Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ялти пенсионерсен пенсине ӳстерсе парассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пенсин страховани пайӗ ҫумне 25 процент хушса тӳлӗҫ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫав виҫе 5334 пин те 19 пуспа танлашӗ. Апла пулсан 1333 тенкӗ те 55 пус хушӑнӗ.
Хуласем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Ҫӗрпӳ — ял шутланманни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Хула йышши поселоксем те ял шутланмаҫҫӗ. Чӑваш Енре ун пеккисем ҫаксем: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Вӑрмар, Кӳкеҫ, Буинск, Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка. Вӗсенче ялта 25 ҫул ытла ӗҫленӗ 72 пенсионер пурӑнать.
Ялта пропискӑра тӑракан, анчах хулара пурӑнакан пенсионерсен пенсийӗ вара ӳсӗ. Ҫавна вӗсен хутпа ҫирӗплетмелле.
Етӗрнере пурӑнакан арҫын хӑйӗн машини валли двигатель саккас пама шутланӑ. Анчах посылкӑра кирлӗ япала килмен, ултавҫӑсем кирпӗч тултарнӑ михӗсем ярса янӑ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫак 46 ҫулти арҫын полицие ҫитнӗ, ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗ урлӑ двигатель саккас парса ӑна Ярославль хулинчен транспорт компанийӗ урлӑ ҫитерме палӑртнӑ-мӗн.
Етӗрне арҫынни таваршӑн кӑштах укҫа та тӳлесе хунӑ: 3 пин тенкӗ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑ посылка накладнойӗн копине кӑтартнӑ. Вара 46-ри арҫын ытти укҫана – 24 пин тенке – куҫарнӑ. Анчах двигатель вырӑнне кирпӗч ҫитнӗ.
Халӗ полици ултавҫа тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлет.
2020 ҫулта Николай Ашмарин чӗлхеҫӗ ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. ЧР Правительстви ҫавра ҫула палӑртмашкӑн тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ.
Ытларахӑшӗ 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче иртӗ. Етӗрнере «Ашмарин вулавӗсем» конференци йӗркелӗҫ, регионсен хушшинче синквейн (пилӗк йӗркеллӗ сӑвӑ) ҫырас енӗпе «Чӑваш чӗлхин тупри» интернет-конкурс ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗрентекенсем валли «Н.И.Ашмаринӑн пултарулӑх еткерӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ пулӗ.
Ашмарин пирки документлӑ фильм ӳкерме, куҫ курманнисем валли нумай форматлӑ кӑларӑма кун ҫути кӑтартма, чӗлхеҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫӗсен суйласа илнисен пуххине электронлӑ майпа кӑларма палӑртнӑ. Сӑмах май, Чӑваш халӑх сайчӗ унӑн 17 томлӑ «Чӑваш чӗлхин словарьне» электрон вариант ҫине куҫарса тӗнче тетелне вырнаҫтарма тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе ҫавра ҫул тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.
Каласа хӑвармалла: Николай Ашмарин Етӗрнере 1870 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – тӗрӗкҫӗ, тюркологи докторӗ, профессор, хальхи чӑваш чӗлхин никӗслевҫи. Николай Иванович 1933 ҫулта Хусанта вилнӗ.
Етӗрнере амӑшӗпе 3 ҫулти ывӑлӗ ҫухални пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫак кунсенче хыпарланӑччӗ. «Лиза Алерт Чӑваш Ен» шырав отрячӗн страницинче лайӑх хыпар пур: вӗсем тупӑннӑ.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 36 ҫулти хӗрарӑм ывӑлне ҫавӑтса килтен тухса кайнӑ та тек таврӑнман. Вӗсене йӗрке хуралҫисем, тӑванӗсем, «Лиза Алерт» шырав отрячӗн нимеҫисем темиҫе кун шыранӑ.
Амӑшӗпе ывӑлне авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тупнӑ. Халӑх тетелӗсенче хыпарланӑ тӑрӑх, вӗсемпе нимӗн те пулман, хӑйсене чиперех туяҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Етӗрнере 36 ҫулти хӗрарӑм виҫӗ ҫулти ывӑлӗпе ҫухалнӑ. Абакумова Марина Геннадьевнӑпа Абакумов Константина тӑванӗсем шырама пуҫланӑ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Амӑшӗпе ывӑлӗ килтен 19 сехет ҫурӑра тухса кайнӑ. Амӑшӗ 165 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех, ҫӳҫӗ ҫутӑ. Ачи 80 сантиметр ҫӳллӗш, хӗрлӗ сарӑ ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр.
Амӑшӗ симӗсрех пиншак, кӑвак джинс, кӑвак кеда тӑхӑннӑ, ачи вара ҫутӑ кӑвак курткӑпа, футболкӑпа, хура кроссовкӑпа, хӑмӑр калпакпа. Вӗсене курнисене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Амӑшӗпе ывӑлне «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн нимеҫисем те шыраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен яланхи пекех Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртнӑ. Ҫак ята тивӗҫнӗ 1000 педогогӑн ячӗ ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Вӗсене 200-шер пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Кӑҫал ку йыша Чӑваш Енри 9 вӗрентекен кӗнӗ:
Етӗрнери 2-мӗш шкулти вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ Александр Меркурьев;
Патӑрьелти 1-мӗш шкул йӗркелӳҫи Юрий Васюткин;
Шупашкарти 47-мӗш шкулти технологи учителӗ Наталия Выйгетова;
Шупашкарти 3-мӗш лицейри физика вӗрентекенӗ Надежда Клинк;
Шупашкарти 49-мӗш шкулти технологи учителӗ Валерий Кудряшов;
Шупашкарти 24-мӗш шкулти историпе обшествознани вӗрентекенӗ Марина Кумалякова;
Вӑрмарти Егоров ячӗллӗ шкулти биологи учителӗ Клавдия Николаева;
Шупашкарти 44-мӗш лицейри истори вӗрентекенӗ Елена Пустовалова;
Йӗпреҫри 2-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Алена Ядрицова
Чӑваш Енри усламҫӑсем Беларуҫ Республикинчи производительсен ячӗ-сумӗпе пӗркенсе хӑйсен брендне сӗнеҫҫӗ имӗш. Ҫакӑн пирки ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Игорь Данилов ятлӑ ҫын Фейсбукра пӗлтернӗ. Тӗнче тетлӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи хыпара вуланӑ хыҫҫӑн www.belnovosti.by сайтра та ҫырнӑ.
Игорь Данилов ятлӑ этем Мускавра пулнӑ имӗш, унта вӑл «Белорусские традиции» маркӑллӑ турӑх илсе ӗҫес тенӗ. Анчах ӑна турӑх тути килӗшмен. Туяннӑ савӑта ҫавӑрса пӑхнӑ та ӑна Чӑваш Енре кӑларни палӑрнӑ. Унти ӳкерчӗке ӗненсен, «Белорусские традиции» турӑха Етӗрнери «Ядринмолоко» сӗт-ҫу савутӗнче кӑларни палӑрать.
«Беларуҫра туса кӑлараканнине юраакансене нимӗнле Роспотребнадзор та хирӗҫ тӑраймӗ! Пирӗн ҫимӗҫе Раҫҫее кӳрсе кайма хутран-ситрен чарсан кӑна!», – пӗтӗмлетнӗ кӑмӑлсӑрланса арҫын.
Чӑваш Ен Элтеперӗн 2018 ҫулшӑн паракан грантне кӑҫал вӗренӳ тытӑмӗнчи 20 учреждени тивӗҫӗ. Вӗсен йышӗнче, шкулсем, ача пахчисем, техникумсем тата ача-пӑча пултарулӑх центрӗсем пур. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат сайчӗ хыпарлать.
Учрежденисене пултарулӑха аталантарма тата ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме 200-шер пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Телейлисен йышне Ҫӗмӗрлери сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ачасен интернат шкулӗ, 1-мӗш ача пахчи, ача-пӑча пултарулӑх центрӗ, Шупашкарти машина тӑвакансен техникумӗ, транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗ, 5-мӗш гимнази, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсем, 113-мӗш, 180-мӗш ача пахчисем, «Эткер» центр, Вӑрнарти 7-мӗш ача пахчи, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчи, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл шкулӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх аталанӑвӗн центрӗ, 9-мӗш шкул, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗ, Етӗрнери 1-мӗш гимнази тата Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри А.П. Айдак ячӗллӗ шкул кӗнӗ.
Етӗрне хлинче пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче чир-чӗртен хӑтӑлма пулӑшакан сиплевҫӗ номерне курнӑ та шӑнкӑравланӑ. Ултавҫӑ унӑн укҫи-тенкине сӑптӑрассишӗн ҫеҫ калаҫнине чухламан ӗнтӗ вӑл.
Малтанах шӑнкӑравласан никам та хуравламан. Кӑштахран хӗрарам патне каялла шӑнкӑравласа янӑ, вӑраха кайнӑ чиртен сыватма шантарнӑ.
«Сиплев» темиҫе сеанса тӑсӑлнӑ. Пенсионерка пӗтӗм укҫине кӑларса хума та шеллемен. Пӗтӗмпе вӑл ултавҫа 115 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Анчах сплев вӗҫленсен ватӑскер ним уссине те туйман, ҫавӑнпа полицирен пулӑшу ыйтма шухӑшланӑ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем Раҫҫейри темиҫе регионта регистрациленӗ номерсемпе усӑ курнӑ. Халӗ ултавҫӑсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Етӗрнери «Сӑрҫи» вӑй-хал культурипе спорт комплексне вӑхӑтлӑха хупнӑ. Приставсем унӑн алӑкӗ ҫине пичет ҫапнӑ.
Спорт комплексӗ Ростехнадзорӑн Сӑрҫи управленине 2017 ҫулхи отчета тӑратман-мӗн.
Суд ларӑвӗнче «Сӑрҫи» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫапах унӑн административлӑ майпа явап тытма тиветех.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче суд приставӗсем комплекса 5 талӑклӑха хупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |