Канадӑри Макгилла университечӗн психологӗсемпе нейрофизиологӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ача малтанхи икӗ ҫулӗ хушшинче илтнӗ чӗлхе унӑн нерв тытӑменче те пуҫ миминче те йӗр хӑварать. Малашне вӑл урӑх чӗлхе тавралӑхӗнче пурӑнсан та, ӑна мансан та, пуҫласа илтнӗ чӗлхе ҫав-ҫавах тӑван чӗлхе пек упранать. Кун пирки Nature Communications журналта ятарлӑ статья тухнӑ. «Интерфакс» сайтӗнче ӑна тишкерсе пичетленнӗ статьян куҫарӑвӗпе сире Чӑваш халӑх сайчӗ паллаштарать.
Сӑнав ирттерме ӑсчахсем ачасене виҫӗ ушкӑна пайланӑ: Францире пурӑнса хрантсусла калаҫакансем (10 ача), Франци кил-йышне усрава илнӗ Китайра ҫуралнӑ ачасем (21 ача, Францие куҫса килнӗ чухнехи вӑтам ӳсӗм — 12,8 уйӑх), француз чӗлхине вӗренекен, унпа ирӗклӗн калаҫакан китай ачисем (12 ача).
Пурне те фонологи ӗҫне тӗпчекен тест витӗр кӑларнӑ. Ҫак тӗрӗслев ытларах чухне вӑл икӗ пайран тӑрать: кӗске вӑхӑт хушшинче илтнӗ сасӑ-фонемӑсем (пӗр е темиҫе сӑмах) упранассине тата артикуляцилесе тепӗр хут калама пултарассине (вӑл асӑмра хӑварнӑ йӗре ҫухалма памасть) тишкересси.
Ҫӗнӗ кӗпер тума мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ? Хӑш-чухне ҫак ӗҫе ҫулталӑкра тӑваҫҫӗ, тепӗр чухне темиҫе ҫул та иртсе каять. Ҫӗрпӳ патӗнчи М7 ҫул ҫинчи кӗпере тума мӗн вӑхӑт кирлине халь те татса параймаҫҫӗ. Суйлав умӗн уҫнӑскере тепӗр темиҫе кунтанах хупрӗҫ. Халӗ те туса ҫитереймен ӗҫсемпе тӑрмашаҫҫӗ, ҫынсем Мӑн Ҫавал урлӑ каҫас тесе хӑш-чух сехечӗпе пӑкӑра тӑраҫҫӗ.
Китайра вара нумай пулмасть ҫӗнӗ кӗпере 2 талӑк хушшинче туса лартнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем кивӗ 6 полосаллӑскерне сӳтме ӗлкӗрнӗ тата ҫӗннине вырнаҫтарса ҫулне сарма та. Ҫӗнӗ сакӑр полосаллӑ Саньюаньцяо (三元桥) кӗпере вырнаҫтарма вара китай рабочийӗсене 19 сехет ҫеҫ кирлӗ пулнӑ.
Паллах ҫак вӑхӑта ҫӗнӗ кӗпере проектлани тата кӗпер конструкцине хатӗрлени кӗмест. Вӗсене маларах тума ӗлкӗрнӗ. Кӗпер валли пурӗ 1300 тонна стройматериал кирлӗ пулнӑ. Саньюаньцяо кӗперӗ Пекинӑн виҫҫӗмӗш транспорт ункинче вырнаҫнӑ, вӑл Expressway аэропорта, Чшин Шун ҫула тата ункӑллӑ ҫула ҫыхантарать.
Тӗрлӗ ҫул-йӗре тата ҫуртсене хӑвӑрт хӑпартас тӗлӗшпе Китай унччен те палӑрнӑччӗ-ха. Тӗслӗхрен, 57 хутлӑ ҫӳлҫурта 19 кун хушшинче тунӑччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пресс-конференци ирттернӗ. Унта кӑҫалхи 9 уйӑха пӗтӗмлетнӗ.
Кӑҫал апат-ҫимӗҫӗн 802 партине суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗнчен кӑларнӑ. Пӗтӗмпе — 4391 килограмм. Ытларах япӑххисен йышне пахча ҫимӗҫ лекнӗ. Ҫимӗҫсене упрамалли срокӗ тухни, маркировка ыйтнине килӗшсе тӑманни — ҫаксем ҫаврӑнӑшран кӑларнин тӗп сӑлтавӗсем.
Ведомствӑн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, кӑҫал апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗ чакнӑ. Ку уйрӑмах пулла, ҫӑкӑра, аш-какая пырса тивет.
Вьетнамран, Китайран, Мускав облаҫӗнчен, Мари Республикинчен, Калуга облаҫӗнчен, Чӗмпӗртен тата Мӑкшӑ Республикинчен килнӗ начар пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫе пысӑк суту-илӳ сечӗсенче те, пӗчӗк лавккасенче те сутнӑ.
Сӗт юр-варӗнчен услам ҫу ытларах пахалӑхсӑр пулнӑ. Ӑна лавккасенче кӑна мар, ача-пӑча уйлӑхӗсенче те, Улатӑрти ача ҫуртӗнче те тупса палӑртнӑ.
Китайра Чӑваш Ен кунӗсем иртнӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенӗсем Аньхой ялӗнчен таврӑннӑ. Сӑмах май, ЧПУра Аньхой кунӗсем пӗлтӗр иртнӗ.
Тӑватӑ кун хушшинче Чӑвашран кайнӑ делегаци вырӑнти культурӑпа, кухньӑпа паллашнӑ, Китайри ӗҫтешӗсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе пайланнӑ. Чӑвашсемпе куҫаруҫӑ ҫӳренӗ. Вӑл вырӑсла куҫарса пынӑ. Унтан вӑл китайла темиҫе юрӑ шӑрантарнӑ. Куншӑн вӑл ӑна чуптума ыйтнӑ. Чӑвашсемшӗн ку тӗлӗнмелле япала пулнӑ.
Тӗлпулура икӗ ҫӗршыв вырӑсла тата китайла вӗренмешкӗн студентсемпе ылмашӑнма калаҫса татӑлнӑ.
Аса илтерер: студентсем нумаях пулмасть Китайра пулса курнӑ. Вӗсем «Волга-Янцзы» (чӑв. Атӑл-Янса) канашлӑва хутшӑннӑ. Ҫавӑнпа студентсем Китай культури пирки нумай каласа кӑтартма пултараҫҫӗ. Вӗсем Китай ҫамрӑкӗсене Раҫҫей, Чӑваш Ен пирки каласа кӑтартнӑ.
ЧПУ ректорӗ каланӑ тӑрӑх, ун пек тӗлупулусем культура тата туризм проекчӗсене шухӑшласа кӑларма пулӑшаҫҫӗ.
Китайри лавккасенче Шупашкар канихвечӗсем курӑнма тытӑннӑ. Чӑвашри «Акконд» фабрика ҫапла хӑйӗн географине анлӑлатнӑ, продукцине Китая ӑсатма тытӑннӑ.
Нумаях пулмасть Китайри пысӑк дистрибьюторсемпе виҫӗ контракт алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн Шупашкар пылакӗсем Китая ӑсанма тытӑнӗҫ.
Китайри Лункоу, Мишань, Муданьцзян тата Суйфэньхэ хулисенче пурӑнакансем Шупашкарти канихветсемпе сӑйланма тытӑнӗҫ. Паллах, унта пур канихвета та ӑсатмӗҫ. Китая хӑш-пӗр тӗс ҫеҫ ҫитӗ.
Малашне вара унта канихвет кӳрсе килес ӗҫе анлӑлатма палӑртнӑ. Халӗ Китайри пысӑк дистрибьюторсемпе — Пекинпа тата Шанхайпа — калаҫаҫҫӗ.
Сӑмах май, Шупашкар канихвечӗсем 20 ҫӗршывра сутӑнаҫҫӗ: Казахстанра, Украинӑра, Грецире, Германире, Канадӑра тата АПШра.
Авӑн уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче Китайра йывӑр атлетика енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта ҫӗнтернӗ спортсменсем Рио-де-Жанейрӑра 2016 ҫулта иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнас шанчӑк пур.
Раҫҫей чысне Сергей Петров, Дмитрий Хомяков, Алексей Юфкин тата Наталья Хлесткина (вӑл республикӑн спорт шкулӗнче вӗреннӗ) хӳтӗленӗ. Турнир 10 виҫе категорийӗнче иртнӗ. Пиллӗккӗшӗ — арҫынсем валли, тепӗр ҫавӑн чухлех — хӗрарӑмсем валли. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене укҫан хавхалантарнӑ.
Раҫҫей спортсменӗсен йышӗнче Наталья Хлесткина помост ҫине пӗрремӗш тухнӑ. Икӗ енлӗ кӗрешӳре вӑл 220 килограмм пухма пултарнӑ. Ҫапла пирӗн ентеш пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ылтӑн медале Китай спортсменки ҫӗнсе илнӗ. Чӳк уйӑхӗнче АПШра Олимп вӑййисен квалификаци тапхӑрӗ иртӗ.
Чӑваш Ене Китайран хирургире ҫӗвӗ хумалли материал килсе ҫитнӗ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ стерильлӗ мар кетгут (пыршӑран тунӑ ҫип) партине тӗрӗсленӗ.
Китайран килнӗ посылкӑн ветеринари сертификачӗ пулнӑ. Унта ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, материала хуҫалӑхра ҫитӗнтернӗ чирлӗ мар, сывӑ чӗрчунсенчен тунӑ.
Кетгут партине икӗ картун курупкара илсе ҫитернӗ. Вӗсем 20 килограмм тайнӑ. Материал 1,5 метр тӑршшӗ, шупка сарӑ тӗслӗрех.
Ветеринари тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн Китайран илсе килнӗ материал ветеринарипе санитари тӗлӗшӗнчен таса пулнине палӑртнӑ, хирургире усӑ курма ирӗк панӑ.
Сӑмах май, кетгутран музыка инструменчӗсен хӗлӗхӗсене те хатӗрлеҫҫӗ.
Китай Халӑх Республикинче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ҫамрӑксен канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Енри тата Сычуань ялӗнчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ.
Унта пирӗн республикӑран 11 студент кайнӑ. Вӗсем вӗренӳре, общество ӗҫӗнче, пултарулӑхра палӑрнӑ. Делегаци йышне ҫамрӑк специалистсем те кӗнӗ. Вӗсем пурте китайла е акӑлчанла лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Чэнду хулинче иртекен канашлура ҫамрӑксем Сычуань наци культурипе тата историйӗпе паллашӗҫ, музейсене ҫитӗҫ, лекцисене тата лаборатори занятийӗсене хутшӑнӗҫ.
Паян Чӑваш Ене килнӗ Китай делегацийӗ Ҫӗрпӳ районӗнче пулса курнӑ. Унта вӗсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Казаковпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулура ял хуҫалӑхра килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ.
Сычуань провинцийӗнчен килнӗ делегаци йышӗнче Раҫҫейри тата Никама пӑхӑнман патшалӑхсенчи президенчӗ, «Силинь» директорӗ Айго хуҫа пулнӑ.
Китай хӑнисем Туҫи ял тӑрӑхӗнче пулнӑ, агропарк тумашкӑн ҫӗр пӑхнӑ. Унта савут туса лартасшӑн. Унта комбикорм кӑларӗҫ, аш-какай цехӗ пулӗ, сивӗтмӗшсем лартӗҫ, пылак ҫимӗҫ пӳлӗмӗсене хута ярӗҫ.
Раҫҫейре ҫӗнӗ уяв — Ашшӗн кунне — туса хурасшӑн иккен. Ӑна килес ҫултан календарьти паллӑ кунсен шутне кӗртме палӑртаҫҫӗ иккен. Унччен вара ку куна хӑҫан палӑртасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
Ҫӗртмен виҫҫӗмӗш вырсарни кунне сӗнекенсем те пур. Ашшӗн кунне шӑпах ҫавӑн чухне Аргентинӑра, Аслӑ Брибанире, Ӗнчӗре (Индире), Канадӑра, Китайра, Турцинче, Францинче, Японире тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывра уявлаҫҫӗ иккен. Чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарни кунӗнче текенсен хӑйсен ӑнлантарӑвӗ. Ҫав кун пирӗн ҫӗршывра Амӑшӗн кунне палӑртаҫҫӗ-ҫке. Ача-пӑчана ашшӗ те, амӑшӗ те кирлине шута илсен ик уява пӗрлештерни япӑх мар-тӑр. Юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче Дмитрий Донской ҫуралнӑ. Вӑл кнеҫ кӑна мар, нумай ача ашшӗ те пулнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче арҫынсен кунӗ евӗр йышӑннӑран ку уява Ашшӗсен кунӗ пек палӑртма сӗнекенсем те пур.
Ҫынсене те ҫак енӗпе шухӑш-кӑмӑла пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |