Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сӑр юханшывӗнче ҫухалнӑ икӗ арҫыннӑн виллисене тупнӑ. Вӗсем – йӗкӗреш, 1956 ҫулта ҫуралнӑскерсем.
Ҫак йӗкӗреш Шупашкарта пурӑннӑ. Пӗр кунхине, акан 6-мӗшӗнче, вӗсем Етӗрне хули ҫывӑхне, Сӑр юханшывне, пулла кайнӑ. Хайхискерсем каҫхине ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Пӗрин арӑмӗ йӗкӗреш ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхине Сӑр юханшывӗнче икӗ арҫын виллине тупни пирки хыпар ҫитнӗ. Кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем пӑр айне анса кайнӑ, ҫыран хӗррине тухайман – ҫавӑнтах шӑнса вилнӗ.
Чӑваш Енри тӑватӑ хула Раҫҫейри конкурса хутшӑнать. Вӗсем хӑтлӑ хула хӑтлӑхне йӗркелекенсен конкурсӗнче тупӑшӗҫ. Кашниех хӑйсен уйрӑм территорийӗсене тӑратнӑ.
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йерпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче асӑннӑ конкурса материалсене суйласа илекен ведомствӑсен хушшинчи комисси ларӑвӗ иртнӗ. Строительство министрӗ Алексей Грищенко конкурса тӑратнӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ.
Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисем хулисем 20 пинтен пуҫласа 50 пин таран ҫын пурӑнакан хуласен хушшинче тупӑшӗҫ, Улатӑр — 10 пин ҫын таран пурӑнаканнисен йышӗнче.
Улатӑр хули «Алатырь – белгорючь камень» текен территорие конкурса тӑратнӑ, Канаш — хулари культура керменӗн ҫуллахи паркне, Ҫӗмӗрле — хулари культурӑпа кану паркне, Етӗрне — Комсомольски урама.
2017 ҫулхи ҫулла Етӗрне хулинче Сӑр юханшывӗ хӗрринчи вакунран икӗ ҫын вырнаҫмалли кимӗ, мотор тата пулӑ тытмалли хатӗрсем ҫухалнӑ. Такам вакун ҫӑрине ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ.
Полицейскисем вӑрра шырама пуҫланӑ. Вӑхӑт иртсен ҫак ӗҫе Етӗрне районӗн арҫынни тума пултарни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫав арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ.
Хайхискер йӗр ун ҫине ӳкнине туйсан кимме тавӑрса пама шутланӑ. Вӑл кимме урӑх ҫынсем урлӑ хуҫине тавӑрса панӑ. Кимме йӑкӑртнӑранпа 2 ҫул иртнӗ пулнӑ ӗнтӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тепӗр хутчен тӗпчеме тытӑннӑ. Халӗ следстви пырать.
Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ Етӗрнери спирт савутне асӑрхаттарнӑ.
Тӗрӗслев органӗ предприяти «100 лет Чебоксарская водка» ятлӑ продукци кӑларнине асӑрханӑ. Ун этикетки ҫине савут ҫурчӗн управленине ӳкернӗ иккен.
Монополипе кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, предприяти Конкуренци ҫинчен калакан саккунӗн 14.3-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн 3-мӗш пайне пӑсать. Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ кӑлтӑка пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пӗтерме хушнӑ.
«Федерацин монополипе кӗрешекен службин управленийӗн асӑрхаттарӑвӗнче «100 лет Чебоксарская водка» ятлӑ эрехе кӑларма тата сутма чарӑнма хушнӑ», — ӑнлантарнӑ управленин тавар пасарӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Людмила Железина.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫын сывлӑхӗшӗн сиенлӗ алкоголь сутнӑ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-сулжби пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче сӑмакун кӑларнӑ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл шӗвеке Етӗрне хулинче пурӑнакан ҫынна сутнӑ. Сӑмакунра вара сиенлӗ микрохутӑшсем тупнӑ.
Хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ, хӑйӗн ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. Суд патшалӑх айӑплавҫипе килӗшсе хӗрарӑма 10 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен.
Кӑшарнире, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Етӗрне хулинче «Kia Rio» ҫӑмӑл автомобиль икӗ хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ та тарса ҫухалнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн 79 ҫулти хӗрарӑмӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ, тепӗр хӗрарӑма пульницана илсе кайнӑ. Авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ водителе тупса палӑртма май килнӗ: вӑл Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин вырӑнти полици уйрӑмӗн ӗҫченӗ иккен. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев пырать. 41 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхи Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Етӗрне районӗнчи уйрӑмӗн ӗҫченне должноҫран кӑларнӑ, тытса чарнӑ. Унӑн пуҫлӑхӗсене вара дисциплина тӗлӗшӗнчен ҫирӗп явап тыттарма йышӑннӑ.
«Ҫӳп-ҫап реформи» пурнӑҫа кӗнӗ-ха, анчах ҫӳп-ҫапа ялсенчен илсе тухас ӗҫ пур ҫӗрте те йӗркеленсе ҫитеймен. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кавал – манӑн пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв» ушкӑнра ялта ҫӳп-ҫап сапаланса выртнине сӑн ӳкерсе лартнӑ. Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче ӑпӑр-тапӑра пухма контейнер ҫук.
Вырӑнти администраци ҫӳп-ҫап пухмалли вырӑна палӑртнӑ, анчах контейнер лартман. Ҫынсем ӑпӑр-тапӑра ҫав вырӑна ҫӗр ҫине купаласа хунӑ. Анчах ҫиллӗ ҫанталӑкра ял тӑрӑх ҫӳп-ҫап вӗҫет.
Етӗрне хулинче вара урӑхла лару-тӑру – администраци контейнерсем илсе килнӗ, анчах вӗсене кутӑн май лартнӑ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнчен пуҫласа «Экоцентр» ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн ҫын пуҫне 74,44 пус тӳлемелле. Кӑҫалтан ку хак ӳснӗ: 75 тенкӗ те 70 пус.
Васкавлӑ медпулӑшун пӗр станцин пуҫлӑхне руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тытса чарнӑ. «Антидилер» юхӑмӑн Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машинисен уҫҫисене панӑ хыҫҫӑн пулнӑ.
Ҫав кун ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Ҫӗрпӳри, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Етӗрнери тата Патӑрьел районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцисем валли туяннӑ 70 машина уҫҫине панӑ. Каҫхине вара пӗр подстанцин пуҫлӑхне ӳсӗр тытса чарнӑ.
«За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Ҫӗрпӳри подстанци пуҫлӑхӗ пирки пырать. Вӑл, руль умне ӳсӗр ларнӑскер, тытса чарнӑ чухне ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе хӑратнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев васкавлӑ пулӑшура тата вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене машина уҫҫисем панӑ. Шурӑ халатлисене илсен, транспорт Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисемпе тата Патӑрьел районӗсене лекнӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службине кӑҫал 235 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ 84 автомашина туяннӑ.
Республика ертӳҫи Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи 2-мӗш подстанцири реанимаци уйрӑмӗнче вӑй хуракансене мухтанӑ, вӗсенчен хӑшӗсене Михаил Игнатьев Элтепер Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Вӑрмансене пушартан сыхламалли автомашинӑсене улатӑрсем, вӑрнарсем, йӗпреҫсем, канашсем, сӗнтӗрвӑррисем, шӑмӑршӑсем, ҫӗмӗрлесем, етӗрнесем тата Шупашкар районӗсем тивӗҫнӗ.
Етӗрне хулинче шыв ыйтӑвӗ ҫивч ҫӗкленнӗ. Унти икӗ скважина кивелнӗ, вӗсене ҫӗнетмелле. Халӑх кӑмӑлсӑрланнине кура тата ыйту ӳлӗмрен пушшех ҫивӗчленесрен Етӗрне районӗнчи прокуратура тӗпчеме тытӑннӑ.
Надзор органӗ ирттернӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче скважинӑна юсассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпех пӑхса хӑварни ҫиеле тухнӑ. Ӗҫе пурнӑҫлассишӗн муниципалитетӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗ явапли палӑрнӑ.
Предприяти хӑй кӑмӑлӗпе юсаманнине кура прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та надзор органӗпе килӗшнӗ — ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн скважинӑсене юсамаллах тесе йышӑну кӑларнӑ.
Яваплисем суд йышӑнӑвне пурнӑҫланине Етӗрне районӗнчи прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |