Муркаш районӗнче пурӑнакансем хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем хуҫаланасран шикленсе ӳкнӗ.
Китай пуянӗсем Чӑваш Енре агромпромышленность паркӗ тӑвасшӑн. Пӑрачкав районӗнче вӗсем икӗ ферма уҫасшӑн: вӗсенче 2-шер тата 4-шар пин пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетме ӗмӗтленеҫҫӗ. Муркаш районӗнче сӗт тирпейлесшӗн.
Пӑрачкав районӗнче ҫӗре инвесторсем валли хатӗрлеме пуҫланӑ пулсан, Муркаш районӗнчи тӑватӑ ялта прокуратурӑна ҫӑхав ҫыраҫҫӗ, митинга тухаҫҫӗ иккен. Кӑмӑлсӑрланаканнисем — Эхветкасси, Калмӑкасси, Тереҫ тата Рыккакасси ялӗсем.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин «Сычуань – Чувашия» (чӑв. Сычуань – Чӑваш Ен) агропарка хирӗҫ шавланине ырламан. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑлханмашкӑн иртерех. Ҫитменнине тата Китай ҫыннисене уйӑрма палӑртнӑ Муркаш районӗнчи ҫӗр унччен ахаль выртнӑ. Министр инвестпроекта Россельхознадзор та, ҫут ҫанталӑк прокуратури те сӑнаса тӑрассине, экологие сиен кӳмессине шантарнӑ.
Кииайри пуянсем Чӑваш Енри Пӑрачкав районӗнче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вӗсем ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗпе — ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа тӗлпулнӑ.
«Сычуань-Чувашия агропромышленная торговая компания» (чӑв. Сычуань-Чӑваш Ен агрропромышленность компанийӗ) тулли мар яваплӑ общество (ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче йӗркеленӗ) пайташӗсем министра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем мӑйракаллӑ шултра выльӑха сӗтлӗх тата аш-какайлӑх ӗрчетесшӗн.
Кииайри усламҫӑсем Сиява тата Кудеиха ял тӑрӑхӗсенче 5 пине яхӑн гектара сухаласа акасшӑн. Халӗ вӗсем ҫӗре арендӑна илессипе ӗҫлеҫҫӗ, йӗркелӳ тапхӑрӗнче сиксе ытти ыйтӑва татса парассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ ӗнер хупӑнчӗ. Спортӑн ҫак енне суйланисем пирӗн ҫӗршыври 11 хулари чаплӑ стадионсенче футболпа киленме пултарчӗҫ. Ӑмӑрту иртмен хуласенче те ҫынсене матча тӳрӗ эфирта пӑхма май туса пачӗҫ — ятарлӑ лапамсенче пысӑк экрансем вырнаҫтарчӗҫ. Ун пекки Шупашкарта та пулчӗ.Футбол енепе тӗнче чемпиоанчӗ пынӑ вӑхӑтра Шупашкара Колумби, Аргентина, Иран, Польша, Китай, Франци тата ытти ҫӗршыв турисчӗсем — пурӗ 570-ӗн — килсе ҫитнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗслекен управленийӗнче пӗлтернӗ тарӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи Хӗрлӗ лапамра пысӑк экранпа ӑмӑртӑва 20 пине яхӑн ҫын пӑхнӑ.
Ют ҫӗршыв хӑнисем «Ибис», «Республика», «Гарден спа-отель», «Чувашия», «Волга» хӑна ҫурчӗсенче пурӑннӑ.
Китайри Гуйчжоу провинцийӗнчи университетӑн ют ҫӗршыв студенчӗсен колледжӗ Шупашкарти студенткӑна пуҫлӑх пуканне шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ ӑна ют ҫӗршывран килнӗ студентсенчен чи лайӑххи тесе палӑртнӑ.
Сӑмах Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика уйрӑмӗнче вӗренекен, Китайри Гуйчжоу провинцийӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе стажировка тухакан Татьяна Кучерова пирки пырать. Вӑл Китайри университетра пулса иртекен мероприятисем пирки акӑлчанла тата китайла пӗлтерсе тӑрат., университет сайчӗ валли хыпарсем хатӗрлет. Хӗре Китайри ҫав аслӑ шкулӑн хаҫатне кӑларма та хутшӑнтараҫҫӗ. Унта вӑл ют ҫӗршыври студентсемпе паллаштаракан ярӑма хатӗрлеме пулӑшать.
Халӗ пикене Китайри аслӑ шкул ют ҫӗршыа студенчӗсенчен чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.
Ӗнер Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗнче «Асамлӑ тӗрӗ» курав уҫӑлнӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех ӗҫлӗ. Унпа Китай ҫамрӑкӗсем ҫитсе паллашнӑ та ӗнтӗ.
Культурӑпа курав центрӗнчи курава «Паха тӗрӗ» музей хатӗрленӗ. Унта вӑл хайӗн коллекцийӗнчи паха ӗҫсене илсе пынӑ. Куравра Чӑваш халӑх художникӗн, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗн Екатерина Ефремован, РФ тава тивӗҫлӗ художникӗн Мария Симакован, Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ художникӗн Татьяна Петрован, халӑх промыслисен ӑстин Анастасия Андрееван ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн ҫӗр пин тӗррипе ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университене Китайран вӗренме килнӗ студентсем паллашнӑ. Вӗсем чӑвашсен тӗрӗ пӗлтерӗшӗпе те кӑсӑкланнӑ.
Китайри Китайри Гуйчжоу провинцийӗнчи университетӑн ют ҫӗршыв студенчӗсен колледжӗ Шупашкарти студенткӑна пуҫлӑх пуканне шаннӑ. Ку хыпара И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарти аслӑ шкулӑн журналистика уйрӑмӗн тӑваттӑмӗш курс студенткипе ҫыхӑннӑ ырӑ пулӑм ӗнер пулса иртнӗ. Татьяна Кучерова университетӑн Халӑхсем хушшинчи студентсен пӗрлешӗвӗн реклама пайӗн пуҫлӑх пулса тимлӗ.
Шупашкарта вӗренекен хӗр Китайри Гуйчжоу провинцийӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе стажировка тухать.
Ҫӗнӗ тивӗҫе Татьяна пуҫӑннӑ та. Вӑл университетра пулса иртекен мероприятисем пирки акӑлчанла тата китайла пӗлтерсе тӑрать, университет сайчӗ валли хыпарсем хатӗрлет. Хӗре Китайри ҫав аслӑ шкулӑн хаҫатне кӑларма та хутшӑнтараҫҫӗ. Унта вӑл ют ҫӗршыври студентсемпе паллаштаракан ярӑма хатӗрлеме пулӑшать.
Пулас журналистка малтан корея чӗлхине вӗренмелле Кӑнтӑр Корейӑра 3 эрне пурӑннӑ.
Новосибирск облаҫӗнчи таможньӑра ӗҫлекенсем Китайра кӑларнӑ, анчах Раҫҫейри предприятисен тесе тыттарма пӑхнӑ нуские тытса чарнӑ. Пурӗ 500 пин мӑшӑр ытла нуски пулнӑ ҫыхӑра. Вӗсене илсе килекенсем Раҫҫейри «Уют» тата «Алена» предприятисенче кӑларнӑ тесе ӗнентерме хӑтланнӑ. Юлашкинчен асӑннӑ предприяти — Шупашкартан.
Тавар паллине суйса усӑ куракан тӗлӗшпе РФ Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан саккунӑн 14.10-мӗш статйипе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суя тавар паллипе усӑ курнине кура «Уют» тата «Алена» предприятисене 14 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ иккен.
Ют предприятисен ячӗпе усӑ курса чӗркенӗ, тӗрӗссипе Китайран килнӗ нуские сутлӑха кӑлармӗҫ, ӑна ҫунтарса яма йышӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшпе акан 9-мӗшӗ хушшинче Ҫӗр ҫине Китай патшалӑхӗ вӗҫтерсе янӑ космос станцийӗ персе анмалла. Тӗнче уҫлӑхне китайсем ӑна 2011 ҫулта кӑна хӑпартнӑ-ха. Ытла ҫӳле вӗҫтерсе яманран унпа вӗсем икӗ ҫул ҫеҫ усӑ курма пултарнӑ. Ҫапла май 2013 ҫулта Tiangong-1 (кит. 天宫一号, чӑв. Тӳпе керменӗ) космос станципе усӑ курма пӑрахнӑ. 2016 ҫулта вара пач ҫыхӑну ҫухатнӑ — лешӗ хӑй ирӗкӗпе вӗҫме пуҫланӑ.
Хӑш вырӑнта персе анасси пирки хальлӗхе ӑсчахсем тӗплӗ калама пултараймаҫҫӗ. Европа космос агентстви вӑл вырӑна ӳкес умӗн талӑк юлсан ҫеҫ калама пултарать. Атмосферӑна ытла чӑнкӑ тайлӑмпа кӗнӗрен ӑсчахсем унӑн пайӗсем ҫунса пӗтеймеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне станци вакланса пӗтни те пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать — унӑн тӗпренчӗкӗсем ӳкме пултаракан лаптӑк ҫапла май самай анлӑ пулӗ.
Паян куна палӑртнӑ тӑрӑх станци ванчӑкӗсем ҫурҫӗр анлӑхӗн 43° пуҫласа кӑнтӑр анлӑхӗн 43° таран ӳкме пултараҫҫӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн чи кӑнтӑр чикки ҫурҫӗр анлӑхӗн 54° ҫурҫӗреллерех вырнаҫнӑ, ҫапла май ҫунса пӗтмен тӗпренчӗксем пирӗн республика ҫине ӳкес хӑрушлӑх ҫук.
Чӑваш Енре Республика кунне уявланӑ май салют панине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Ахаль салют кӑна мар, ҫав вӑхӑтра Фейервексен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет. Кӑҫал ӑна XI хут йӗркелӗҫ.
Ватти-вӗттин кӑмӑлне каякан уявпа Шупашкарти кӳлмекре киленме май килӗ. Тепӗр майлӑ каласан, яланхи вырӑнтах. Кӑҫал вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче иртӗ.
Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне пилӗк ушкӑн хутшӑнмалла. Ҫав шутра Китайран, Мальтӑран тата Беларуҫран килмелле.
Республика кунне уявлассипе паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ертсе пынӑ. Унта тӗрлӗ министерствӑпа ведомствӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ, уявпа ҫыхӑннӑ самантсене сӳтсе явнӑ.
Юлашки пилӗк ҫул хушшинче Китай халӑх республикинче 68,53 миллион ҫынна чухӑнлӑхран кӑларма пултарнӑ. Кун пирки Синьхуа агентство пӗлтерет.
Пӗтӗмӗшле чухӑнлӑх коэффициенчӗ патшалӑхра 3,1% таран чакнӑ. 2012 ҫулта ку кӑтарту 10,2% танлашнӑ пулнӑ. Китай патшалӑхӗн статистика управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра чухӑнсен йышӗнче пурӗ 30 млн ҫын шутланать. Вӗсенчен 10 млн ҫынна чухӑнлӑхран кӑҫал кӑларасшӑн.
Ҫавӑн пекех 2018 ҫулта 100 уесра чухӑнлӑх ыйтӑвне татса пӗтересшӗн. Сӑмах май, уесра чухӑнсем ҫук тесе ҫулталӑк хушшинче 2300 юаньрен (20 430 тенкӗ) сахалрах ӗҫлесе илекенсен йышӗ 2%-ран чаксан йышӑнаҫҫӗ. Чухӑнрах пурӑнакан анӑҫри тӑрӑхсенче вара ку чикӗ 3 процентпа танлашать. Чухӑнлӑха патшалӑхра 2020 ҫул тӗлне пӗтересшӗн.
Вӑтамран Китайра уйӑхне 750 доллар (43 782 тенкӗ) ӗҫлесе илеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ку кӑтарту 150 долларпа танлашать, хуласенче — пысӑкрах. Раҫҫейре вӑтамран уйӑхне 39355 тенкӗ (690 доллар) ӗҫлесе илеҫҫӗ. Чи пысӑк кӑтартусем АПШ-ра, Норвегинче. Кунти халӑхӑн уйӑхри тупӑшӗ 4500 долларпа танлашать. Юнашар патшалӑхсенчи кӑтарту: Япони — 4100$, Польша — 1440$, Эстони — 1280$, Турци — 1040$, Грузи — 480$, Казахстан — 340$, Украина — 240$, Таджикистан — 120$.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |