Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Кӳкеҫри культура центрӗнче акан 17-мӗшӗнче «Шупашкар район пики-2012» конкурс иртрӗ. Унта 7 ял тӑрӑхӗ хӑйсен маттурӗсемпе паллаштарчӗ.
Чӑваш тӗрриллӗ кӗпесем тӑхӑннӑ 7 пике сцена ҫине тухсан залра темччен алӑ ҫупрӗҫ. «Чӑн та, пирӗн хӗрсемех хитре ҫав. Чӑваш кӗпи тата та илӗртӳллӗ, йӑрӑс пӳллӗ кӑтартать. Ах, чипер», — арҫынсем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла калани те илтӗнчӗ. Хӗрсем конкурс заданийӗсенче — «Паллашу карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш наци апачӗ», «Чӑваш стилӗ» — тупӑшма пуҫласан куракансем вӗсен ӑс-тӑнӗнчен те, пултарулӑхӗнчен те тӗлӗнчӗҫ. «Кун пек хӗрсемпе Шупашкар районӗ чӑн-чӑнах мухтанма пултарать», — терӗҫ залра ларакансем.
Жюри членӗсен хаклавӗнчен вара ҫакӑ курӑнчӗ: Ҫӗньялти Диана Павлова «Ҫепӗҫ пике», Ишек тӑрӑхӗнчи Лидия Одинцова «Ӑслӑ пике», Тутаркассинчи Светлана Федорова «Пултаруллӑ пике», Шӗнерпуҫ тӑрӑхӗнчи Татьяна Васильева «Сӑпайлӑ пике» пулса тӑчӗҫ. Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗнчи Ксения Федорова вара «Шупашкар район пики-2012» титула ҫӗнсе илчӗ. Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Анна Елахова «Хӳхӗм пике», Чӑрӑшкассинчи Анастасия Одерякова «Хастар пике» пулнисӗр пуҫне иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ.
