Художество училищин никӗслевҫине халалланӑ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫалхи чылай мероприятие вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн авторӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ те, Шупашкарти Ӳнер училищин никӗслевҫине Федор Быкова халалласа йӗркелекен пултарулӑх конкурсне кӑҫалхи К. Иванов ҫулталӑкӗпе халалланӑ.
Федор Семенович ячӗпе ҫулсерен иртекен конкурса «Живопись», «Графика», «Дизайн», «Театрпа декораци ӳнерӗ», «Декораципе прикладной ӳнер» номинацисемпе ирттернӗ. Унта тӗрлӗ ҫулти ача-пӑча хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ. Кашниех маттур пулма тӑрӑшнӑ, ӗҫсене пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Ҫапах та конкурс конкурсах. Пурне те палӑртаймӑн. Хаклавҫӑсем чи аван ӗҫсене уйӑрса илнӗ ӗнтӗ. Вӗсен списокӗпе, сӑмах май, ЧР Культура министерствин сайтӗнче паллашма пулать.
Конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене ҫитес уйӑхӑн 4-мӗшӗнче ӳнер училищинче 13 сехетре чыслӗҫ.
Сӑнсем (8)
«Хӑрушсӑр тӗнче тетелӗ» — ҫапла ятпа иртнӗ регионсен хушшинчи ачасен ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ. Улатӑр хулинчи ачасен видеороликӗ 11-13 ҫулсенчисен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫӗнтерӳ Кирилл Ганинпа Софья Шишкинӑшӑн кӗтменлӗх пулнӑ. Вӗсем хӑйсен видеороликне ҫапла пысӑка хурса хаклассине чухламан та. Кирилпа Софья халӑх тетелӗнчи хӑрушсӑрлӑх йӗркисем пирки «Лего» конструктор пулӑшнипе каласа пама шутланӑ.
Кирилӑн «Лего» нумай. Софьйӑн пиччӗшӗн те вӑл самай. Ачасем ҫавӑнпа хӑйне евӗр видеоролик хатӗрлеме шухӑшланӑ.
Ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов ҫакна палӑртнӑ: тӗнче тетелӗнче ачана мӗн те пулин килӗшмест тӗк кун пирки аслисене пӗлтермелле. Ашшӗ-амӑшӗн вара ачи компьютер умӗнче мӗн туса ларнине пӗлсех тӑмалла.
«Хӑрушсӑр тӗнче тетелӗ» конкурс виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑран унта 168 ӗҫ хутшӑннӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑшт нумайрах. Сӑмах май, чӑваш ачисем ҫӗнтерӳҫӗсен йышне пӗрре мар кӗнӗ.
Ҫитес ҫул конкурс федераци шайӗнче иртӗ. Чӑваш ачисем те унта хутшӑнӗҫ.
Кун пек акцие Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫулталӑкра икӗ хутчен ирттерет. Аслисене театр ҫулталӑкра икӗ хутчен тӳлевсӗр кӗртет. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне вӑл «Аттепе — театра!» акци ирттерет. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне «Аннепе — театра!» акци палӑртса хунӑ. Иккӗшӗ те йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне «Кот в сапогах» мюзикл пырса курма чӗнеҫҫӗ. Мюзикла амӑшӗсем е асламӑшӗсем ачисемпе пыма пултараҫҫӗ. Ачасемшӗн билет туянма тивӗ, анчах амӑшӗсемпе асламӑшӗснее тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.
Ку спектакль Шарль Перро ҫыравҫӑн юмахӗ тӑрӑх лартнӑ. Йӑлана кӗнӗ ача-пӑча юмахӗсемпе танлаштарсан ӑна хальхи вӑхӑтри мюзикл евӗр лартнӑ. Унта вокал номерӗсем те, дуэтсем те, ташӑсемпе пластика интермедийӗсем пулӗҫ. Ӑна ҫемьепе пӑхма питӗ аван.
Спектакль Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Фойере ачасем валли вӑйӑсемпе конкурссем йӗркелӗҫ.
Паян «Чӑваш Енӗн туризм индустрийӗнче малта пыракансем — 2014» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫиснее чысланӑ.
Пӗлтӗрхипе 11-мӗш йӗркеленӗ ӑмӑртура республикӑн чи лайӑх экскурсовочӗ ята Куславккари Н.И. Лобачевскийӗн историпе краеведени музей-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Егорушкина ҫӗнтернӗ. «Вырнаҫтармалли чи лайӑх хатӗр» номинацире «Волга Премиум Отель» хӑна ҫурчӗ ҫӗнтернӗ. «Вырнаҫтармалли чи лайӑх хатӗр — санатори» «Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗ мала тухнӑ. «Труизм отраслӗн сӑнӗ» — «Чӑваш Ен Турист» тулли мар яваплӑ общество. «Регионти чи лайӑх турфирма» — «ЛеКо» общество (хӑшӗсем ӑна «Стодорог» ҫул ҫӳрев клубӗ тенипе пӗлеҫҫӗ). «Тухса ҫӳремелли туризма аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» номинацире хастар хутшӑннӑшӑн «Сирӗн канӑвӑрӑн агентстви», «Спутник» тата «Сӑр шуҫӑмӗ» обществӑсене дипломпа палӑртнӑ. «Экологи туризмне аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ наградӑна тивӗҫнӗ. «Промышленноҫ туризмне аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» Трактор историйӗн музейне чысланӑ. «Чи лайӑх турпартнер» номинацире харӑсах иккӗн ҫӗнтернӗ: «Экскурси тӗнчи» компанипе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ.
Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Красноармейскинче район пулса кайнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Трак ен каччисем» конкурс иртнӗ. Ӑна районта пӗрремӗш хут ирттернӗ.
Унта каччӑсен пултарулӑхне, вӗсем историпе культурӑна пӗлнине тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑйсем ӑсталанӑ япласене те кӑтартнӑ. Ытларахӑшӗ ӑна йывӑҫран касса хатӗрленӗ. Юлашкинчен ҫамрӑксем апат мӗнле пӗҫӗрессине тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен кашниех чӑвашсен наци ҫимӗҫне — хуран кукӑльне — пӗҫернӗ.
Конкурса хутшӑнакансене тата хӑнасене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ. Ҫичӗ каччӑ хӑйсем пирки электронлӑ хӑтлавпа усӑ курса паллаштарнӑ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑннӑ. Куракансен тунсӑхлама вӑхӑт пулман.
Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, «Трак ен каччисем» конкурсра Николай Артемьев ҫӗнтернӗ. Вӑл «Чавашсетьгазӑн» Красноармейскинчи газ участокӗнче ӗҫлет.
Сӑнсем (33)
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ветерансен канашӗ ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчен илнӗ Астӑвӑм альбомне тултарса Муркаш район элчисене парса ячӗ.
«Эстафета памяти поколений» (чӑв. Ӑрусен астӑвӑмӗн эстафети) эстафетӑра республикӑри пур ветеран организацийӗ те хутшӑнать. Кашни район альбомра хӑйӗн геройӗсем ҫинчен хушса ҫырать. 2015 ҫулта кунти материалсене пухса Астӑвӑм кӗнеки пичетлесе кӑларма шутлаҫҫӗ.
Республикӑри ветерансен канашӗн председателӗ Анатолия Пукки, конкурс ертӳҫи Анатолий Филиппов, конкурс комисси пайташӗ Галина Персидская, Муркаш районӗпе Шупашкар район элчисем тӗлпулура хастар пулчӗҫ. Районти ветерансен ертӳҫи Галина Тимакова пухӑннисене общество ертсе пынипе туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Анатолий Пукки эстафета тӗллевӗсем пирки каласа кӑтартрӗ, Енкӗлт ялӗнчи Сергей Баринов ертсе пыракан ветерансен организацине республикӑра ҫӗнтерӗве халалласа ирттернӗ смотр-конкурс лауреатне чысларӗ.
Районта вырӑс чӗлхипе «Мое село (моя деревня) в годы Великой Отечественной войны» (чӑв. Ман ял Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче) сочиненисен конкурсӗ ирттернӗ, унта пурӗ 29 ӗҫ тӑратнӑ, саккӑрӑшӗ ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ.
Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче чи хӑтлӑ ял тӑрӑхӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ӑна пӗлтӗрхи кӑтартусене шута илсе ирттернӗ. Унта 20 тӑрӑх хутшӑннӑ. Пӗлтӗр вара сахалрах — 13 ҫеҫ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Унччен конкурса хуласен хушшинче ҫеҫ ирттернӗ. Кӑҫал ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантармашкӑн республика хыснинчен 1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ял тӑрӑхӗсем унпа тӗллевлӗн усӑ курӗҫ: хӑйсем пурӑнакан вырӑна татах хӑтлӑлатӗҫ.
Кӑҫал конкурсра 100 пин ҫын таран пурӑнакан хула округӗсен йышӗнче Вӑрнар поселенийӗ мала тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗмӗрле хули, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӑрмар тӑрӑхӗ.
II категорире Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ малти вырӑна йышӑннӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Пӑрачкав ял тӑрӑхӗпе Комсомольски ял тӑрӑхӗ пайланӑ.
III категорире мала Элӗк ял тӑрӑхӗ тухнӑ, иккӗмӗшне — Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗ, виҫҫӗмӗшне — Комсомольски районӗнчи Тукай ял тӑрӑхӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен хушшинче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» конкурс иртрӗ. Вӑл пурӗ тӑватӑ пайран тӑчӗ: «Тӑван ен, манӑн шкул, манӑн педагогикӑри ӗҫӗм» паллаштару, «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» эссене хӑтлани, ӑста урокӗ ирттерни тата ҫавӑн пекех курава тӑратнӑ конкурс материалӗсене тишкерни пулчӗ.
Пурӗ 9 вӗрентекен тупӑшрӗ: Канаш районӗн Шӑхасан шкулӗнчи Шерки Эльвира Николаевна, Ҫӗмӗрле районӗн Якуртушкӑнь шкулӗнчи Албутова Надежда Михаловна, Етӗрне районӗн Чирӗккасси шкулӗнчи Токарева Марина Васильевна, Элӗк районӗн Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи Петрова Алина Геннадьевна, Красноармейски районӗн Мӑн Шетмӗ шкулӗнчи Назарова Светлана Михайловна, Муркаш районӗн Чуманкасси шкулӗнчи Ефимова Альбина Николаевна, Вӑрнар районӗн Уравӑш шкулӗнчи Ермошкина Раиса Николаевна, Елчӗк районӗн Кӗҫӗн Таяпа шкулӗнчи Иванова Алевтина Афанасьевна, Шупашкар хулин 43-мӗш шкулӗнчи Тяхмусова Светлана Вячеславовна.
Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗн эмблемине суйламашкӑн конкурс ирттернӗ. Ҫак кунсенче, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, унӑн ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ.
Конкурс раштав уйахӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 4-мӗшӗччен иртнӗ. Унта вӗренекенсем, культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсен ӳнер ӗҫченӗсем, аслӑ шкулсен студенчӗсем 24 ӗҫ ярса панӑ.
Конкурса ярса панӑ ӗҫсенчен нихӑшне те конкурс ыйтнине тивӗҫтерменни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫавах та комисси ярса панӑ ӗҫсенчен пӗрине сӗннӗ. Ку вӑл — Чӑваш наци музейӗн дизайнерӗ А.А.Поляков ӑсталанӑ ӗҫ. Вӑл проекта ЧР халӑх ӳнерҫин Элли Юрьевӑн эскизӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.
Пултаруллӑ ачасем ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Сӑмах Шупашкарти Ф.М.Лукин ячӗллӗ ачасен 5-мӗш музыка шкулӗнчи хор уйрӑмӗн вӗренекенӗсем пирки. «Соловушки» (чӑв. Шӑпчӑксем) хор Пӗтӗм тӗнчери «Вятка каруҫҫелӗ» IX конкурса хутшӑннӑ. Фестивале Пӗтӗм тӗнчери «Хӗвел ачисем» фестиваль юхӑмӗ Киров хула администрацийӗн культура управленийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Конкурс фестивале Мускаври, Архангельскри, Пермьри, Екатеринбургри, Сыктывкарти, Воркутари, Йошкар-Олари, Кироври пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.
«Соловушки» икӗ хайлав шӑрантарнӑ. Куракансем вӗсене хапӑлласах йышӑннӑ. Ку конкурса чӑваш ачисем пӗрремӗш хут хутшӑннӑ. Апла пулин те маттурсем II степень диплома тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |