Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн халӑх мӗн ӗлӗкрен Акатуй ирттернӗ. Ку уява, авалхи пек мар пулин те, халӗ те уявлаҫҫӗ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Акатуй Кӳкеҫре янрӗ — кунта район шайӗнчи уяв иртӗ.
Шупашкар районӗнчи Акатуй ытти ҫулсенчи пекех Хӗвеллӗ уҫланкӑра иртӗ, пуҫламӑшӗ — 10 сехетре. Уявра район ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Пӗлтӗр Николай Васильевич Фёдоров президент та килсе кайнӑччӗ.
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче тепӗр Акатуй иртӗ — ӑна Лапсар ял тӑрӑхӗ ирттерӗ. Ку уяв ял тӑрӑхӗн ҫыннисене Ҫӗньял ҫывӑхӗнче савӑнтарӗ.
Ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче Шупашкар районӗнче тепӗр савӑнӑҫлӑ уяв пулӗ — Ишек ярмӑркки. Вӑл ӗнтӗ иртнӗ ҫулсенчи пекех Ишек пасар вырӑнӗнче иртӗ.
Уявсене килсе кайма ан манӑр — пӗтӗм кил-йышпа хутшӑнӑр!
Akatuy // 4026.53.7999
2010.06.05 18:45 | |
Фотосем пулес | |
Аçтахар Плотников // 2048.94.5463
2010.06.08 20:55 | |
Эрнекун çак Акатуя лекес тесех Яманакран каçхи тухрăм. Шел те шăматкун каимарăм :( Сăнсене, енчен те вĕсене эсир тунă пулсан тата хăвăр сăнӳкерчĕксене ирĕклĕн усă курма май парсан, gallery.chuvash.org сайта кĕртсен питĕ лайăх пулĕччĕ. | |
