
Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстересси ҫинчен калакан республикӑри программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫул-йӗр правилине пӑхӑннине Улатӑр хулинче автоматика тытӑмӗ сӑнаса тӑрӗ. Ӗнер унти Гагарин урамӗнче фото ӳкерекен «Арена» ятлӑ стационарлӑ комплекс вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӑл епле ӗҫленине тӗрӗслеҫҫӗ.
Унччен ун пек комплекссем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче кӑна пулнӑ. Халӗ, ав, Улатӑра та ҫитнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 21 комплекс вырнаҫтарасшӑн иккен. Вӗсенчен тӑваттӑшне — Шупашкарта, виҫҫӗшне — Шупашкар районӗнче, саккӑрӑшне — Канаш хулипе районӗнче, Комсомольски ялӗпе Пӑрачкав районӗнче — икшер, унсӑр пуҫне Ҫӗрпӳ хулипе Комсомольски районӗнче — пӗрер. Вӗсене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен вырнаҫтарса пӗтересшӗн.
Чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ, чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене тӗпчекенӗ тата хатӗрлекенӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Николай Эриванов паян 75 ҫул тултарчӗ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.
Николай Эриванов Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. Мускаври Чӑваш халӑх хорӗн концертмейстерӗ-баянистӗнче, Комсомольскинчи ача-пӑча музыка шкулӗн директорӗнче, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче фольклор енӗпе методистра ӗҫленӗ. 1970 ҫултанпа вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксен Культура керменӗ ҫумӗнчи «Сӑрнай» халӑх фольклор ансамбльне ертсе пырать. Вӑл 110 ытла юрӑ кӗвӗленӗ. 40 ытла юрӑ, хор, инструментпа каламалли хайлавсем Чӑваш радио фондӗнче упранаҫҫӗ.
Моряксене асӑнса Комсомольскинче палӑк уҫни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ун пекки Патӑрьелте те пур. Халӗ, ав, Шупашкар хулинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Моряк пулнисем Шупашкар хулинче, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенче уйрӑмах йышлӑ-мӗн.
Палӑка «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче вырнаҫтарӗҫ. Никӗсе Ҫарпа Тинӗс флочӗн кунӗнче янӑ. Ку мероприятие флот ветеранӗсемсӗр пуҫне тӳре-шара та хутшӑннӑ. Пӗрремӗш чула хума ӗнерхи моряксене тата кадет шкулӗн вӗренекенӗсене шаннӑ. Палӑка ҫитес ҫул уҫма палӑртаҫҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн юлашки вырсарникунӗнче Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Историе илсен, ҫар флотне 1696 ҫултах йӗркелеме йышӑннӑ. Ун пирки пӗрремӗш Петӗр патша ятарлӑ Хушӑвах кӑларнӑ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Ҫарпа тинӗс флочӗ аталаннӑ, ку енӗпе службӑра тӑракансене халалласа уяв кунӗ те туса хунӑ.
Комсомольски салинче вара моряксене асӑнса палӑках уҫма шут тытнӑ. Ӑна Ҫарпа тинӗс кунӗ умӗн, шӑматкун, ирхи 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Чӑваш Енӗн ИӖМ служби ҫакӑн пек статистикӑпа пире паллаштарать. Чӑнахах та, шел пулин те «хӗрле автан» тухасси эрнесерен ҫирӗпленсе пырать республикӑра. Иртнӗ кану кунӗсенче те пушар виҫӗ хутчен тухнӑ имӗш.
Шӑматкун, утӑн 13-мӗшӗнче, Хӗрле Чутай районӗнчи Шулю ялӗн пӗр кил-ҫурт таврашӗнче пушар тухнӑ. Асӑннӑ инкек вара ҫунакан кӑмака хӗмӗнчен тухнӑ. Унтан выльӑх апатне хатӗрлемелли кивӗ сарай та хыпса илнӗ. Вутпа кӗрешекенсем пушара 20 минут хушшинче сӳнтернӗ. Анчах хуҫалӑхри сарай тӗпипех ҫунса кайнӑ.
Ҫак кунхинех Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче 53 ҫулхи арҫынӑн кил-ҫурчӗ ҫунма тытӑннӑ. Пируса сӳнтерме манни кил хуҫине чутах пурӑнмалли ҫуртсӑр хӑварӗччӗ — пушарпа кӗрешекенсем вӑхӑтра ҫитнипе шал енӗ ҫеҫ юрӑхсӑрланнӑ. Инкек кил хуҫине 25 пин тенкӗллӗх шырлӑх кӳнӗ.
Унсӑр пуҫне кану кунӗсенче Комсомольски ҫумӗнче тепӗр пушар тухнӑ. Кунти инкек сӑлтавне вара сарайра выртакан ҫӗмрӗк скутерпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫулӑм айӗнче асӑннӑ ҫурт-йӗр тӑрри ҫунса кайнӑ.
Комсомольскинче черетлӗ вӗренӳ ҫулӗнчен ҫӗнӗ ача пахчи хута ямалла. Унта пурӗ сакӑр ушкӑн пулмалла.
Вырӑнти район хаҫатне — «Каҫал Ене» — уҫма хатӗрленекен учреждени пуҫлӑхӗ Анна Албутова пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ҫутӑ кӗртессипе тимлеҫҫӗ. Тата ытти вак-тӗвек ӗҫ те юлнӑ-мӗн. Ҫапах та учреждение авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хута ярасшӑн иккен.
Тӗп йывӑрлӑх шутне заведующи кадрсем тупассине кӗртет-мӗн. Сӑмахран, воспитатель, музыка ертӳҫи, медаппа, педагог-психолог, апат пӗҫерекен, ачасене вӑй-хал культурине хӑнӑхтаракан, завхоз, ҫӗвӗҫ-кастелянша, машинӑпа кӗпе-йӗм ҫӑвакан, ӑна-кӑна тӑвакан рабочи, хуралҫӑ кирлӗ. Ача пахчине ӑшӑтма тытӑнсан газ котельнӑйӗн операторне ӗҫе илме тивӗ.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ пирки хыпарланӑ чух эпир «Ҫырса илме йывӑр пулӗ» тесе пӗлтернӗччӗ. Ҫапах та йӗркене пӑсакансем Чӑвашра та тупӑннӑ-мӗн. Ун пек пӑтӑрмах Вӑрмар районӗнче пулнӑ. Унта тӗрӗслевпе хаклав материалӗсене Тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ тӗслӗхе асӑрханӑ. Ҫавӑн пек хӑтланнӑ хӗрӗн ӗҫне халӗ пӑрахӑҫласси пирки сӑмах пырать.
Асӑрханӑ ытти ҫитменлӗх пирки каласан, Комсомольскинчи вӑтам шкулта экзамен хыҫҫӑн материалсене кӑлтӑкпа пухнине палӑртнӑ. Теприсем карас телефонӗпе усӑ курнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ иккен. Экзамен бланкӗсене чылай ҫӗрте ӑна тытакансемсӗрех шутлани те йӗркене пӑсни шутне кӗрет. Шупашкарти 18-мӗш лицейре экзамена вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленӗ. Хальлӗхе ҫакнашкал кӑлтӑксем паллӑ, патшалӑх экзаменӗсем вӗҫленнӗ тӗле вӗсен йышӗ нумайланма та пултарӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисем хушшинче ирттернӗ «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак конкурса пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗршыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев лартсаччӗ.
Ӑмӑрту темине тӗрӗс те ӑнлануллӑ палӑртма пултарайманран хутшӑнакансене эпир икӗ ушкӑна пайларӑмӑр: пӗринче хӗҫпе ҫыхӑнтарса ӳкернисем пулчӗҫ, тепринче — ыттисем. Хаклав ӗҫне пилӗк ҫын хутшӑнчӗ: Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи); Владимир Карсаков («Салам» студин ертӳҫи); Надежда Иванова (Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ); Владислав Николаев («Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ); Николай Плотников (Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ). Хак панӑ чухне 5 баллӑ системӑпа усӑ курса. Вырӑнсене палӑртма пур хаклавҫӑсен те пӗтӗмлетӗвӗсене илсе вӑтам балл тупса, кайран вара историпе кӑшта пулин ҫыхӑннӑ ӗҫсене 1 балл хушса парса. Хаклав хучӗсемпе (кам епле хакланӑ) кунта пуллашма пулать.
Комсомольскинчи «Кӗтне» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ хута кайни иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ. Ҫак кӗске вӑхӑтра миҫе ҫын унта пулса сывлӑхне ҫирӗплетмерӗ-ши?
Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спорт министерствин анлӑ коллегийӗнче комплекссен 2012 ҫулхи ӗҫ-хӗлне сӳтсе явнӑ. Пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн Комсомольскинчи «Кӗтне» ФСК смотр-конкурсра виҫҫӗмӗш вырӑна тухнине палӑртнӑ, хисеп хучӗпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех 40 пин тенкӗлӗх сертификат парса наградӑланӑ. Яллӑ районсем хушшинче вара Каҫалсем — иккӗмӗшсем (малта — Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнчи ВКСК).
«Ку пире малалла тата та лайӑхрах, тӑрӑшарах ӗҫлеме хавхалантарать», — терӗ ВКСК директорӗ Евгений Тихонов.

Тавралӑхра — шап-шурӑ юр. Уй-хирсенче вӑл, уйрӑмах хӗвеллӗ уяр кун, асамлӑ кӗмӗл ҫутӑпа аякранах йӑлтӑртатса выртать, хӑй патнелле йыхравлать. Ҫывӑхалла пырса тимлесе пӑхсан унта та кунта йӗрсем курӑнаҫҫӗ. Хӑшӗсем — ял урамӗсенче чупса ҫӳрекен хуҫасӑр йытӑ йӗрӗсем, хутран-ситрен вӑрӑм хӑлхаллӑ куян чалт! та чалт! сикни курӑнать. Тикӗсрех вырӑнсенче юр тӑрӑх ятарласа ансӑрах та мар ҫул туса пынӑ евӗр йӗрсем курӑнаҫҫӗ. Ҫак йӗре мӗн хӑварни хальхи ял ҫыннисемшӗн те тупмалли юмах мар: кунта юр ҫунисемпе ҫӳренӗ.
Комсомольски район тӑрӑхӗнче ҫывӑх вӑхӑтра, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 25-мӗшӗччен, «Снегоход» («Юр ҫуни») операци иртмелле. Ӑна районти шалти ӗҫсен пайӗн ҪХПИ (ГИБДД) уйрӑмӗн инспекторӗсемпе пӗрле Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем регистраци туман ҫилҫунасене тупса палӑртас тата ҫул ҫинчи хӑрушлӑхран асӑрханас тӗлӗшпе йӗркелеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен юр ҫинче ҫӳрекен техника хатӗрӗсене, снегоходсене ӗнтӗ, саккунпа килӗшӳллӗн вӑхӑтра шута илмелле. Паянхи кун тӗлне районта виҫӗ ҫилҫуна шута тӑратнӑ.
Ҫапла вара, юр ҫунисемпе пӗр хӑрамасӑрах хӑлхасенче ҫил шӑхӑртса ярӑнас килсен, малтанах саккуна пӑсмасӑр «урхамахсене» шута тӑратмалла.
