Китайри Тайцан хулинче ҫу уйӑхӗн 3–4-мӗшӗсенче Хӑвӑрт утассипе иртекен тӗнче кубокне пирӗн ҫӗршывран камсем тухса каяссине ҫирӗплетнӗ. 21 ҫынтан тӑракан Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне Чӑваш Енри ултӑ спортсмен кӗнӗ.
Йышра ҫамрӑксем те, ҫулланнӑрах спорстсменсем те пур. Ҫамрӑксен хушшинче Анастасия Чернова, Клавдия Афанасьева, Денис Сергеев, Марина Пандакова. Тӗп йыша Вера Соколова тата Петр Трофимов лекнӗ.
Унчченхи Тӗнче кубокӗпе танлаштарсан Чӑваш Ен ҫыннсиен йышӗ икӗ хут ӳснӗ. 2012 ҫулта Саранскра иртнӗ Кубока пирӗн тӑрӑхран Кирилл Фроловпа Надежда Леонтьева юниорсем тата тӗп йышпа Ирина Юманова кӑна хутшӑннӑ. Ун чухне виҫӗ спортсмен та ушкӑнпа ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Надежда Леонтьева уйрӑм зачетра бронзӑна тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министерствипе Китайӑн Сычуань провинцийӗнчи компанисем килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ. Сӑмахпа кӑна мар, виҫӗ енлӗ килӗшӳ тусах ҫирӗплетнӗ. Паллӑ пулӑм пушӑн 25-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Килӗшӳре ял хуҫалӑх, туризм, хӑна усламӗ, транспорт инфраструктури тӗлӗшпе ӗҫлессине палӑртнӑ иккен.
Чӑваш Енӗн делегацийӗ ӗнер ПНОн Женевӑри штаб-хваттерӗнче пулнӑ. Ӗҫлӗ ушкӑна чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов ертсе пынӑ.
Депутатсем ПНОн Европӑри экономика комиссийӗн элчисемпе курнӑҫнӑ. Вӗсемпе политика, укҫа-тенкӗпе экономика тӑрӑмне лайӑхлатасси ҫинчен ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӗркунне республикӑн парламент депутачӗсем икӗ ушкӑна пайланса ют ҫӗршыва тухса кайнӑччӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти членӗ Анатолий Князев ертсе пыракан ушкӑн Китая ҫитсе килнӗччӗ, Дмитрий Евсеев коммунист ертсе пыраканни — Италине.
Паян Китайра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен визичӗ пуҫланнӑ. Унта Чӑваш Ен элчисем те тухса кайнӑ. Чӑваш Ен Аньхой, Цзянси, Хунань, Сычуань провинцийӗсемпе тата Чунцин хулипе промышленноҫпа ял хуҫалӑх, вӗренӳ, туризмпа культура енчен килӗштерсе ӗҫлесшӗн иккен. Пӗр-пӗр хулапа туслашас шухӑш-ӗмӗт те пур-мӗн.
Аса илтеретпӗр, маларах Китай делегацийӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пулнӑччӗ. Чулхулари тӗлпулу вӑхӑтӗнче енсем суту-илӳпе экономика тата гуманитари енпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки протокола алӑ пуснӑ.
Тӗрӗссипе, унта вӗсем хӑйсен шучӗпех тухса кайнӑ-ха. Атту ятарлӑ ирӗк илмесӗр пирӗн ҫӗршыва килсе тӗпленнисене суд йышӑнӑвӗпе ирӗксӗр, ытларах чухне тата патшалӑх хысни шучӗпе тӑван енне ӑсатаҫҫӗ. Ун пеккисене иртнӗ ҫул, акӑ, 107 ҫынна кӑларса янӑ. Вӗсенчен 60 проценчӗ ҫул укҫине хӑйсем тӳленӗ.
Китай ҫыннисем пирки каларӑмӑр та, хайхисем, пурӗ пилӗк ҫын, пирӗн республикӑра фильм ӳкерсе пурӑннӑ-мӗн. Темӗскер пӗлес-тӗпчес тӗллевпе пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн вӗсем пирки. Иртнӗ кӗркунне ҫакскерсене тӑван енне ӑсатнӑ.
Миграци саккунне пӑсакансене административлӑ майпа та, тепӗр майлӑ каласан, штрафласа, явап тыттараҫҫӗ-ха. Тӑван тӑрӑхне кӑларса яриччен вӗсене Шалти ӗҫсен министерствин ятарлӑ приемникӗнче тытаҫҫӗ. Саккунлӑ мар майпа кунта пурӑннӑскерсен Раҫҫее тепӗр хут килес тесен пилӗк ҫул таран чӑтма тивет — йӗрки ҫапла.
Associated Press хыпарлав агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Китай вӗҫтерсе янӑ «Юйту» (чӑв. «Уйӑх мулкачӗ») уйӑхҫийӗн куҫаканӗ (лунохочӗ) тӗрӗс тӗкел Уйӑх ҫине анса ларнӑ. Вӑл кӑна мар, ӳкернӗ пӗрремӗш сӑнсене те ярса панӑ имӗш. Вӗсене Китай патшалӑх телекуравӗ тӳрӗ эфиртах кӑтартнӑ теҫҫӗ.
«Юйту» Уйӑх ҫине «Чанъэ-3» космос аппарачӗ ҫинче Асамат кӗпер кӳлмекӗн кратерне (Ҫумӑрсен Тинӗсенче вырнаҫнӑ) аннӑ. Вӑл унта пурӗ 3 уйӑх ӗҫлемелле. Аппарата энергипе хӗвел батарейисем тивӗҫтерӗҫ, ҫавӑн пекех ун ҫинче навигаци тата панорама камерисем, рентген тата инфрахӗрлӗ спектрометрсем пур.
«Чанъэ-3» карапа раштавӑн 1-мӗшӗнче вӗҫтерсе янӑччӗ. Ку карап Китайӑн Уйӑх программинчи иккӗмӗш тапхӑр шутланать. Виҫҫӗмӗшӗнче, сӑмахран, вӗсем Уйӑх тӑприне Ҫӗр ҫине илсе килесшӗн. Уйӑх ҫине пӗр-пӗр хатӗре ӑнӑҫлӑ лартма пултарнӑ патшалӑхсен речӗнче Китай — виҫҫӗмӗш. Унччен ку ҫитӗнӗве СССР тата АПШ тунӑччӗ.
Паян, юпан 14-мӗшӗнчӗ, Китай ҫӗршывӗнчи Вуси хулинче ухӑран перессипе ҫамрӑксем хушшинче иртекен тӗнче чемпионачӗ пуҫланнӑ. Унта вара 18–20 ҫулхи ҫамрӑксемпе 17 ҫулхи е каярах ҫулхи кадетсем хутшӑнаҫҫӗ. Ӗнер официалла тренировка иртнӗ, паян вара старт ҫаврӑмӗ пуҫланнӑ та. Ӑмӑртура спортсменсен ФИТА Раунд (4 дистанцире 144 хут пени + финал) упражнени витӗр тухмалла пулнӑ.
Раҫҫей чысне асӑннӑ ӑмӑртусенче ҫамрӑксен наци пӗрлӗхлӗ ушкӑнне кӗнӗ 24 спортсмен хӳтелет, вӗсен шутӗнче пирӗн ентеш те пур — И.Солдатова ячӗллӗ ухӑран перес ӑталӑха вӗрентекен СДЮСШОР вӗренекенӗ Елена Елизарова. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗн, Валерий Яриков хӳтипе вӗренекен ентеш ухӑран перессипе хутшӑнать.
Ӑнӑҫу сунатпӑр!
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи машинтӑвакансен факультет студенчӗсен ушкӑнӗ механизпа урапа теорипе II Халӑхсем хушшинчи олимпиадӑна хутшӑнма Китай ҫӗршывӗнчи Шанхай хулине тухса кайнӑ.
Раҫҫейӗн, ҫав хушӑрах Чӑваш Республикӑн чысне Алена Егорова, Николай Мулюхин, Алексей Кокоулин, Владимир Варякин хӳтелет. Олимпиада вара юпан 12–14-мӗш кунсем хушшинче иртет.
Вӑрӑм ҫула тухиччен олимпиадӑна хутшӑнакансем университетӑн ректорӗпе, профессорӗпе Всеволод Агаковпа тӗл пулнӑ. Вӑл студентсене ӑслӑлӑх ӑмӑртӑвӗнче ӑнӑҫу суннӑ. Китая каякансем вара ректора тав тунӑ, ют ҫӗршывра Раҫҫейпе республика чысне тивӗҫлӗ хӳтӗлеме шантарнӑ.
Паян Шупашкара икӗ кунлӑх визитпа Китайри Гуйчжоу провинцийӗн элчисем килсе ҫитнӗ. Вӗсем Шупашкар хула администрацийӗнче влаҫ ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Гуйчжоу провинцийӗ Чӑваш Енпе тӗрлӗ енпе килӗштерсе ӗҫлес шухӑшлине палӑртнӑ. Сӑмахран, аслӑ шкулсем хушшинче. Вӗренӳ отрасльне илсен, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе асӑннӑ провинцинчи университет килӗштерсе ӗҫлесси пирки Китай элчисем пӗлтӗр пирӗн патра пулнӑ чухнех алӑ пуссах калаҫса татӑлнӑ. Хайхисен Шупашкарта маларах асӑннӑ университетӑн филиалне уҫасси пирки те шухӑш пур-мӗн.
Тепӗр шухӑш та пур Китай ҫыннисен — вӗсем пирӗн республикӑри сӑра-эрех кӑларакан савутсемпе пӗр чӗлхе тупасшӑн. Китайра рисран эрех тӑваҫҫӗ-мӗн. Ҫавна пирӗн патра тултарас тата сарас (ҫапла ӑнланма май панӑ хӑнасем калани) ӗмӗт пур-мӗн. Анчах Шупашкар влаҫӗсем ку ыйтӑва епле татасси пирки хальӗхе калама иртерех. Пурӑнсан курӑпӑр теҫҫӗ-и-ха?..
Ҫапла пӗлтерет Regnum информаци агентстви Россельхознадзор хыпарлани ҫине таянса.
Асӑннӑ служба Китайран хӑмӑр тӗслӗ бактери ҫӗрӗкӗллӗ ҫӗрулми кӳрсе килме пӑхнине юлашки виҫӗ эрнере виҫӗ хутчен тытса чарнӑ иккен. Кӑлтӑка икӗ хутчен асӑрханӑ хыҫҫӑн Россельхознадзор хамӑрпа кӳршӗллӗ ҫав ҫӗршыва капла лару-тӑрӑва сирме ыйтса официаллӑ ҫыру та янӑ иккен. Анчах унтан хурав паян кун та кӗтсе илеймен, унтан та ытларах — ҫӗрулмине пирӗн пата тепӗр хут та кӳрсе килме хӑтланнӑ. Асӑннӑ ҫӗрӗкпе чирлисӗр пуҫне «иккӗмӗш ҫӑкӑр» тепӗр йышшипе те чирлет-мӗн. Ун пеккине пула Казахстанпа Белоруссинче карантин тесех йышӑннӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |