
Кӑҫал «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсене аталантарасси» программӑпа килӗшӳллӗн 7,5 ҫухрӑм газ пайлакан сеть тӑвӗҫ. Газопровод туни Комсомольскинчи 70 ҫурта, Йӗпреҫ районӗнчич Кӗлӗмкассинчи 56 пӳрте, Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗнчи 30 ҫурта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнчи 21 пӳрте газпа тивӗҫтерме пулӑшӗ. Паянхи кун тӗлне Йӗпреҫ, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ районӗсенче строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ.
Ҫак программӑпа килӗшӳллӗн халӑха пахалӑхлӑ таса шывпа тивӗҫтерес енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ – 8,2 ҫухрӑм тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хута яраҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче 140 ҫынна таса шывпа тивӗҫтерӗҫ, Элӗк районӗнчи Юнтапа тата Ҫӗнкас ялӗсенче – 208 ҫын таса шывлӑ пулӗ.

Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Комсомольски – Елчӗк – Пӑва» ҫулӑн 28-мӗш ҫухрӑмӗнче машина мотоблок ҫине пырса кӗнӗ. Аварире пӗр ҫын вилнӗ.
Мотоблок водителӗ тӗттӗмре курӑнман та: унӑн ҫутӑ кӑтартакан паллӑсем пулман. Ҫав вӑхӑтра ҫак ҫулпах «Ниссан» машина пынӑ. Руль умӗнче ларакан 37 ҫулти хӗрарӑм мотоблока асӑрхаса ӗлкӗреймен – пырса тӑрӑннӑ.
Мотоблок хуҫи, 40 ҫулти арҫын, шел те, вилнӗ. Палӑртмалла: «Ниссан» рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑмӑн ҫулталӑкра пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн икӗ штраф пулнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра мотоблоксемпе 11 авари пулнӑ.

Ҫӳп-ҫап тиесе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме чӑрмавлӑччӗ: комисси те илетчӗҫ. Халӗ Чӑваш Енре кашни районта ку тӳлеве йышӑнмалли пунктсем уҫӑлнӑ. Вӗсенчен комисси илмеҫҫӗ. Офиссем ҫак адрессмпе вырнаҫнӑ:
Шупашкар, Мускав проспекчӗ 19-мӗш ҫурт, 11-мӗш корпус;
Ҫӗнӗ Шупашкар, Винокуров урамӗ, 10-мӗш ҫурт;
Улатӑр, Комсомол урамӗ, 17-мӗш ҫурт;
Элӗк, Совет урамӗ, 25-мӗш «А» ҫурт;
Патӑрьел, Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт;
Вӑрнар, Чукунҫул урамӗ, 20-мӗш ҫурт;
Йӗпреҫ, Кооператив урамӗ, 5-мӗш ҫурт;
Канаш, Пушкин урамӗ, 14-мӗш ҫурт;
Куславкка, Ленин урамӗ, 55-мӗш ҫурт;
Комсомольски, Куйбышев урамӗ, 15-мӗш ҫурт;
Красноармейски, Ленин урамӗ, 26\1-мӗш ҫурт;
Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗнтерӳ лапамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Сӗнтӗрвӑрри, Июль урамӗ, 27-мӗш ҫурт;
Муркаш, Гагарин урамӗ, 2-мӗш ҫурт;
Пӑрачкав, Колхоз урамӗ, 11-мӗш ҫурт;
Вӑрмар, Ленин урамӗ, 6-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗрпӳ, Куйбышев урамӗ, 41-мӗш ҫурт;
Шӑмӑршӑ, Карл Маркс урамӗ, 54-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗмӗрле, Октябрь урамӗ, 25-мӗш ҫурт;
Етӗрне, Октябрь: 50 ҫул урамӗ, 71-мӗш «А» ҫурт;
Елчӗк, Иванов урамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Тӑвай, Ленин проспекчӗ, 40-мӗш ҫурт.

Чӑваш Енри районсенче урамри спорт лапамӗсем пулӗҫ. Кӑҫал вӗсене тӑхӑр районта йӗркелеме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ лапамсене ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) комплексӑн нормативӗ валли хатӗрленме тӑвасшӑн. Ҫавсене «Спорт – норма жизни» (чӑв. Спорт — пурнӑҫ йӗрки) проектпа килӗшӳллӗн уҫӗҫ.
Спорт лапамӗсене Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Шупашкар, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче йӗркелесшӗн.
Тепӗр икӗ ҫулта яллӑ тата тепӗр сакӑр районта йӗркелесшӗн.
Укҫа-тенке илсен, спорт лапамӗсене кӑҫал тума федераци хыснинчен Чӑваш Ене 26,4 миллион тенкӗ укҫа килмелле. Регионти бюджетран тӑкакӑн 1 проценчӗ чухлӗ — 267,4 пин тенкӗ — уйӑрмалла.

Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 4 сехет ҫурӑра Комсомольскинчи икӗ хваттерлӗ пӗр ҫуртра пушар тухнине, унта пурӑнакан икӗ хӗрарӑмпа виҫӗ ачана Александр Жирнов ҫӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер, вырӑнти электроподстанцире электромонтерта ӗҫлекен Александр Жирнов тата унӑн ӗҫтешӗсем: Андрей Авдонин диспетчерпа Николай Силанов электромонтер пушар пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствине систернӗ кӑна мар, инкекрисене ҫӑлма васканӑ. Вӗсем ҫунакан пӳртрен пилӗк уйӑхри пепкене, виҫӗ ҫулти арҫын ачана тата ҫиччӗри хӗрачана, вӗсен амӑшӗпе кукамӑшне илсе тухнӑ.
Андрей Авдонинпа Николай Силанова маларах Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехечӗпе хавхалантарнӑ. Александр Жирнова вара «Пушарти паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.

Паян, нарӑсӑн 28-мӗшӗнче, «Чӑваштехинвентаризаци» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхне Мансур Башкртова ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Йышӑнӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Мансур Зинетулловича ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине асӑнман.
Хамӑр енчен ҫакна палӑртар. «Чӑваштехинвентаризаци» — республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин аллинче. Унччен вӑл республикӑн патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ шутланнӑ. Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗнче 1961 ҫулта ҫуралнӑ ҫак ҫын 2001 ҫултанпах ҫак предприятие ертсе пынӑ. Унӑн ӗҫ кӗнекинче «Промтрактор» предприятире тӑрӑшни те, Шупашкар хулин Ленин районӗнчи ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗнче тимлени те пур.

Чӑваш Енре прокуратура ҫуртне тума палӑртнӑ. Документа патшалӑх закупкисен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Прокуратура ҫурчӗ Комсомольски районӗнче – Комсомольски ялӗнчи Шкул ҫумӗнчи тӑкӑрлӑкра – пулӗ. Ӑна 2 хутлӑ тӑвӗҫ.
Килӗшӗвӗн малтанхи хакне палӑртнӑ: 17 миллион та 67 пин те 320 тенкӗ. Укҫа-тенке федераци хыснинчен уйӑрӗҫ.
Сӑмах май, унччен маларах сайтра ялта пурӑнакан ватӑсене пульницӑра илсе ҫитерекен транспорт туянасси пирки пӗлтернӗччӗ. Унпа 65 ҫултан иртнӗ ҫынсем усӑ курма пултарӗҫ.

Чӑваш Енри пушар хуралӗн ӗсченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри хӑш-пӗр вӗренӳ учрежденийӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр мар.
Ҫӑлавҫӑсем 439 шкулпа 340 ача пахчине, аслӑ пӗлӳ паракан 14, вӑтам ятарлӑ пӗлӳ паракан 27 заведенине, тӑлӑх ачасен 3 центрне тата хушма пӗлӳ паракан 104 организацие шута илнӗ.
Пушар надзорӗ мӗнпур организацирен 859-шне, е 93 процентне, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗр тесе йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 257 кӑлтӑк тупса палӑртнӑ, должноҫри 80 ҫынна явап тыттарнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр маррисем — ҫичӗ организаци. Ҫавсен шутӗнче — Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Маленькая страна» (чӑв. Пӗчӗк ҫӗршыв) 1-мӗш ача пахчи, Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул, Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул, Муркаш районӗнчи Шомикри вӑтам шкул, Улатӑрти 2-мӗш вӑтам шкул тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш вӑтам шкул.
Ҫӗмӗрлери 2-мӗш вӑтам шкулта юсав ӗҫне юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне ҫес вӗҫлӗҫ. Унччен ачасем урӑх шкулсене ҫӳрӗҫ.

11-мӗш класран вӗренсе тухакансен экзаменсем пыраҫҫӗ. Кӑҫал ППЭн тӗп тапхӑрӗ ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен иртет. Пӗтӗмпе 5,8 пин ытла ҫын ППЭ тытать.
Паянхи кун тӗлне географипе, информатикӑпа, математикӑпа, химипе тата историпе экзаменсем иртнӗ ӗнтӗ. Экзаменсенче йӗркене пӑсакансем тупӑннӑ.
Математикӑпа, химипе тата историпе ППЭ тытнӑ чухне тӑватӑ ҫынна аудиторирен кӑларса янӑ. Комсомольскинчи 2-мӗш шкулта тата Патӑрьелти 1-мӗш шкулта икӗ ачана телефон илсе кӗнӗшӗн экзамен тытма ирӗк паман. Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкулта тата Шупашкарти 60-мӗш шкулта икӗ ача шпаргалкӑпа лекнӗ. Вӗсем суйласа илнӗ экзаменсене ҫитес ҫул ҫеҫ тытайӗҫ, математикӑпа вара кӑҫал авӑн уйӑхӗнче пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ.

Чӑваш Енӗн пушара хирӗҫ кӗрешекен тытӑмӗ ҫӗнӗ транспортпа пуянланнӑ. Унта тӗрлӗ ҫулпа ҫӳреме пултаракан 17 автомобиль автоцистерна тата картлашкаллӑ пӗр пушар цистерни килсе ҫитнӗ. Вӗсене туянма 77 миллион та 200 пин тенкӗ тухса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ транспорта маларах асӑннӑ учрежденин мӗнпур пушар пайне ӑсатӗҫ.
Автопарк ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянланни инкек вырӑнне хӑвӑртрах ҫитме май парасса шанаҫҫӗ.
Машинӑсене Йӑлӑмри, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи, Элӗкри, Патӑрьелти, Комсомольскинчи, Красноармейскинчи, Хӗрлӗ Чутайри, Муркашри, Пӑрачкаври, Шӑмӑршӑри, Елчӗкри, Тӑвайри уйрӑмсене парӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтереҫҫӗ.
