал конкурса 10 ҫурт хутшӑннӑ.
Конкурсра ҫӗнтерӳҫӗсене номинаципе палӑртнӑ. Комисси ҫуртсем техника тӗлӗшӗнчен мӗнле пулнине, ҫывӑхри территорие епле пӑхса тӑнине хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫапла палӑртнӑ.
5 ҫултан «ҫамрӑкрах» нумай хваттерлӗ ҫуртсен хушшинче Тукташ урамӗнчи 5/12-мӗш ҫурт мала тухнӑ. 6–15 ҫултисен йышӗнче Дементьев урамӗнчи 22-мӗш ҫурта палӑртнӑ.
16 ҫултан аслӑрах ҫуртсен йышӗнче Кадыков урамӗнчи 28-мӗш ҫурт мала тухнӑ. Пушӑн 18-мӗшӗнче управляющи компанийӗсен ертӳҫисене диплом, укҫан преми парӗҫ.
Чӑваш Енри чи хӑтлӑ вырӑнсене палӑртнӑ. ЧР Строительство министерстви конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Кӑҫал конкурса муниципалитетсем 27 заявка панӑ. Комисси тӗрлӗ енчен хакланӑ: экологи лару-тӑрӑвне, ЖКХ ӗҫ-хӗлне, культура эткерне упранине, федераци тата регион шайӗнчи программӑсене хутшӑннине.
Конкурс тӑватӑ категорипе иртнӗ. Хула поселенийӗсен хушшинче Канаш хули ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш вырӑна — Куславкка, виҫҫӗмӗшне Вӑрмар поселокӗ йышӑннӑ.
Ял тӑрӑхӗсен йышӗнче малти вырӑнсене Пӑрачкав ял тӑрӑхӗ, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗ, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ял тӑрӑхӗ тивӗҫнӗ.
Ӗнер манпа Сергей Стекольщиков ҫыхӑнчӗ — пирӗн вулавӑшра вырнаҫнӑ пӗр хӗрача ҫырнӑ «Илленушкӑнь» сӑвӑн авторӗ унӑн ашшӗ иккен. Пӑхса илнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: Анастасия Фёдорова ячӗпе ку сӑвӑ пирӗн пата 2009 ҫулта иртнӗ «Халап хапха тӑрринче...» литература конкурсне ҫитнӗ; сӑвӑ айӗнче ӑнлантарса пани те пур, «Cӑвва Стекольщиков Владимир Ильич (1958 ҫулта ҫуралнӑ) каласа панӑ халап тӑрӑх ҫырнӑ» тесе каланӑ. Ку Сергей, хайхи унӑн ывӑлӗ пулать иккен, вӑл каланӑ тӑрӑх ашшӗ ҫав сӑвва хӑйне валли 2002 ҫулта ҫырнӑ. Шел, те темиҫе ҫул манӑн хытӑ диск юрӑхсӑра тухнӑран ҫав сӑвва ярса панӑ ҫырӑва хальхи вӑхӑтра тупма май ҫук, вӑл пирӗн пата, Чӑваш халӑх сайтне, мӗнле килнине палӑртма йывӑр.
Сергей ашшӗ ҫырнӑ сӑвӑн оригиналӗпе те паллаштарчӗ:
Анастасия Фёдоровӑпа ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн вӑл «эп нимӗн те пӗлместӗп, манран ыйтмасӑр тунӑ, Степанова Марина Михайловнӑран ыйтӑр» тесе хурав пачӗ. Чӑн та, Элӗк районӗнчи Тавӑт вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен унашкал педагог пур.
Ҫӗнӗ Шупашкарта конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Хулана илемлетмелли эскиза кашниех ярса пама пултарать.
Конкурс пушӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Ӑна икӗ номинаципе ирттереҫҫӗ: «Ҫӗнтерӳ тӳремне хитрелетмелли чи лайӑх эскиз» тата А.И.Андрианов ячӗллӗ ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантармалли центр» тата «Ача-пӑча ӳнер шкулӗ» хушшинчи территорие илемлетмелли чи лайӑх эскиз».
Ӗҫсене ҫак адреспа илсе пымалла: Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Винокуров урамӗ, 14-мӗш ҫурт, 218-мӗш пӳлӗм. Эскиза хут ҫине ӳкермелле тата электронлӑ вариантне илсе пымалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |