ЧР влаҫӗсен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене паллӑ телеертӳҫӗ Леонид Якубович тата Раҫҫей Геройӗ, генерал-лейтенант Николай Гаврилов килсе кайнӑ. Икӗ тус пирӗн республикӑна час-часах пӗрле килсе ҫӳреҫҫӗ.
Николай Гавриловпа Леонид Якубович Етӗрне хулинче пулса курнӑ. Вӗсем летчика халалланӑ стела патӗнче чарӑннӑ.
Ку юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулнӑ. Хисеплӗ хӑнасем стела патне чечексем хунӑ. Тӗлпулӑва Етӗрне ҫыннисем те пухӑннӑ. Вӗсем Леонид Якубовичпа сӑн ӳкерӗннӗ, автограф ҫыртарнӑ.
Николай Гаврилов Етӗрнене яланах савӑнса килнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл етӗрнесем хӑйсен хулине юратнине, уншӑн тӑрӑшнине каланӑ.
Етӗрнесем хисеплӗ хӑнасене — Николай Гаврилова тата Леонид Якубовича — тулли кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ.
Юпа уйӑхӗн 19–23-мӗшӗсенче Чӑваш Енри хуласемпе ялсенче Ял кинофестивалӗ иртӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ 79 ҫул тултарнине халалланӑ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале ирттермешкӗн пилӗк лапам суйланӑ. Вӗсем — Етӗрне, Ҫӗрпӳ хулисем, Муркаш, Элӗк тата Кӳкеҫ поселокӗ.
Кинофестиваль Етӗрне хулинче юпан 19-мӗшӗнче 13 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче халӑх литература хайлавӗсен экранизацийӗсене курма пултарӗ. Тӗслӗхрен, «Испанец», «Цель вижу». Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ кинолентӑсем пулӗҫ: «А зори здесь тихие», «В тумане», «Единичка».
Кинофестивале кирек кам та килме пултарӗ. Фильмсене тӳлевсӗрех кӑтартӗҫ.
Етӗрне хулинче чуччусене тӑпӑлтарса кайни пирки ҫынсем кӑмӑлсӑрланчӗҫ. Ку суйлавпа ҫыхӑннӑ терӗҫ. Депутат унта выляса ярса хӑй малтан лартнӑ чуччусене тӑпӑлтарса кайнӑ тесе калаҫрӗҫ.
Халӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Етӗрне районӗнчи уйрӑмӗн секретарӗ Владимир Николаевич Кузьмин кун пирки ҫапла каланӑ:
«МИХсенче Етӗрне хулинчи Ҫамрӑксен урамӗнчи ача-пӑча лапамӗнчи чуччусене кӑларса кайни пирки ҫырни ҫинчен ҫапла калатӑп, лапамра ача-пӑчана суранлатма пултаракан дефект тупнӑ, ҫавӑнпа юпан 13-мӗшӗнче ӑна ҫӗннипе улӑштарнӑ. Ку суйлавпа ҫыхӑннӑ тени тӗрӗс мар. Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварар: «Пӗрӗхлӗ Раҫҫей» парти ачасем пирки шухӑшланӑ та, малалла та шухӑшлать.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ суйлав умӗн Етӗрне районӗн «Знамя труда» хаҫатра «Появились качели и горка» статья тухнӑ. Унта сӑнӳкерчӗк те пулнӑ: савӑнӑҫлӑ ачасем ҫӗнӗ чуччусем патӗнче тӑраҫҫӗ. Ҫакна кам туни пирки хаҫат вулакан ыйтнипе тӗпченӗ имӗш.
Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ П.А.Бажайкин савӑннине пытармасӑр ҫапла каланӑ: «Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫамрӑксен микрорайонӗнче ҫынсем ыйтнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ. Ку «Автодорсервис» тулли мар яваплӑ общество директорӗ Алексей Константинович Жарков пулӑшнипе пулнӑ».
Жарков текенни ун чухне шӑпах Етӗрне район пухӑвӗн депутатне суйланма кандидатура тӑратнӑ-мӗн. Шӑпах «Ҫамрӑксен» ятлӑ 5-мӗш округра тата.
Анчах «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тӑратнӑ Алексей Жарков суйлава выляса янӑ. Уйӑх та иртмен — юпан 10-мӗшӗнче ҫав картишре рабочисем ачасен чуччуйӗсене каялла кӑларнӑ. Ҫынсем полицейскисене чӗннӗ. Лешсем нимӗн те тӑвайман.
Тӗнче тетелӗнче ку информаци кӗҫех тухнӑ. Чылайӑшӗ депутат ҫапла хӑтланнипе кӑмӑлсӑр.
Етӗрнери тӗп вулавӑшра вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ йывӑҫсем, чечексем куҫа илӗртеҫҫӗ. Вӗсене Етӗрнере пурӑнакан Анна Михайлова тӑхӑр ҫул «ҫитӗнтерет» ӗнтӗ. Унӑн ӗҫӗсене вулавӑша килекенсем курма пултараҫҫӗ.
Малтанах Анна Ҫӗнӗ ҫул валли вӗтӗ шӑрҫаран чӑрӑш хатӗрленӗ. Унтан юман, пилеш «чӗрӗлнӗ». Анна ҫак ӗҫе журналтан пӑхса вӗреннӗ. Пурӑна-киле унӑн аллинче ӗҫ вӗреме тытӑннӑ.
Унӑн килӗнче вӑрман ӳсет темелле. Пур йывӑҫ та — вӗтӗ шӑрҫаран. Анна унран чечексем те, капӑрлӑхсем те хатӗрлет. Анна ку ӗҫе хӑнӑхса пынине ҫӗҫ калать, мӗншӗн тесен унӑн вӗренмелли нумай-ха.
Анна ку ӗҫпе чунӗ ыйтнипе аппаланать. Алӗҫӗпе вӑл мӗн ачаранах кӑсӑкланнӑ. Темиҫе ҫул каялла Етӗрнене Леонид Якубович килсен вӑл ӑна тӗрленӗ картина парнеленӗ. Унччен вӗсем упӑшкипе «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑмра пулса курнӑ. Унта вӗсем урапа выляса илнӗ.
Анна малашне вӗтӗ шӑрҫаран пысӑк кӳлепесем ҫыхма вӗренесшӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ пирки чӑн-чӑн паттӑр теме те юрать пулӗ. Ара, вӑл пӗччен пуҫпа виҫӗ вӑйпиттирен тарса хӑтӑлма пултарнӑ-ҫке. Унччен ӑна хӗненӗ, укҫине туртса илнӗ, карас телефонӗсӗр хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар каччине усалсем Шупашкарти Мир проспектӗнчи хваттерте тапӑннӑ. Вӗсем ӑна малтан хӗненӗ, унтан укҫине вӑрланӑ тата карас телефонне. Каччӑна тапӑннӑ виҫӗ арҫын кунпах ҫырлахман — тата укҫа тӳлеме ыйтнӑ, унпа пӗрле вӗсем такси тытса килне кайма тухнӑ. Ҫул ҫинче каччӑ хӑйне кӳрентерекенсенчен хӑтӑлма пултарнӑ — вӑл урапаран сиксе юлнӑ. Усалсенчен тарса ӳкнӗ каччӑ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Шупашкар хулинчи оперативниксемпе Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем часах лешсен йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӗсем каччӑна тытнӑ хваттерте пулнӑ. Виҫҫӗшӗ те — унччен судпа айӑпланнӑскерсем. Хӑйсем — Шупашкартан тата Етӗрнерен.
Гостехнадзор инспекцийӗн Етӗрне районӗнчи инспекцийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ инспектор ӗҫсен те руль умне ларма кӑмӑлланӑ. Пӗрремӗш хут вӑл ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине 2013 ҫулта ҫакланнӑ. Ҫав ҫулхи пушӑ уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Уррипе ӳсӗррине палӑртма медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗшӗн ӑна ҫулталӑк та ултӑ уйӑхлӑха правасӑр хӑварнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче вӑл «ВАЗ-21074» урапа рулӗ умне каллех ӳсӗрле ларнӑ. Урапи ӗҫри пулнӑ. Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫакан кӗпер ҫине кӗричченхи светофор умӗнче вӑл «ВАЗ-21140» урапапа пырса ҫапӑннӑ. Кокорев медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма каллех хирӗҫленӗ. Ӳсӗр пуҫпа руль умне ларнӑшӑн пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ пирки айӑплав ҫирӗплетсе прокуратура суда ярса панӑ.
Паян, ҫурлан 27-мӗшӗнче, Етӗрне хулинче вырнаҫнӑ «Бизнес валли бизнес» коммерци банкӗ лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Кредит организацийӗн ӗҫ тӑвакан органӗсен прависене чарса лартнӑ.
Раҫҫейӗн Банкӗ кун пек татӑклӑ утӑм патне ахальтен пырса тухман. Етӗрнери коммерци банкӗ банк ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен калакан федераци саккунӗсене тата Раҫҫейӗн Банкӗ ыйтнине пӑхӑнса пыман. Тупӑша айккине ярассипе кӗрешекен федераци саккунӗ ыйтнине те вӑл ӑша хывсах кайман-мӗн. Унсӑр пуҫне тата «кредиторсемпе вкладчиксемшӗн хӑрушлӑх пуррине кура» лицензие илни пирки Bankir.ru информаци агентстви пӗлтерет.
Активсен виҫине «Бизнес валли бизнес» коммерци банкӗ ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне ҫӗршывра 630-мӗш йӗркере пулнӑ. Банк вкладсене страхлакан тытӑмра пулнӑ май унта укҫа упракансен пӑшӑрханма кирлӗ мар: «кӗмӗле» тавӑрса парӗҫ.
Етӗрнесем хулан 425 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӗсене саламламашкӑн Михаил Игнатьев ҫитнӗ. Вӑл промышленноҫ предприятийӗсен экспозицийӗпе паллашнӑ, наци апачӗсен куравне пӑхса ҫаврӑннӑ. Унтан Михаил Васильевич ҫанӑ тавӑрса ӗҫлекенсене наградӑсемпе чысланӑ.
Михаил Игнатьевӑн ҫулҫӳревӗ кунпа вӗҫленмен. Вӑл Пупӑлькасси ял уявне ҫитсе курнӑ. Унтан Тури Ачака ҫул тытнӑ. Аркадий Айдак палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн вӑл хӑмла пахчине пӑхса ҫаврӑннӑ. Ӑна кунта 1972 ҫултанпа ҫитӗнтереҫҫӗ.
Хуҫалӑхра 22 гектар хӑмла ӳстереҫҫӗ. Гектартан 14–15 центнер хӑмла пухаҫҫӗ. Михаил Игнатьев хӑмла хакӗ 500–600 тенкӗ пуласса каланӑ. Вӑл халӗ хӑмла ӳстересси тупӑшлӑ ӗҫ пулнине палӑртнӑ.
Етӗрне хулинче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене «Форд Фокус» ятлӑ урпапа ҫухални пирки пӗлтернӗ. Инкек тӳсекен ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урапа район центрӗнчи Комсомольски урамӗнче ларнӑ, ҫавӑнтан такамсем ӑна пӗҫертсе кайнӑ та. Анчах вырӑнти йӗрке хуралҫисемпе республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин Пуҫиле шыравӗн управленийӗн ӗҫченӗсем итлеме итлеҫҫӗ те, анчах пуҫа та ӗҫлеттереҫҫӗ. Вӗсем арҫын суйса пӗлтернине палӑртаҫҫӗ.
Машинӑна ҫамрӑк кивҫенле илнӗ, ӑна та вӑл тӳлесе татман. Тата унӑн тӗрлӗ штраф тӳлемелле пулнӑ. Парӑма шыраса илейменнине кура суд приставӗсем урапа тӗлӗшпе арест хума йышӑннӑ. Ҫамрӑк арҫын парӑма татас тесе машина ҫухалнӑ пек тӑвас та страховани укҫиллӗ пулас тенӗ. Суйса евитленишӗн халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |