Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ Ишек пасарӗ сутӑҫсемпе хӑнасене «Рынок закрыт» ҫырнӑ хутпа кӗтсе илнӗ. Пасар йӗри-тавра хура тумлӑ ҫынсем сыхласа тӑнӑ. Вӗсен тумӗ ҫинче «служба судебных приставов» сӑмахсем пулнӑ.
Нарӑс уйӑхӗнче суд пасара кирлӗ нормӑсене ҫитермешкӗн хушу кӑларнӑ, ҫитменлӗхсене тӳрлетмешкӗн вӑхӑт панӑ. Роспотребнадзор ӗҫченӗсене пасарӑн санитарпа эпидеомологи заключенийӗ пулманни, пӗтӗмӗшле шыв пӑрӑхӗ, канализаци, сивӗтмелли оборудовани ҫукки килӗшмен. Сутӑҫсемшӗн пите-куҫа ҫумалли вырӑн ҫукки те Роспотребнадзор ӗҫченӗсене килӗшмен. Ҫитменлӗхсем шутне пасар вырӑнӗ тирпейсӗр пулни, ӑпӑр-тапӑра вырӑнта ҫунтарни, хӑвӑрт пӑсӑлакан тавара санитари йӗркисемпе сутманни, таварсене хутӑш сутни те кӗнӗ. Пасар администрацийӗ ку ҫитменлӗхсене тӳрлетменнине кура суд пасар ӗҫне 3 уйӑхлӑха пӗтерсе лартакан йышӑну кӑларнӑ.
Ишек пасарӗ — Чӑваш Енри чи авалхи пасарсенчен пӗри. Суту-илӳ тумашкӑн унта ҫынсем канмалли кунсенче пухӑнаҫҫӗ. Темиҫе ӗмӗр тӑршшӗпе ҫынсем кунта нумай тавар сутнӑ, илнӗ. Хальхи самана вара ҫӗнӗ йӗркесем кӗртет — кивӗлле суту-илӳ тума юрамасть иккен.