
Чӑваш Енре йӗрке хуралҫине пуҫласа тава тивӗҫлӗ ят панӑ. Ку чыса ЧР ШӖМӗн полицин оперативлӑ ӗҫӗ енӗпе тимлекен пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Николаев тивӗҫнӗ. Ӑна «Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парасси пирки Михаил Игнатьев Элтепер 161-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Кун пек награда Чӑваш Енре унччен пулман, ӑна юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ҫирӗплетнӗ.
Шалти ӗҫсен органӗнче ӗҫлекенсем паян хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ те, ҫак тытӑмри ытти хӑш-пӗр ҫынна та республика наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Отставкӑри Михаил Киселев генерал-майора тата отставкӑри Андрей Тимофеев полковника «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден, ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи Ҫӗмӗрлери пайӗн пуҫлӑхне Сергей Тарасова асӑннӑ орденӑн медалӗпе чыслассине каланӑ. ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи Комсомольскинчи пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Кокшин Чӑваш Енӗн Хисеп грамотиллӗ пулӗ. Элтепер хушӑвӗпе чыслама йышӑннисем хушшинче тата ытти хӑш-пӗр йӗрке хуралҫи те пур.

Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫӑкӑр пӗҫерекенсен конкурсӗ иртнӗ. Конкурсра ҫичӗ ӑста ӑмӑртнӑ.
Конкурса «Петровский» ҫӑкӑр комбиначӗн, «Шупашкарти ҫӑкӑр пӗҫерекен 2-мӗш савут», «Сӗнтӗр-Ҫӑкӑр», Комсомольскинчи «Ҫӑкӑр савучӗ», Ҫӗрпӳ райповӗн «Пӗремӗк» савут, «Йӗпреҫри ҫӑкӑр савучӗ», «Шупашкарти элеватор» савут ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Кашни конкурсҫа 5 килограмм чуста панӑ. Унран ҫӑкӑр тата булка таврашӗ пӗҫермелле пулнӑ. Ҫӑкӑр пӗҫерекенсен хушшинче чи маттурри «Сӗнтӗр-Ҫӑкӑр» савутра ӗҫлекен Зоя Амосова пулнӑ. Ӑна 5 пин тенкӗлӗх сертификат, мультиварка, 12 килограмм шурӑ ҫӑнӑх парнеленӗ.
Ыттисене те парнесӗр яман. Тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ вӗсене. Вӗсене 3 пин тенкӗлӗх сертификат (унпа йӑла техники туянма пултарӗҫ), 12 килограмм ҫӑнӑх панӑ.
Республикӑри медицина учрежденийӗсенче паллиативлӑ пулӑшу кӳрес ӗҫе йӗркелесшӗн. Кун пирки нумаях Республикӑри клиника пульницинче нумаях пулмасть иртнӗ Тӗп врач кунӗнче калаҫнӑ.
Чӑвашла мар ҫак сӑмах сипленмен чирпе тата йывӑррӑн аталанакан амакпа аптӑракансене сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче пулӑшу кӳрессине пӗлтерет.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин паллиативлӑ пулӑшу енӗпе ӗҫлекен штатра тӑман тӗп специалисчӗ Светлана Богатеева Паллиативлӑ пулӑшу кӳрекен Европӑри ассоциаци вилекен пациентсенчен 89 процентне маларах асӑннӑ йышши пулӑшу кирлӗ.
Ҫынсен кун-ҫулӗ вӑрӑмланса пынӑ май кун пек пулӑшу кирлисем татах та йышланӗҫ.
Паянхи куна пирӗн республикӑри пульницӑсенче сестра пулӑшу кӳрекен 6 уйрӑм ӗҫлет, паллиативлӑ пулӑшу уйрӑмӗ те улттӑ. Виҫӗ пульницӑра паллиативлӑ пулӑшу кӳрекен пӳлӗмсем уҫнӑ.
Ҫитес уйӑхра Комсомольски район пульницинче сестра пӑхакан 20 койкӑллӑ уйрӑм уҫмалла. Ҫулла республикӑри онкологи пульницинче тата Шупашкарти хулари тӗп пульницӑра паллиативлӑ пулӑшу кӳрекен пӳлӗмсем ӗҫлеттерсе ямалла.
Республикӑри яваплӑ службӑсемпе органсем ҫынсене шыв кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ирттернӗ канашлура Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов каласа кӑтартнӑ.
Шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсем республикӑра 13, унсӑр пуҫне тата та 15 объект хатӗрлессине палӑртнӑ. Анчах та ку ыйтупа Улатӑрта, Йӗпреҫре, Патӑрьелӗнче, Комсомольскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Вӑрмарта, Шӑмӑршӑра, Ҫӗмӗрлере, Елчӗкре, Тӑвайра ҫителӗксӗр ӗҫленине каланӑ. Пӗлтӗр шывра пулнӑ инкексен шучӗ 30-а ҫитнӗ. Кӑҫал та сарӑмсӑрлӑхсӑр май килмен. Хальлӗхе вӗсене виҫӗ тӗслӗх шута илнӗ. Республикӑри мӗнпур районпа хулара ҫак енӗпе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла, кирлӗ мерӑсене вӑхӑтра йышӑнмалла.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ятпа ирттернӗ видесӑвӑсен конкурсра мала тухнисене палӑртнӑ. Кун пирки «Шкулта» интернет-журнал пӗлтерет. Хаклавҫӑсен йышӗ пӗчӗк мар пулнӑ — пурӗ 13 ҫын. Вӗсен ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн мала ҫак ачасем тухнӑ:
«Пукан ҫинче» номинацире (кунта чи кӗҫӗннисем пулчӗҫ) Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫри тӗп шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрекен Софья Моисеева тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Татьяна Патшинӑпа Мария Лотова йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех палӑрнӑ: Арина Емельянова, Ева Сорокина тата Макар Иванов.
«Пукане» номинацире 4 ҫул ҫурӑран аслӑрах шкул ҫулне ҫитмен хӗрачасем тупӑшрӗҫ. Чи маттурри Комсомольски районӗнчи 2-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Мария Николаева пулчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Ульяна Шашковӑпа Анна Михайлова йышӑнчӗҫ. Анна — Пушкӑрт Республикинчен. Ҫавӑн пекех палӑрчӗҫ: Ульяна Альгеева, Юлия Маркова, Марина Алексеева.
«Шӗвӗркке» номинаци «Пукане» пеккиех, анчах арҫын ачасем валли. Кунта мала Шупашкарти 112-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Даниил Афанасьев тухрӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Владимир Яковлевпа Сергей Лукианов йышӑнчӗҫ.

2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче регионсен «Туслӑх хӗлхемӗ» наци культури фестивалӗн вӗҫлекен тапхӑрӗ иртрӗ. Фестиваль программинче чӑваш тата вырӑс шкулӗнче вӗренекенсем валли чӑваш чӗлхипе тата культурипе ирттерекен «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурс тата ӳнер ӑсталӑхӗн «Шевле-2016» конкурсӗ пулчӗ.
Наци фестивалне хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать: район тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ 57 ача икӗ номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.
«Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурса хутшӑнакансем пилӗк станци витӗр тухрӗҫ. Фестиваль вӗҫӗнче ачасем пултарулӑхӗпе тупӑшрӗҫ: юрӑ юрларӗҫ, ташӑ ташларӗҫ, харпӑр хӑй сӑввисене вуларӗҫ. Жюри фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртрӗ.
Чӑваш шкулӗн программипе ӗҫлекен шкулсенчен 1-мӗш вырӑна Етӗрне районӗн Тури Ачак вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Яковлева Наталья тухрӗ. Елӗк районӗн Вутлан тӗп шкулӗн вӗренекенӗ Афанасьева Александра, Хӗрлӗ Чутай районӗн Питӗркасси вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Огонькова Анжелика, Канаш районӗн Шелттем тӗп шкулӗн вӗренекенӗ Матвеева Марина, Куславкка районӗн Елчӗк вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Мартьянова Надежда, Комсомольски районӗн Шурут вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Голубева Алиса призер ятне тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Комсомольски районӗнчи шкулсенче кашни кун тенӗ пекех тӗрлӗрен конкурссемпе олимпиадӑсем, семинарсемпе фестивальсем иртеҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, сӑмахран, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче хӑйсен черетлӗ фестивальне истори, право, обществознани тата экономика предмечӗсене ертсе пыракан вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивальсем кашни ҫулах историри мӗнле те пулин паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ: иртнӗ 2015 ҫул — Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 70 ҫулне халалланӑ, кӑҫал — XIX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ декабристсен пӑлхавӗн юбилейне.
Ҫитнӗ хӑнасене малтанах С.А.Лукиянов шкул директорӗ саламларӗ, шкулӑн пуян историпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн педагогсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗ. Унтан виҫӗ ушкӑна пайланса уҫӑ уроксене ирттерме кӑмӑл тунӑ О.Г.Сорокина (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ), Р.Д.Тимаев (Аслӑ Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ), И.В.Пильщиков (Урмаел вӑтам шкулӗ) вӗрентекенсем патне саланчӗҫ. Чӑн та, тӗплӗн хатӗрленнӗ ҫамрӑк вӗрентекенсем фестивале: шкул ачисене те, ытти шкулсенчен килнӗ вӗрентекенсене те кӑсӑклантарчӗҫ вӗсем.
Кӑҫал пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ 429 ҫуртри пӗтӗмӗшле пурлӑха юсасшӑн. Тӗплӗ юсавӑн 2016 ҫулхи программине Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсем, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Шупашкар хулисем кӗнӗ.
Кӑҫалхи тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче нумай хваттерлӗ 24 ҫуртра ӑшӑ энергине, вӗри тата сивӗ шыва, ҫутта шутлакан счетчиксем вырнаҫтарасшӑн.
Тӗпле юсав программипе кунсӑр пуҫне хӑтлӑхпа ҫыхӑннӑ ытти ӗҫ-пуҫ та ирттерме палӑртнӑ-мӗн. Тӳре-шаран типӗ чӗлхи ҫине куҫсан тата Тӗплӗ юсав фончӗн сайтӗнче илсе кӑтартнӑ пек каласан, 42607 ҫыннӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатмалла.

Иртнӗ шӑматкун тӗп хулари пиллӗкмӗш гимназире республикӑри 10–11-мӗш классенче вӗренекен икҫӗр ача пуҫтарӑнчӗ. Вӗсем пурте район шайӗнче иртнӗ «Эпӗ — Раҫҫей гражданинӗ» конкурсра мала тухма пултарнӑ.
Комсомольски районӗнчен килнӗ ушкӑн пилӗк ачаран тӑрать. Комсомольски иккӗмӗш, Нӗркеҫ, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗсенчи вӗренекенсем хушшинче Асанкасси вӑтам шкулӗнчи икӗ вӗренекен — Аня Прокопьева тата Наталья Храмова пулчӗҫ.
Хутшӑнакансене пысӑк программа кӗтрӗ пулин те, чи кирли — вӗсем конкурсӑн ҫитес тапхӑрне хутшӑнасси. Паллах, ыйтусем ҫӑмӑлах мар, вӗсенчен ытларах пайӗ суйлавпа ҫыхӑннӑ. Тестра пурӗ ҫӗр ыйту. Кашнинех, паллах, тӗрӗс хуравсем ытларах тупса мала тухас килет.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем ҫитес вӑхӑтра паллӑ пулӗҫ.

Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен фестивалӗ иртрӗ. Унта районти пур шкулсенчи педагогсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Ӗлӗкхи мӑн асаттесен йӑли-йӗркипе шкулта вӗренекенсем хаклӑ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Комсомольски пӗрремӗш вӑтам шкулӗнчи Светлана Анатольевна Жукова тата Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнчи Лидия Николаевна Владимирова вӗрентекенсем улттӑмӗш тата ҫиччӗмӗш классенче уҫӑ уроксем пачӗҫ. Вӗсем еплерех пысӑк шайра иртни ачасен ҫунса тӑракан куҫӗсене курсанах паллӑ пулчӗ. Ӗҫтешӗсем те пысӑк хак пачӗҫ пултаруллӑ вӗрентекенсене. Унтан вара шкул ачисем килнӗ хӑнасем умӗнче чӑваш халӑх тата хальхи вӑхӑтри авторсен юррисене шӑрантарчӗҫ, чӑвашла илемлӗ сӑвӑсем вуларӗҫ. Концерта хатӗрлесе йӗркелесе пыракансем шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ирина Михайловна Степанова тата юрӑ-кӗвӗ ӑсталӑхне вӗрентекен Михаил Владимирович Бархонов.
Хыҫҫӑн вӗрентекенсем пӗрле пуҫтарӑнса вӗренӱ ӗҫенчи ҫӗнӗлӗхсене сӱтсе яврӗҫ, пӗр-пӗрин пуян опычӗпе паллашрӗҫ. «Пире тӑван кӗтсе тӑрать» юрӑпа фестиваль вӗҫленчӗ, малалла вара мӗн курни-илтнине кашни вӗрентекен хӑйӗн ӗҫӗнче усӑ курас тӗллев тӑрать.
