Нумаях пулмасть Элӗк районӗнче республика шайӗнчи конкурсӑн район шайӗнчи тапхӑрне ирттернӗ. Ӑна вырӑнтисем «Элӗкри централизациленӗ клуб тытӑмӗ» культура учрежденийӗнче пуҫтарнӑ.
«Чӑваш Енӗн ахахӗсем» конкурсӑн ачасен пултарулӑхӗн пӗтӗмлетӳллӗ концертне хутшӑнакансем икшер номер хатӗрленӗ: Ю. Энтинӑн сӑввипе хатӗрленӗ хайлав тата чӑваш халӑхӗн культурипе ҫыхӑннӑ номер.
Конкурса 22 номер тӑратнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑннисенчен чи ҫамрӑккисем — Чӑваш Сурӑмри Даниил Никонов тата Ехремкассинчи София Петрова пулнӑ. Вӗсем «Вокал» номинацире палӑрнӑ. Элӗкри ӳнер шкулне ҫӳрекен «Ладушки» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Л. Ефимова) тата Алексей Осиповпа Юлия Степанова дуэчӗ «Хореографи» номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи вулавӑшсенче «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫапла майпа ЧР Наци вулавӑшне килнӗ чи лайӑх, халӑх чи нумай вулакан ҫӗнӗ хайлавсене палӑртнӑ.
Районти вулавӑшсенче пӗр уйӑхра тӗрлӗ мероприяти иртнӗ: видеосехетсем, вулав конференцийӗсем, диспутсем, ӳкерчӗк конкурсӗсем. Пӗчӗк ачасемпе вара ача-пӑча хайлавӗсене театрализацилесе кӑтартнӑ.
Конкурса пӗтӗмлетсе вулавӑш ӗҫченӗсем шорт-листсене тултарнӑ. Унта вулакансе хӑйсен шухӑшӗсене, хӑш хайлава килӗштернине палӑртнӑ.
Чӑвашла чи вуланакан кӗнеке ятне Валентина Эльпин «Пулас кинсем» тивӗҫнӗ. Вырӑсла хайлавсен йышӗнче вара Юхма Мишшин «Дорога на Москву» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Вырӑсла поэзире Людмила Андревӑн «Воздушный замок» кӗнеки мала тухнӑ. Ача-пӑча литературин йышӗнче, вырӑсла ҫырнинче, Андрей Ростовцевӑн «Домовенок Фока и его друзья» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Раиса Сарпин «Хӗвел мулкачӗсем: сӑвӑсем» кӗнекине те ачасем ытларах вуланӑ.
Пирӗн ҫӗршывра паллӑ ҫыравҫӑсем, хайлавсенчи сӑнарсем нумай. Паллах, вӗсене халалланӑ палӑксем те самай. Нумаях пулмасть паллӑ вырӑнсене палӑртмашкӑн конкурс старт илнӗ. Вӗсем ҫӗршыв картти ҫинче пулмалла.
Кирек кам та — ӳсӗмне, ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр — конкурса хутшӑнма пултарать. Константин Иванов ячӗллӗ вулавӑш проект шутласа кӑларса «Литература йӗрӗ» конкурса хутшӑнӗ.
Вулавӑш Эгер бульварӗпе 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспект хӗресленнӗ вырӑнти хурӑнлӑхра, К.Иванов ячӗллӗ вулавӑша хирӗҫ, литература сакне вырнаҫтарма сӗнет. Икӗ енчен Нарспипе Сетнер кӳлеписене лартасшӑн.
Кунтах, сака хирӗҫ, К.Ивановӑн астӑвӑм чулне тата унӑн вилӗмсӗр поэмине кӗнеке пек туса вырнаҫтарасшӑн.
Кӗҫех 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 19/37 ҫуртӑн стенине Константин Иванов барельефӗ тата унӑн «Поэзисӗр манӑн пурнӑҫ ҫук» тесе ҫырни илемлетмелле. Ӑна чӑвашла тата вырӑсла ӗҫлӗҫ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене тӗнче тетелӗнчи ҫынсем сасӑлавпа палӑртӗҫ. Финала тухнисене юпа уйӑхӗнче чыслӗҫ.
Ака уйӑхӗнче яланхи пекех Чӑваш Енре «Кӗнеке урлӑ — халӑхсен килӗшӗвӗ патне» наци кӗнекисен фестивалӗ иртет. Ӑна ЧР Культура министерстви, ЧР Наци вулавӑшӗ йӗркелет.
Кӑҫал ака уйӑхӗн 15–25-мӗшӗсенче тӗп мероприятисем Шупашкарта, Улатӑрта, Чӗмпӗрте, Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче иртӗҫ.
Ҫав кунсенче Раҫҫей патшалӑх ӳнер вулавӑшӗн коллекцийӗнчи курав, пӗтӗм тӗнчери канашлу уҫӑлӗҫ.
Фестивальпе килӗшӳллӗн итальян тата чӑваш, православи, экологи тата ӑслӑлӑх кӗнекисене халалланӑ тематика кунӗсем пулӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем пурне те чӑваш ҫыравҫи Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен литература каҫӗнче, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ ӳнер конкурсӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче тата «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ ҫӗрте кӗтеҫҫӗ.
Муркаш районӗн ҫыннисемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай тата Ольга Туркай тӗлпулу ирттерӗҫ. Элӗк районне вара Лидия Сарине тата Сергей Павлов ҫитӗҫ.
Кӑҫал Мӑнкуна анлӑ уявлама палӑртаҫҫӗ. Мӑнастирсемпе храмсенче кӑна мар, ун тулашӗнче те. Ҫапла уява Шупашкар ҫыннисем те, хӑнасем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта Мӑнкун фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Ун чухне 50 ытла мероприяти пулмалла. Фестиваль Мӑнкунра, акан 12-мӗшӗнче, пуҫланӗ те акан 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫав тапхӑрта урамра, паркра, музейра, культура учрежденийӗсенче мероприятисем иртӗҫ.
Хулан тӗп урамӗсенче вара 2 метр ҫӳллӗш Мӑнкун ҫӑмартисем вырнаҫтарӗҫ. Христос ҫуралнӑ храм тӗлӗнче кашниех арт-объектсене сӑрлассине хутшӑнма пултарать.
Фестиваль Республика тӳремӗнче уҫӑлӗ. Унта чиркӳ хорӗсем юрламалла, ачасем валли ятарлӑ программа иртмелле. Хулари мӗнпар ӳнер шкулӗсенче куравсем, ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вулавӑшсенче Мӑнкун ҫӑмартине хатӗрлес енӗпе конкурссем иртӗҫ.
Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канашри культура ҫуртне ҫамрӑк вулавҫӑсем пухӑннӑ. Мӗн тӗллевпе? Унта «Чӗрӗ сӑмах» республика конкурсӗ иртнӗ.
Конкурса район конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ яш-хӗр хутшӑннӑ. Унта Канаш, Йӗпреҫ, Тӑвай районӗсенчен, Канаш хулинчен килнӗ.
Жюрире сумлӑ ҫынсем ларнӑ: ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Иосиф Александрович Дмитриев, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Раиса Николаевна Полякова, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Николаевич Григорьев.
19 ҫулти Женя Тихонов Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчен килнӗ. Вӑл Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑввине вуланӑ. Конкурс хыҫҫӑн конкурсҫӑсене сӳтсе явнӑ. Иосиф Александрович каланӑ тӑрӑх, вӗсем уйрӑмах Евгений Тихоновпа кӑмӑллӑ юлнӑ. Женя пӗчӗк йӑнӑш кӑна тунӑ. Анчах Иосиф Александрович ӑна мӗнле тӳрлетмеллине каланӑ.
Конкурсҫӑсем ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсемпе хутшӑнма хавас пулнӑ. Пурне те «Чӗрӗ сӑмах» конкурсӑн сертификатне панӑ.
Сӑнсем (7)
Тутар Республикинче чи лайӑх чӑваш шкулӗсене шыраҫҫӗ. Конкурса унти чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ.
Конкурс ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Ӑна чӑваш шкулӗсенче вӗрентекенсен тата вӗренекенсен пултарулӑхне ӳстерме, вӗрентӳ ӗҫне техникӑпа технологи тӗлӗшӗнчен хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек йӗркелеме хавхалантарс, вӗренӳ пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе ирттереҫҫӗ иккен.
Хутшӑнас текенсен sveta-elshel@mail.ru электрон почтӑна кӑмӑл тунине пӗлтермелле.
Тӳресем ҫак енсене пӑхаҫҫӗ: шкул ятне, кӗнӗ ҫӗрте чӑвашла ҫырнине; шкул хӑтлӑхне; чӑваш чӗлхипе литературин пӳлӗмӗсен илемӗпе хӑтлӑхне; унти кӗнекесен, ҫырса хунисемпе вӗренмелли пособисен пуянлӑхне...
Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫан чыслама палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑн йышӑнсан 25 пин тенкӗ тивӗҫӗ, иккӗмӗшшӗн — 15 пин; виҫҫӗмӗшшӗн — 10 пин.
Комсомольски районӗнчи Александровка ял вулавӑшӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетсе мероприяти ирттернӗ.
Мероприятие Александровка тӗп шкулӗнчи 1–4-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Ачасене маларах конкурса хутшӑнакан кӗнекесемпе тӗплӗн паллаштарнӑ. Вӗсем пурте пӗр саслӑн пулса «Ача-пӑча тӗнчи» номинацире Юрий Сементер сӑвӑҫпа Аристарх Дмитриев куҫаруҫӑн «Сехетсен ҫӗршывӗнче» ятлӑ кӗнекине суйласа илнӗ.
«Мӗншӗн ку кӗнеке илӗртрӗ-ха?» — тесе ыйтсан ачасем тӗрлӗрен хуравланӑ иккен. Пӗрне вӑл хитре ӳкерчӗкпе, теприне кӗнеке чӑвашла тата вырӑсла пулнипе, виҫҫӗмӗшне математика урокӗсенче пулӑшнипе килӗшнӗ.
Кристина Кокшина автан-сехет ҫинчен ҫырнӑ сӑвва вуланӑ, Анна Невская хӗвел-сехет ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Ачасем: «Хӗвел те, автан та вӑхӑта пӗлсе, ир пулнине систерсе халӑха вӑратаҫҫӗ», — тӗлӗнни пирки пӗлтерет В. Потапова библиотекарь.
Чӑваш Ен ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ теҫҫӗ. Ҫак кунсенче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче алӗҫ ӑстисем тупӑшнӑ. Тӗрӗ ӑстисем юлашки хут 2010 ҫулта пулнӑ.
«Ҫӗр пин юрӑ тӗнчинче» ятпа иртнӗскер конкурс кӑна мар, ӑсталӑх класӗ те. Ӑстасем республикӑри пур районтан та килнӗ. Кашниех хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштарасшӑн ҫуннӑ.
Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, 5 ҫул каяллахи тата хальхи ӗҫсене танлаштарма ҫук. Конкурсҫӑсен ӗҫӗсем — чӑн-чӑн шедевр.
Татьяна Петрова жюри палӑртнӑ тӑрӑх, ӑсталӑх ҫемьене кура аталанать. Ачасем асламӑшӗ, амӑшӗ тӗрленине кура вӗренеҫҫӗ-ҫке-ха. Ҫамрӑксем арчари япаласене кӑларса кураҫҫӗ, ҫав ӗҫе малалла тӑсаҫҫӗ вӗт.
Акӑ Светлана Прохорова Елчӗк районӗнче «Астапи» клуба ертсе пырать. Вӑл конкурса К.Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх хатӗрленӗ хӑйне евӗр кӗнеке хуплашкине илсе килнӗ. Вӑл амӑшӗнчен тӗрлеме вӗреннӗ.
Конкурсра килтен илсе килнӗ ӗҫсемсӗр пуҫне экспромта та хакланӑ. Конкурсҫӑсем хушнӑ ӗҫе 5 сехет тӗрленӗ. Жюри хӑвартлӑха, пахалӑха, хитрелӗхе хакланӑ.
Элӗк районӗнчен килнӗ Светлана Константинова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерствин специалисчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. «Финанс пуҫламӑшӗ» конкурса «Раҫҫейӗн финансисчӗсен пӗрлӗхӗ» коммерцилле мар юлташлӑх йӗркеленӗ. Конкурса Раҫҫейӗн регионӗсен финанс тытӑмӗсен тата муниципалитетсенчи специалисчӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗсленӗ.
Ҫӗршыв шайӗнчи конкурса кайма хӑюлӑх ҫитернисен хушшинче Чӑваш Енӗн Финанс министерствин виҫӗ специалисчӗ пулнӑ, Владимир Миронов, Ирек Ямалиев тата Алена Постнова. Вӗсем «Профессире чи лайӑххи» ятшӑн «Чи лайӑх ҫамрӑк финансист» номинацире тупӑшнӑ. Конкурса хутшӑннисен «2015-мӗш ҫулта тата 2016–2017-мӗш ҫулсенче хыснан тупӑш пайне ҫул-йӗрпе майсем» темӑпа ӑслӑлӑхпа практика ӗҫӗ ҫырма тивнӗ. Конкурсра Алена Постнова лауреат пулса тӑнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |