
Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 4 сехет ҫурӑра Комсомольскинчи пӗр ҫуртра пушар тухнине, унта пурӑнакан икӗ хӗрарӑмпа виҫӗ ачана Александр Жирнов ҫӑлнине сайтра хыпарланӑччӗ. Арҫын ҫулӑмран хӑрамасӑр ҫунакан пӳрте кӗнӗ, ачасене йӑтса тухнӑ. Аслисем вара ыйхӑран вӑранса хӑйсемех урама тухнӑ. Арҫыннӑн паттӑрла ӗҫӗ наградӑна тивӗҫ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ ӑна Раҫҫей шайӗнче чысламашкӑн документсем хатӗрленӗ.
Аса илтерер: Александр Жирнов вырӑнти электричество подстанцийӗнче ӗҫлет. Дежурствӑра чухне вӑл пӗр хутлӑ ҫуртри хваттертен тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Арҫын алӑкран шакканӑ, анчах сасӑ паракан пулман. Вара вӑл чӳречене ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, ҫывӑракан кил хуҫи хӗрарӑмне вӑратнӑ, унран ачасем ӑҫта пулнине ыйтнӑ. Арҫын ҫӑра тӗтӗм ӑшӗнче виҫӗ ачана шыраса тупнӑ, урама илсе тухнӑ.
Часах подстанци ӗҫченӗсем те ҫитнӗ. Вӗсем Александра ҫунакан пӳртрен газ баллонне илсе тухма каланӑ.

Паян ирхине Комсомольскинче пушар тухнӑ. Унта чутах ҫемье ҫунса вилмен.
37 ҫулти Александр Жирнов вырӑнти электроподстанцире ӗҫлет. Дежурство вӑхӑтӗнче вӑл пӗр ҫуртри пӗрремӗш хутра пушар тухнине асӑрханӑ. Хайхискер хуҫисене вӑратас тесе алӑкран шакканӑ. Анчах никам та тухман. Вӑл чӳречене ҫӗмӗрнӗ.
Арҫын 5 йӑхри ачана тата 3-ри арҫын ачана урама йӑтса тухнӑ. Унтан 7 ҫулти хӗрачана ҫӑлнӑ. Ачасен амӑшӗпе кукамӑшӗ хӑйсемех урама тухнӑ.
Александр Жирнов ҫӑлман пулсан пӳртри ҫынсем вӑранмасӑрах ҫӑра тӗтӗмпе чыхӑнса вилӗччӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралук юсавсӑррине пула тухнӑ.

Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн таврапӗлӳлӗх тата наци литературин пайӗнче Светлана Гордеева поэтӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Вулавӑш «Юбиляры года» (чӑв. Ҫулталӑкри юбилярсем) ярӑмпа мероприятисен ярӑмне йӗркелеме палӑртнӑ. Светлана Гордеевӑпа тӗл пулма Шупашкарти 17-мӗш шкулти 2-мӗш класра вӗренекенсене йыхравланӑ.
Светлана Денисовна Гордеева — поэт ҫеҫ мар, художник, журналист. Вӑл 1968 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Комсомольскинче ҫуралнӑ.
Ачасем Денис Гордеев ҫыравҫӑн хӗрӗ сӑвӑ ҫырма хӑҫан пуҫланипе кӑсӑклансах паллашнӑ. Пӗрремӗш сӑввисене «Молодежный курьер» хаҫатра пичетленӗ. 2004 ҫулта «Литературная Чувашия» журналта унӑн сӑввисен суҫлӑ ярӑмӗ кун ҫути курнӑ. «Хаваслӑ карусель=Веселая карусель» сӑвӑсен пуххи 2012 ҫулта республикӑри конкурсра чи вуланакан кӗнеке ҫӗнтернӗ.

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейри Ачасен хорӗпе иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче РФ Патшалӑх Канашӗнче концертпа пулнӑ ачасемпе чей сӗтел хушшинче тӗл пулнӑ. Унта ҫавӑн пекех икӗ ведомство ертӳҫи: вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев тата культура министрӗ Константин Яковлев — пулнӑ.
Регион пуҫлӑхӗ пултаруллӑ ачасене ырланӑ, вӗсен сасси чун-чӗрене ҫӗклентерсе янине пӗлтернӗ. Ҫапла хыпарлать ЧР Элтеперӗн пресс-служби. Сӑмах май, раштавӑн 27-мӗшӗнчи Мускаври концерта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та хутшӑннӑ, хорпа темиҫе саслӑн тӗрлӗ юрӑ шӑрантаракан маттур ачасене алӑ ҫупса тав тунӑ.
Пирӗн республикӑран хор йышӗнче Шупашкарти Федор Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен сакӑр, Комсомольскинчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗршер ача пулнӑ.

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Енри вунӑ ача Мускаври Патшалӑхӑн Кремль сцени ҫине тухса ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тата РФ Патшалӑх Канашӗн пайташӗсем умӗнче юрланӑ. Сцена ҫине тухас умӗн вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ырӑ суннӑ. «Хӗллехи юмах» программӑпа Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнчи «Соловушки» хора ҫӳрекен Евгений Сбитнев, Татьяна Григорьева, Матвей Савинкин, Юлия Чапрасова, Юлия Матвеева, София Иванова, Анна Трифонова, Дарина Данилова, ҫавӑн пекех Комсомольскинчи Никита Вороновпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Милена Семенова Раҫҫей ачисен хорӗпе юрланӑ.
Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, муниципалитетӑн «Классика» юрӑ капеллин художество ертӳҫи, Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ 5-мӗш музыка шкулӗн хор уйрӑмӗн заведующийӗ Александра Васильева унта хормейстер пулса хутшӑннӑ.

Цифра танмарлӑхне пӗтерес проекта пурнӑҫласа вырнаҫтарнӑ Wi-Fi точкӑсемшӗн ҫурла уйӑхӗнсенпе укҫа тӳлеттерме пӑрахнӑрапа ку пулӑшупа усӑ куракансен шучӗ самантра нумайланнӑ тет «Ростелеком» ПАО.
Wi-Fi урлӑ кӗнӗ интернет-сессисен (интернет тухнисен) шучӗ 35 процент йышланнӑ: утӑ уйӑхӗнче 903 пин пулнӑ, ҫурла уйӑхӗнче 1215 пин сесси шута илнӗ. Интернет-трафикӑн Wi-Fi точкӑсенчи трафикӗ ҫурла уйӑхӗнче 1 Пб-ран иртнӗ – ку малтанхи уйӑхринчен 27 процент ытларах.
«Ростелеком» 250-ран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан ялсене интернет ҫитерет. Интернет хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 10 Мбитран кая мар.
Чӑваш Енре Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Етӗрне, Красноармейски, Вӑрнар, Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Куславкка, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Комсомольски районӗсенче 77 точка вырнаҫтарнӑ.

Комсомольски районӗнчи Тукай ял тӑрӑхӗнче чечек ӳстерекенсем йышлӑ. Ҫак илем иртен-ҫӳрене ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗркуннеччен хӑй илемӗпе савӑнтарать.
Тукай ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче чи илемлӗ пахчана палӑртас тӗллевпе кашни ҫулах конкурс ирттереҫҫӗ. Нумаях пулмасть конкурс комиссийӗн пайташӗсем Мира Петрова, Татьяна Анисимова, Алена Прокопьева, Тамара Тарасова, Ирина Яковлева, Лариса Зверева пахчисенче ӳсекен чечексемпе киленнӗ. Ҫитес кунсенче тата ыттисем патне те ҫитме тӑрӑшӗҫ.
Кашнин пахчинчи чечексене хакласан ял администрацийӗн специалисчӗсем конкурса пӗтӗмлетӗҫ. Уйрӑмах илемлисене вӗсем хавхалантарма палӑртнӑ. Вӗсене чыслӑн сумласа малашне те чун киленӗҫӗпе кӑмӑлтан тимлеме хавхалантарӗҫ.

Тӑвай районӗнче литр сӗте 11 тенкӗпе пухаҫҫӗ. Ҫакна ӗнер иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗ вӑхӑтӗнче асӑрханӑ.
Ял ҫыннишӗн пӗлтерӗшлӗ ҫак продукцие республикӑра мӗн хакпа пуҫтарнипе ӗнер тӗрлӗ районта тишкернӗ. Тӑвай районӗнче 11 тенкӗпе пухакансем те пур иккен. Хака ҫакӑн пек чакарса лартнине тӳре-шара конкуренци ҫуккипе сӑлтавлать. Ун пек ҫӗрте никам та клиентшӑн тупӑшмасть. Тӳре-шара пӗтӗмлетӗвне ӗненсен, коллективлӑ хуҫалӑхсем хака аплах пӗчӗклетмеҫҫӗ. Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски районӗсенче ку енӗпе лару-тӑру аванрах. Ытти тӑрӑхра та пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем йӗркелесшӗн.
Сӗт хакӗн ыйтӑвне паян ЧР Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов районсен ертӳҫисемпе канашлу ирттерсе сӳтсе явнӑ.

Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Каҫалти 2-мӗш вӑтам шкулта район шайӗнчи «Янра, чӑваш сӑмахӗ» республика фестиваль-конкурсӗ пулса иртрӗ. Чӑн-чӑн уяв пулчӗ ку районти чӑваш чӑлхипе литературине вӗрентекенсемшӗн тата вӗренекенсемшӗн.
Уява районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Г.Индюкова уҫрӗ. Вӑл чӑваш сӑмахне юратакансене уяв ячӗпе саламларӗ. Районти чи маттур та пултаруллӑ ачасем пуҫтарӑннӑшӑн хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. Пурне те конкурсра ӑнӑҫу сунчӗ.
Хӑнасене Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул директорӗ Е.Н.Савельев уяв ячӗпе саламларӗ, тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси паянхи ачасенчен нумай килнине палӑртрӗ.
Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса калаҫни, пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашни, тӗрлӗрен конкурссенче ӑмӑртни мӗн тери паха. Эпир чӑваш ҫӗрӗ ҫинче чӑваш пулса ҫуралнишӗн мухтанма тивӗҫ. Мӗн тери пуян пирӗн чӗлхе! Ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта усӑллӑ пулнӑ, тенӗ ваттисем. Сирӗн хамӑр ҫӗр-шыва усӑллӑ ҫынсем пулмалла пултӑр тата тӑнӑҫлӑх пултӑр.
Районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ С.П.Атласкина пухӑннисене, уява хутшӑнакансене пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявпа саламласа ҫитӗнӳсем сунчӗ.

Комсмольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнче Раҫҫей паттӑрӗсене, вӑрҫӑра пуҫ хунисене чысласа волейбол турнирӗ иртнӗ. Шкул директорӗ Альберт Борисов спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ май тӑван ҫӗшыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен паттӑрсене аса илнӗ. Шкул каччисем — ҫамрӑк гвардеецсемпе активистсем — ялти палӑк умне асӑнса гирлянда хучӗҫ.
Турнирта 4 ушкӑн вӑй виҫнӗ: хӗрсен тата каччӑсен, вӗрентекенсен тата ачасен ашшӗ-амӑшӗсен. Тупӑшура чи вӑйлисем каччӑсем пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна хӗрсен ушкӑнӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗрентекенсем те ачасенчен кая юлман, 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Турнир вӗҫленсен шкул директорӗ хастарлӑхшӑн пурне те тав тунӑ, парнесемпе тата грамотӑсемпе чысланӑ, малашне те автилӑ пулма чӗнсе каланӑ.
