Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ишек

Чӑвашри шкул автобусӗ
Чӑвашри шкул автобусӗ

Кустӑрма (Кострома) облаҫри дума депутачӗсем Раҫҫей правительствине сӗнӳ ярасшан иккен — шкул автобусӗсенче те мӗлтлетмӗшсемпе усӑ курма ирӗк илмешкӗн. Вӗсен шухӑшӗпе сарӑ тӗслӗ мӗлтлетмӗш лартсан шкул автобусне ытти водительсем тӳрех асӑрхӗҫ, хӑйсене асархануллӑрах тытма пуҫлӗҫ.

Кустӑрма облаҫӗнче паянхи кун тӗлне пурӗ 120 шкул автобусӗ шутланать, вӗсенчен 95-ӗшӗ кашни кун шкул ачисене вӗренме илсе каять, уроксем пӗтсен килӗсене леҫет. Пурӗ 3 пин ача вӗсен пулӑшӑвӗпе шкула ҫитет, шкултан таврӑнать.

Чӑваш Енре те сахал мар вӗсем. 300 ытла автобус ялсенчи ачасене шкула ҫитерет. Ҫӗннисемпе те вӗсене улӑштарса тӑраҫҫӗ: пӗлтӗр, сӑмахран, 78 ҫӗнӗ автобус илмелле пулнӑ. Пысӑк пӑтӑрмахсем пирки калаҫу пуҫлас пулсан 2008 ҫулта пулса иртнине аса илме пулать — шкул автобусӗн водительне пула ун чухне Ишек (Шупашкар районӗ) патӗнче пӗри ҫаврӑнса ӳкнӗччӗ. Телее, никам та вӑйлӑ суранланманччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2013/04/04/lights/
 

Чӳкӗн 9-мӗшӗнче Ишекри КВЦ ҫумӗнчи Андреев А.Н. ертсе пыракан фольклор ушкӑнӗ ялта вырнаҫнӑ Александр Мироновӑн «Тавраш» ятлӑ музейре пулса курчӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнана пӗрле ветерансен канашӗн председателӗ Кудрганова Н.А., «Мӑн Марка ИКЦ» МБКУ директорӗ Нестерова И.П. пычӗҫ.

Александр Николаевич Миронов — тава тивӗҫлӗ таврапӗлӳҫӗ, вӑл хӑйӗн килӗнче музей йӗркеленӗ. Темиҫе ҫул хушши вӑй хурса ӗҫленӗ хыҫҫӑн музейри экпонатсен шучӗ пинрен те иртнӗ. Шел те, сывлӑх хавшанӑран час-часах тухса ҫӳреймест вӑл халь.

Хӑнасем килнӗ ятпа Александр Николаевич музейпе паллаштарчӗ, хӑйӗн несӗл йывӑсси пирки каласа пачӗ. Ишек ялӗ епле пулса кайни пирки те сӑмах хушрӗ вӑл. Музей йӗркелӳҫин кӑткӑс калавӗ хӑнасене питӗ кӑмӑла кайрӗ. Тав туса вӗсем темиҫе юрӑ шӑрантарса пачӗҫ.

Каласа хӑварас пулать: Ишекре унсӑр пуҫне тепӗр музей те пур, пысӑкраххи — Ишекри таврапӗлӗвӗн халӑх музейӗ. Ӑна 1983 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче уҫнӑ, икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ.

Малалла...

 

Ҫӗртмен 16-17-мӗшӗсенче, иртнӗ канмалли кунсенче, Ишек пасарӗ вӑйлӑ шавларӗ — йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кунта ярмӑркка иртрӗ.

Ишек ярмӑрккине вырӑнти ял тӑрӑхӗн Пуҫлӑхӗ Максимов А.Н. вырсарникун уҫрӗ. Ӗлӗк кунта 10 пине яхӑн ҫын пухӑнма пултарнӑ теҫҫӗ пулсан, ку канмалли кунсенче те халӑх сахал мар пуҫтарӑнчӗ. Вӗсем валли спорт вӑййисем, ача-пӑча валли тӗрлӗ вӑйӑсем пулчӗҫ. Кил-хуҫалӑхра кирлӗ япаласем туянакансем валли те кунта тавар пайтахччӗ — чӑх-чӗппе выльӑх чӗрлӗх те, кӗпе-йӗм те, тӗрлӗ савӑт-сапа та пурччӗ.

Халӑх тӗрлӗ спорт вӑййисенче вӑй виҫрӗ: кӗрешӳре, волейболра, мини футболра, кире пуканӗ йӑтса. Кашни ҫӗнтерӳҫӗ парнеллӗ пулчӗ. Ярмаркка концертпа вӗҫленчӗ: районти тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Сӑнсем (47)

 

Кӳкеҫри культура центрӗнче акан 17-мӗшӗнче «Шупашкар район пики-2012» конкурс иртрӗ. Унта 7 ял тӑрӑхӗ хӑйсен маттурӗсемпе паллаштарчӗ.

Чӑваш тӗрриллӗ кӗпесем тӑхӑннӑ 7 пике сцена ҫине тухсан залра темччен алӑ ҫупрӗҫ. «Чӑн та, пирӗн хӗрсемех хитре ҫав. Чӑваш кӗпи тата та илӗртӳллӗ, йӑрӑс пӳллӗ кӑтартать. Ах, чипер», — арҫынсем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла калани те илтӗнчӗ. Хӗрсем конкурс заданийӗсенче — «Паллашу карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш наци апачӗ», «Чӑваш стилӗ» — тупӑшма пуҫ­ласан куракансем вӗсен ӑс-тӑнӗнчен те, пултарулӑхӗнчен те тӗлӗнчӗҫ. «Кун пек хӗрсемпе Шупашкар районӗ чӑн-чӑнах мухтанма пултарать», — терӗҫ залра ларакансем.

Жюри членӗсен хаклавӗнчен вара ҫакӑ курӑнчӗ: Ҫӗньялти Диана Павлова «Ҫепӗҫ пике», Ишек тӑрӑхӗнчи Лидия Одинцова «Ӑслӑ пике», Тутаркассинчи Светлана Федорова «Пултаруллӑ пике», Шӗнерпуҫ тӑрӑхӗнчи Татьяна Васильева «Сӑпайлӑ пике» пулса тӑчӗҫ. Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗнчи Ксения Федорова вара «Шупашкар район пики-2012» титула ҫӗнсе илчӗ.

Малалла...

 

Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Енре чи лайӑх ӗҫ бригади хӑшӗ пулнине палӑртӗҫ. Фестивальте Шупашкар район чысне Ишекри ҫул ҫитмен ачасен «Рябинка» ӗҫ бригади хатӗрленет. Оксана Гурьянова ертсе пыракан ачасем эмел курӑкӗсем пухассипе, тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ, палӑксене пӑхса тӑраҫҫӗ.

Мали вырӑна йышӑнма вӗсене ӑнӑҫу сунар!

 

Михаил Игнатьев
Михаил Игнатьев

Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 14-мӗшӗнче, пулас Чӑваш Ен президенчӗ Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнче канашлу ирттерчӗ.

Калаҫу ытларах кӑҫал ял хуҫалӑхне пырса тивнӗ йывӑрлӑхсем пирки пулчӗ. Ҫавӑн пекех шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлессипе пурнӑҫ ыйтӑвӗсене те тишкерчӗҫ. Михаил Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх ял хуҫалӑхне пулӑшу пулатех, анчах ӑна тивӗҫме хӑйсен те тӑрӑшмалла пулӗ. Выльӑх шутне чакарманнисене ҫеҫ пулӑшӗҫ. Кредит илнӗскерсене Россельхозбанкпа Перекет банкӗн вырӑнти уйрӑмсен пуҫлӑхӗсем ҫӑмӑллӑх пулӗ тесе шантарчӗҫ. Кредитсене пролонгацилеме (чӑвашла каласан, парӑма татмалли вӑхӑта куҫарма, тӑсма) май пулӗ терӗҫ.

Михаил Игнатьев умӗнче Ишек, Ҫырмапуҫ, Шӗнерпуҫ, Лапсар, Янӑш ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисен хӗрелме тиврӗ — вӗсен тӑрӑхра ял халӑхӗ выльӑх-чӗрлӗхе мӗншӗн сахалрах тытма пуҫлани пирки, ҫынсем мӗншӗн кредитсем илесшӗнех маррине ӑнлантарса пама тиврӗ.

Малалла...

 

Пӗлтӗрхи Акатуйра
Пӗлтӗрхи Акатуйра

Ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн халӑх мӗн ӗлӗкрен Акатуй ирттернӗ. Ку уява, авалхи пек мар пулин те, халӗ те уявлаҫҫӗ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Акатуй Кӳкеҫре янрӗ — кунта район шайӗнчи уяв иртӗ.

Шупашкар районӗнчи Акатуй ытти ҫулсенчи пекех Хӗвеллӗ уҫланкӑра иртӗ, пуҫламӑшӗ — 10 сехетре. Уявра район ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Пӗлтӗр Николай Васильевич Фёдоров президент та килсе кайнӑччӗ.

 

Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче тепӗр Акатуй иртӗ — ӑна Лапсар ял тӑрӑхӗ ирттерӗ. Ку уяв ял тӑрӑхӗн ҫыннисене Ҫӗньял ҫывӑхӗнче савӑнтарӗ.

Ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче Шупашкар районӗнче тепӗр савӑнӑҫлӑ уяв пулӗ — Ишек ярмӑркки. Вӑл ӗнтӗ иртнӗ ҫулсенчи пекех Ишек пасар вырӑнӗнче иртӗ.

 

Уявсене килсе кайма ан манӑр — пӗтӗм кил-йышпа хутшӑнӑр!

 

Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ Ишек пасарӗ сутӑҫсемпе хӑнасене «Рынок закрыт» ҫырнӑ хутпа кӗтсе илнӗ. Пасар йӗри-тавра хура тумлӑ ҫынсем сыхласа тӑнӑ. Вӗсен тумӗ ҫинче «служба судебных приставов» сӑмахсем пулнӑ.

Нарӑс уйӑхӗнче суд пасара кирлӗ нормӑсене ҫитермешкӗн хушу кӑларнӑ, ҫитменлӗхсене тӳрлетмешкӗн вӑхӑт панӑ. Роспотребнадзор ӗҫченӗсене пасарӑн санитарпа эпидеомологи заключенийӗ пулманни, пӗтӗмӗшле шыв пӑрӑхӗ, канализаци, сивӗтмелли оборудовани ҫукки килӗшмен. Сутӑҫсемшӗн пите-куҫа ҫумалли вырӑн ҫукки те Роспотребнадзор ӗҫченӗсене килӗшмен. Ҫитменлӗхсем шутне пасар вырӑнӗ тирпейсӗр пулни, ӑпӑр-тапӑра вырӑнта ҫунтарни, хӑвӑрт пӑсӑлакан тавара санитари йӗркисемпе сутманни, таварсене хутӑш сутни те кӗнӗ. Пасар администрацийӗ ку ҫитменлӗхсене тӳрлетменнине кура суд пасар ӗҫне 3 уйӑхлӑха пӗтерсе лартакан йышӑну кӑларнӑ.

Ишек пасарӗ — Чӑваш Енри чи авалхи пасарсенчен пӗри. Суту-илӳ тумашкӑн унта ҫынсем канмалли кунсенче пухӑнаҫҫӗ.

Малалла...

 

«2006-2010 ҫулсем хушшинче Шупашкар районӗнче туризма аталантарасси» тӗллевлӗ Программӑпа килӗшӳллӗн паян Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнче «Н.Я. Бичурин» скульптура композицине уҫнӑ. Скульптура композицийӗ паллӑ ӑҫчахӑн кӗҫӗн тӑван ҫӗрӗ ҫинче, Типнер ялне кӗнӗ ҫӗртне вырнаҫнӑ. Композицин авторӗ — Сандр Пикл (Александр Алексеев).

Анатолий Князев малтан тухса сӑмах каларӗ. Хӑйен сӑмахӗнче вӑл кӗскен «2006-2010 ҫулсем хушшинче Шупашкар районӗнче туризма аталантарасси» тӗллевлӗ Программӑпа паллаштарчӗ. Районта халӗ 5 экскурси маршрутне хатӗрленӗ. Уйрӑмах «В глубине веков» маршрут лайӑх аталанни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл маршрут тӑрӑх Кӳкеҫри тата Ишекри «Бичурин тата хальхи вӑхӑт» краеведени музейӗсене кӗрсе курма пулать. Анатолий Пантелеймонович Сандр Пикла пысӑк тав сӑмахӗ каларӗ. Сӑмах май каласан ку унӑн районти виҫҫӗмӗш ӗҫӗ. Малтанхи иккӗшӗ Апаш культурипе ҫыхӑннӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем