
Пирӗн ҫршывра «Килте вӗренме пулӑш» социаллӑ программа пуҫарнӑ. Унӑн тӗллевӗ – шкул ачисене инҫет мел ҫыхӑнӑвӗпе вӗренме май туса парасси. Программӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти, РФ Ҫутӗҫ министерстви тата Стратеги аталанӑвӗн агентстви йӗркеленӗ.
Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкул вӗренсе пӗтернӗ Викентий Говорова паян РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова ноутбук парнеленӗ. Хӑй килсе ҫитеймен-ха. Алена Аршинова парнине тата вӑл ырӑ суннине Комсомольски районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Абрамов тата Комсомольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Мария Илларионова илсе ҫитернӗ. Вӗсем каччӑна депутат ноутбукне тыттарнӑ, пурнӑҫра ӑнӑҫу суннӑ.

Каҫал тӑрӑхӗнче палӑка япӑхтарса лартнӑ. Ахаль объекта та мар, культура эткерлӗхӗ шутланаканскере. Кӑлтӑка Комсомольски районӗнчи прокуратура асӑрханӑ.
Комсомольскисем 1921 ҫулти кулаксен пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче вилнӗ коммунистсене тата совет хастарӗсене асӑнса лартнӑ палӑка пӑхса тӑман. Вӑл Комсомольски ял тӑрӑхӗн балансӗ ҫинче тӑнӑ. Регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутланаканскере «Об объектах культурного наследия (памятниках истории и культуры) народов Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен культура эткерлӗхӗн объекчӗсем (истори тата культура палӑкӗсем) ҫинчен) федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тытса тӑмалла. Каҫал тӑрӑхӗнчи палӑк вара япӑхнӑ, хӑйпӑнма пуҫланӑ, культура эткерлӗхӗ пирки вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хуни те пулман.
Ял тӑрӑхне палӑка йӗркене кӗртме хушнӑ.

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Каҫал тӑрӑхӗнчисен «Кӗтне» ентешлӗхӗн канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралнӑ Валери Туркай поэт пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ентешлӗхӗн канашӗ ҫӗнелнӗ. Халӑх пӗрлешӗвне ертсе пыма ларура Чӑваш халӑх поэтне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд ертӳҫине, Комсомольски районӗн тата Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулин хисеплӗ ҫыннине Валерий Туркая шаннӑ.
«Кӗтне» ентешлӗхе 1998 ҫул пуҫламӑшӗнче йӗркеленӗ. Пуҫаруҫисенчен пӗри шӑпах Валери Туркай пулнӑ та. Ентешлӗх Шупашкар хулинчи обществӑпа культура ӗҫне те хастар хутшӑнать. Паллӑ чӑваш халӑх поэтне вара ентешлӗхе ертсе пыма тӑваттӑмӗш хут ӗнтӗ суйланӑ.
«Кӗтне» ентешлӗхӗн ларӑвне Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П. Краснов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ В. Гордеев, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ архитекторӗ С. Лукиянов, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Н. Галкин тата ыттисем хутшӑннӑ.

Комсомольски районӗнче ӳсӗр арҫын ют ҫын машинипе пырса ҫапӑннӑ. Унтан вӑл транспорта лартса хӑварса инкек вырӑнӗнчен тарма хӑтланнӑ.
Пӑтӑрмах кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 21 сехет те 40 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. Вырӑнти йӗрке хуралҫисенчен Урмаел ялӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хушшинче ларакан машинӑна такам хускатса кайнӑ. Транспорт хуҫи унӑн алӑкне питӗрмен пулнӑ.
34 ҫулти ӳсӗр арҫынна «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул хӗррипе утса пынине асӑрханӑ. Машинӑпа пынӑ чух вӑл картана пырса ҫапӑннӑ иккен. Машинӑна унта лартса хӑварнӑ.
Арҫынна 10 талӑклӑха тытса хупнӑ. Ют машинӑна вӑрлас мар тӗллевпе хускатса кайнӑскер тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяша уйрӑммӑн пухасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, ЧР Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырура палӑртрӗ ҫак шухӑша.
«Зеленый патруль» (чӑв. Симӗс патруль) экологи организацийӗ пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, пирӗн регион федераицн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсем хушшинче экологи тӑрӑмӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнать, Раҫҫейри танлаштарӑмра — 14-мӗш.
Ҫутҫанталӑк тасалӑхӗшӗн тӑрӑшса йӑлари хытӑ каяша уйрӑммӑн пухмалла тесе шухӑшлать Михаил Игнатьев. Кӑҫал ҫапла майпа республикӑри хуласенче ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнмалла, 2021 ҫулта — республикпех.
2020–2023 ҫулсенче Канаш, Етӗрне, Элӗк, Елчӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ районӗсенчи ҫуп-ҫап вырӑнӗсене пӗтермелле.

Нумаях пулмасть И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Филологипе журналистика факультечӗ «Сенкер инҫет» регионсем хушшинчи олимпиадӑн онлайн-турне ирттернӗ. Унта 8-11-мӗш классенче вӗренекенсемпе колледжсенче ӑс пухакансем тупӑшнӑ.
Олимпиадӑн пӗрремӗш турне 300 ытла ача хутшӑннӑ. Ун чухне вӗсем аслӑ шкул хатӗрленӗ тест ӗҫӗсене дистанци мелӗпе пурнӑҫланӑ.
50 ытларах балл пухнисем иккӗмӗш тура лекнӗ. Вӗсн йышӗнче Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкулти Ксения Мурзаева, Марина Герасимова Марина тата Татьяна Ефимова пур.
«Сенкер инҫет» олимпиадӑ куҫӑн тапхӑрӗ кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Вӑл Шупашкарти Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртри 38-мӗш ҫуртри 1-мӗш вӗренӳ корпусӗнчи 434-мӗш аудиторире иртӗ.

Паян, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Комсомольскинче прокуратурӑн ҫӗнӗ ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ҫакна паллӑ пулӑм тесе палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ҫурта хута янӑ чухне тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивнӗ, ҫапах вӗсене парӑнтарнӑ.
Ҫӗнӗ ҫурта халӑха ҫӑмӑлрах пултӑр тесе тунӑ. Малашне ҫынсене пӗрремӗш хутра ятарлӑ пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Унта кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем те кӗрсе тухайӗҫ.
Прокуратура ҫурчӗ икӗ хутлӑ, унта ӗҫ пӳлӗмӗсем, архив, видеоҫыхӑнупа тивӗҫтернӗ конференц-зал пур. Ӗҫченсем машинисене ятарлӑ стоянкӑна лартма пултарӗҫ.

Чӑваш Енри полицейскисем 14 ҫулти хӗрачана амантнӑ каччӑна тупса палӑртнӑ.
Пуҫне суранлатнӑ хӗре юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи каҫхине Каҫал тӑрӑхӗнче асӑрханӑ. Пике Комсомольскинчен Кӗҫӗн Каҫал ялне каякан ҫул хӗрринче выртнӑ. Йывӑр суранланнӑскере районти пульницӑна ӑсатнӑ. Суран тӑрӑх хакласан, хӗре машина таптанӑ теме май пулнӑ. Ҫавна май оперативниксем асӑннӑ ҫулпа иртсе кайнӑ мӗнпур машинӑна тӗрӗсленӗ. Преступление асӑрхама пултарнӑ ҫынсене шыранӑ. Каярах пакунлисем Комсомольскинчи каччӑ пирки шухӑшлама пуҫланӑ. Канашри техникумра вӗренекенскер хӗре унччен палламан. Пике ӑна кӳренмелле сӑмах каланӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ каччӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗр халӗ малалла сипленет, вӑл хӑйне япӑх мар туять.

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗш каҫхине, Йӗпреҫре паркри йывӑҫ ҫунма пуҫланӑ. Инкек вырӑнне ҫулӑмпа кӗрешекенсем васкавлӑн ҫитнӗ. «Хӗрлӗ автана» вӗсем вӑрах пуҫтахланма ирӗк паман — сӳнтернӗ. Ку хыпара Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ӗнерех Комсомольскинче пушар тухнӑ. Анчах, Турра шӗкӗр, ҫурт-йӗр ҫунман. Машина сиенленнӗ. Канаш урамӗнчи «ВАЗ-2104» автомобиль хыпса илни пирки пушар сӳнтерекенсене ирхи 9 сехет те 44 минутра хыпарланӑ. Транспорт «Мир продуктов» (чӑв. Апат-ҫимӗҫ тӗнчи) лавккана хирӗҫ ларнӑ. Пушар мӗн сӑлтавпа алхаснине специалистсем тӗпчесе пӗлӗҫ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер пушарсенче никам та вилмен.

Ҫынсене улталас тесе мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ. Халӗ тата телефон ҫине ятарлӑ приложени уҫлама сӗнекенсем тупӑннӑ. Вӗсем Чӑваш Енри икӗ ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ та ӗнтӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти 21 ҫулти каччӑ право хуралӗнче ӗҫлекенсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗнчен» тесе палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Ҫав этем ӗнентернӗ тӑрӑх, каччӑн картти ҫинчен такамсем укҫа илесшӗн иккен. «Кӗмӗле» сыхласа хӑварас тесен телефон ҫине ятарлӑ приложени уҫласа вырнаҫтармалла. Каччӑ итленӗ. Унтан телефон номерӗ ҫине темле кодсем килнӗ. Каччӑ вӗсене телефонпа калаҫакан ҫынна пӗлтернӗ. Кӑштахран картта ҫинчен 800 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Комсомольскинче 32-ри хӗрарӑм ҫапла майпа 94 пин тенкӗсӗр юлнӑ.
