Чӑваш Енре пирӗн республикӑпа Китайӑн пӗрлехи агропаркне тума палӑртнӑ. Ку ыйтӑва иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Китай делегацийӗпе тӗл пулсан сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, «Чӑваш Енӗн аталанӑвӗн корпорацийӗ» акционерсен уҫӑ обществипе Сычуаньти SICHUAN XILIN IM/EX CO., LTD компани килӗштерсе ӗҫлесси пирки ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче икӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пуснӑччӗ.
«Проекта Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсенче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче аталантармалла. Ӑна 2014–2019 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртмелле», — тесе хыпарлать Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби. Китай инвесторӗсем выльӑх-чӗрлӗхне суйласа тӗрӗс тунӑ текен шухӑша Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ. Пирӗн патра пӑру ашӗ ҫителӗксӗр туса илнине шута илсен продукци пирӗн патра сутӑнасси иккӗлентермест.
Китай ҫыннисем Чӑвашра мӑйракаллӑ шултра выльӑха ашлӑх тата сӗт туса илмелле тытасшӑн.
Ҫак кунсенче Китайра ҫулсерен иртекен «Miss All Nations 2014» пӗтӗм тӗнче конкурсӗ вӗҫленнӗ. Унта Раҫҫей чысне Чӑваш Ен моделӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти Анна Сушко, Шупашкарти Татьяна Ивановӑпа Анна Черкесова — хӳтӗленӗ.
Хӗрсем илемлӗх конкурсне хутшӑнасси йывӑр ӗҫ пулнине палӑртнӑ. Кашни кун иртен пуҫласа ҫӗрлеччен — репетици, фотосесси, шоу. Анна Черкесова ятарласа конкурс валли юрӑ ҫырнӑ. Ӑна вӑл «Пултарулӑх мисӗ» конкурсра шӑрантарнӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне конкурс йӗркелӳҫисем пынӑ та юрра ҫыртарма сӗннӗ. Ҫак юрӑ конкурс гимнӗ пулма пултарӗ-мӗн. Анна килӗшнӗ.
Конкурсра тӗрлӗ ҫӗршыври пикесем пулнӑ. Кашни хӑйӗн чӗлхипе калаҫнӑ. Ҫавӑнпа чӑваш хӗрӗсен испанла, китайла, ытти чӗлхепе кӑштах калаҫма хӑнӑхма тивнӗ.
Чӑваш Ен пикисем илемлӗх конкурсӗнче палӑрнӑ. Татьяна Иванова — ТОП-8, Анна Сушко ТОП-5 списока кӗнӗ. Анна «Туслӑх мисӗ» ята тивӗҫнӗ. Анна Черкесова вара «Шарм мисс» ятпа таврӑннӑ.
Конкурсра 3-мӗш вырӑна Китай хӗрӗ йышӑннӑ. Иккӗмӗшӗнче — Германи пики. Коронӑна Боливири модель тивӗҫнӗ.
Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх музейӗн хальхи ӳнер центрӗнче Китай Халах Республикин сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Унтах чей тутанса пӑхнӑ. ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Китайран килнӗ делегацие чӑваш ҫӗрӗ ҫине килнӗ ятпа саламланӑ.
Вадим Ефимов Китай хӑйӗн культурипе, философийӗпе, тавракурӑмӗпе пуян пулнине палӑртнӑ. Куравра шӑпах ҫаксемпе паллашма май пур та. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ халӑх хӑйсен чӗлхине — чӑваш тата китай чӗлхисене — ӗлӗкхиллех сыхласа хӑварнӑ. Ҫавӑнпа Китай ҫыннисем Республика кунне хутшӑнни Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ.
Куравра — Гуйчжоу тата Аньхой провинцисенчи сӑнӳкерчӗксен ӳнерӗ. Вӗсем Китай Халах Республикин йӑлине, ҫутҫанталӑкне ӳҫса параҫҫӗ.
Чей ӗҫес йӑла та кӑсӑклӑ иртнӗ. Китай ҫыннисем ӑна мӗнлерех ирттермеллине кӑтартнӑ. Вӑй хушакан техӗмлӗ чейе кашниех тутанма пултарнӑ.
Аса илтерер: Китай делегацийӗ хӑйӗн пултарулӑхне Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне, Муркаш, Комсомольски районӗсенче те кӑтартать.
Сӑнсем: влаҫ органӗсен порталӗнчисем (21), Тимӗр Акташӑн (6)
Нумаях пулмасть И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн географипе геоморфологи кафедрин заведующийӗ И.В.Никонорова тата Н.Ф.Петров профессор Китайра командировкӑра пулнӑ. Вӗсем ҫӗр ишӗлессине тӗпчес енӗпе иртнӗ Пӗтӗм тӗнче форумне хутшӑннӑ.
Кунашкал канашлу виҫӗ ҫулта пӗр хут иртет. ЧПУ ӗҫченӗсем унта кашнинчех хутшӑнаҫҫӗ. 2008 ҫулта Н.Ф.Петров пӗрремӗш форумра ҫӗр ишӗлессин классификацийӗпе паллаштарнӑ.
Канашлу программипе килӗшӳллӗн Янцзы юханшывӗ тӑрӑх катерпа экскурсие тухнӑ: Ванчжоу хулинчен пуҫласа Ичанга таран. Унта Китайри хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан геологи процессне сӑнакан мониторинг служби йӗркелнине, йывӑр условисенче кӗперсем, ҫулсем, туннельсем тунине курнӑ. Ҫавӑн пекех ЮНЕСКО ҫутҫанталӑк тата культура еткерлӗхӗн ӗскерӗсене кайса курнӑ.
Китайри Гуйчжоу провинцийӗн юрӑпа ташӑ коллективӗ ыран Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте тӳлевсӗр концерт кӑтартӗҫ.
Гуйчжоу провинцийӗ нумай нациллӗ. Унта авалтанпах 18 халӑх ҫынни пурӑнать. Ҫавна май юрӑпа ташӑ коллективӗ унти халӑхсен: мао, тун, буи, и, гэлао тата ыттисен — йӑли-йӗркине кӑтартакан программӑсем йӗркелет.
Китайсен асӑннӑ коллективӗ 166 актертан тӑрать иккен. Вӗсенчен 23-шӗ пӗрремӗш (ҫапла-ҫапла) патшалӑх шайӗнче ӗҫлет-мӗн. 80-шӗ — иккӗмӗш патшалӑх шайӗнче. Ушкӑн 40 ытла ҫӗршывра пулса хӑйӗн пулатрулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Шупашкара вӑл Халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале килет. Ҫавна май ыран Мӑн Сӗнтӗрте концерт кӑтартать. Вӑл каҫхи ултӑ сехетре пуҫланать.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫӗй XXII фестивальне (вӑл ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче иртет) Раҫҫейӗн 19 тӑрӑхӗнчи 26 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Ҫавӑн пекех виҫӗ ют ҫӗршывран ансамбльсем килӗҫ. Китайран икӗ ушкӑн (Аньхой тата Гайчжоу провинцийӗсенчен), Италирен пӗр ушкӑн, Азербайджанран виҫӗ солист килмелле.
Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче республикӑна Италири (Сардини) «Про Локо Мамугео» фольклор ансамблӗ килсе ҫитнӗ. Вӑл фестивале хутшӑннисӗр пуҫне республикӑри ултӑ район-хулара пултарулӑхне кӑтартӗ.
Китайри пултарулӑх ушкӑнӗсем пилӗк район халӑхне савӑнтарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫӗртмен 21-мӗшӗнче хальхи ӳнер центрӗнче Китай делегацийӗ сӑн ӳкерчӗксен икӗ куравне йӗркелӗ, чей церемонийӗ иртӗ.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивальпе килӗшӳллӗн «Фолкстейшен-Шупашкар» Раҫҫейри йӑла-йӗркесен фестивалӗ иртӗ. Унта ҫӗршыври 8 регионти 13 ушкӑн хутшӑнмалла. Ҫав шутра — Крым та.
Ку информацие Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин журналистсене пӗлтернӗ. «Паян китайсем апат-ҫимӗҫпе хӑйсене тивӗҫтереймеҫҫӗ. Республикӑра ирӗклӗ выртакан ҫӗр лаптӑкӗсем пур. Эпир выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси тата пахча-ҫимӗҫ ӳстересси енпе проектсем хатӗрлерӗмӗр. Вӗсене Китая пӑхса тухса тишкерме патӑмӑр. Кунсӑр пуҫне эпир вӑрман хуҫалӑхӗ енӗпе проектсем хатӗрлерӗмӗр. Пирӗн вара вӑрман хуҫалӑхне тара пама май пур», — тенӗ вӑл. Ҫавӑн пекех лифт хуҫалӑхӗ енӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн.
Владимир Аврелькин каланӑ тӑрӑх, китайсем ҫул тӑвассипе ӗҫлес шухӑшлӑ. Сӑмахран, Шупашкарти Мускав кӗперне юсама. Министр китайсемпе калаҫса татӑлма хайхисен «пачах расна философи, тӗнче курӑм» пулнипе те ҫӑмӑл маррине палӑртнӑ.
Раҫҫейпе Китай килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пуҫланӑ. Регионсен ертӳҫисем ун чух Китайра пулнӑ, кайран унтисем килсе курнӑ. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче суту-илӳпе экономика тата гуманитари енӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ. Чӑваш Енпе, сӑмахран, Аньхой провинци ҫыхӑну тытас шухӑшлӑ. Пирӗн патра китайсем автокомпонентсен производствине уҫас, биотехнологи проекчӗсене аталантарас кӑмӑллӑ.
Чӑваш Ене Китайри Аньхойри делегаци килнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Китай ҫыннисем ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗл пулнӑччӗ. Аньхойри делегаци ЧР культура министрӗпе Вадим Ефимовпа та курнӑҫнӑ.
Китай ҫыннисем Наци библиотекинче, Чӑваш наци музейӗнче пулнӑ. Пӗтӗм тӗнче балет фестивальне ҫитнӗ.
Дипломантсене экскурси питӗ килӗшнӗ. Чӑваш Ен тата Китай «Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн фестивальне Аньхойри коллектив хутшӑнасси пирки калаҫса татӑлнӑ.
Хӑнасене туризм тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлесси те кӑсӑклантарнӑ. Ҫитес вӑхатра ЧР Культура министерстви Китайри туриндустри компанийӗсем валли турист маршручӗ хатӗрлеме йышӑннӑ. Китай турисчӗсем Шупашкара килсе республика пуянлӑхӗпе паллашӗҫ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен Раҫҫейпе Китай ансатлатнӑ виза режимӗ ҫине куҫнӑ. Енсем тунӑ килӗшӳ ӑслӑлӑхра, культурӑра ӗҫлекенсен тата спортсменсен туслӑ ҫыхӑнӑвне аталантарма пулӑшмалла.
Ӗҫ паспорчӗ пуррисем Раҫҫейрен Китая Тата Китайран Раҫҫее 30 кунлӑха нимӗнле визӑсӑрах килсе-кайса ҫӳреме пултарӗҫ. Патшалӑхсен хушшинчи проекта хутшӑнакансен вара чылай хутлӑха пырса ҫӳреме ирӗк паракан икӗ ҫуллӑх визӑсем илме юрӗ.
Аса илтеретпӗр, визӑпа ҫыхӑннӑ ҫӑмӑллӑх унччен те пулнӑ. 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса, сӑмахран, Раҫҫей ҫыннисене Китайӑн Макао административлӑ районне 30 кунлӑха кӗме пӗр чӑрмавсӑр ирӗк панӑ. 2009 ҫулта вара Гонконг административлӑ района икӗ эрнелӗхе кайма ҫул уҫнӑ.
Китайри Аньхӑпа Чӑваш Ен культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Аньхӑри делегаци Раҫҫее пӗрремӗш хут килнӗ, вӗсем тӳрех Шупашкара ҫул тытнӑ.
Нумаях пулмасть Китайран килнӗ ҫынсем ЧР Информаци политикин министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗл пулнӑ. Унта тӗп ыйӑва — икӗ республикӑри телекомпанисем килӗштерсе ӗҫлессине — сӳтсе явнӑ. Ҫавна май тӗлпулӑва массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисене те чӗннӗ.
Культура департаменчӗн директорӗн ҫумӗ Дин Гуанцин каланӑ тӑрӑх, Аньхӑри телеканалсем регион историне, культурине, ӑслӑлӑх потенциалне халалланӑ программӑсене хатӗрлесе эфира кӑлараҫҫӗ. Вӑл ҫак проектсем Раҫҫей ҫыннисемшӗн те кӑсӑклӑ пулассине палӑртнӑ.
Пирӗн телекомпанисем те чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ, экономики, политики пирки, республика ҫинчен кӑларӑмсем хатӗрлеме хирӗҫ мар. Килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн икӗ республикӑн та ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле пулӗ: проектсемпе программӑсене куҫарма тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |