Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗнчи «Выл» территорийӗнче районта кашни ҫул иртекен пӑр уявӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Александр Краснов, Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Татьяна Леонтьева тата Етӗрне район депутачӗ Петр Столяров саламланӑ.
Командӑсем пӑр ҫинче мечӗкпе хоккей вылянӑ, анчах урана тӑркӑч (коньки) мар — ҫӑматӑ тӑхӑнса. Чемпионатра район администраци команди, Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тата районти ял хуҫалӑх ертӳҫисен командисем ӑмӑртнӑ. Хӗрӳллӗ тупӑшура ҫӗнтерӳҫӗ ята Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тивӗҫнӗ.
Етӗрне администрацин пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Семенов «Чи лайӑх хапхаҫӑ», Сергей Бобылев «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин «Чи лайӑх тапӑнакан» ята тивӗҫнӗ. Владимир Николаевич пӗтӗмпе ултӑ мечӗк ҫапса кӗртме пултарнӑ.
Юлашкинчен район администраци пуҫлӑхӗ ҫӗнтерӳҫӗ командӑна кубок парса чысланӑ.
Сӑнсем (150)
Етӗрне районне ӗҫпе Мускаври «Зюдвест Пресс» хаҫатӑн журналисчӗ Штефан Шолль килсе кайнӑ. Нимӗҫ корреспондентне Раҫҫей ҫыннисен пурнӑҫӗ кӑсӑклантарать. Уйрӑмах — пӗчӗк хуларисен. Вӑл вӗсем пирки статьясем ҫырать.
Германире сас-хура тухнӑ-мӗн. Украинӑри лару-тӑрӑва пула, санкцисем йышӑнсан Раҫҫей ҫыннисем выҫӑ лараҫҫӗ имӗш. Штефан Шолль ҫакна уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ.
Вӑл Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа тӗл пулнӑ. Пуҫлӑх район ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, ял хуҫалӑх ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Владимир Николаевич журналиста района нимӗнле санкци те пырса тивменнине ӗнентернӗ. Пачах тепӗр май — ял хуҫалӑха аталантармалли майсем туса панӑ.
Шолль Етӗрнери аш-какай комбинатне ҫитнӗ. Сергей Якушев директор пур ыйтӑва та хуравланӑ, цехсенче экскурси ирттернӗ. Санкцисем пулсан та комбинат аталанать-мӗн, унта кӳрсе килнӗ какай ҫук. Журналист «Ядринмолоко» организацие те ҫитнӗ. Нимӗҫ ҫынни ҫав предприятисенче нимӗҫ хатӗр-хӗтӗрӗпе ӗҫленинчен тӗлӗннӗ.
Штефана хулапа та паллаштарнӑ, музее илсе кайнӑ. Хӑна лайӑх кӑмӑлпа уйрӑлнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ҫул парни — ача-пӑча вулавӑшне» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ. Вулавӑша ҫӳрекенсем, Етӗрнери 3-мӗш пуҫламӑш шкулта вӗренекенсем, «Ылтӑн уҫӑ» ача пахчин шӑпӑрланӗсем вулавӑша пӗр уйӑхра 200 ытла кӗнеке-журнал, 14 сӗтелҫи вӑййи парнеленӗ.
Акци вулавӑшӑн мӗн чухлӗ нумай тус пулнине кӑтартнӑ. Милена Журавлева тата Нина Петрова 16 кӗнеке парнеленӗ. Егорпа Вадим Дербеневсем ачасем валли 52 кӗнеке тата сӗтелҫи вӑййи йӑтса килнӗ.
1, 4-мӗш классенче вӗренекенсем тата ача пахчинчи шӑпӑрлансем те интереслӗ кӗнекесем парнеленӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ. Акцие хутшӑннисене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Сӑмах май, вулавӑша сахал укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вулакансем парнеленӗ кӗнекесем темрен те хаклӑ.
Паян Етӗрне хулинпе тата районӗшӗн паллӑ пулӑм иртнӗ. Унта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. «Сывлӑм пӗрчи» ят панӑскер хулан илемлӗ вырӑнӗнче вырнаҫнӑ — виҫӗ хутлӑ ҫурта Етӗрне варринче ҫӗклесе лартнӑ. Вӑл аякранах курӑнса ларнине пӗлтереҫҫӗ.
Хӗрлӗ хӑю каснӑ ятпа йӗркеленӗ мероприятие наци тумӗ тӑхӑннӑ хӗрпе каччӑ ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ. Уява Хӗл Мучипе Юрпике те пырса ҫитнӗ. Савӑнӑҫлӑ уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин уҫнӑ. Район администрацийӗ ячӗпе ача пахчине вӑл юр тасатмалли машина парнеленӗ.
Сӑнсем (105)
Етӗрне пульницинче арҫын вилнӗ. Ку — тухтӑрсене пула теҫҫӗ. Арҫыннӑн диагнозне вӑхӑтра тӗрӗс палӑртман, сиплев курсӗ ҫырса паман.
Ҫавна май следовательсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпан 27-мӗшӗнче «Сӑрҫи» вӑй-халпа спорт комплексӗнче хусканусем тунӑ чухне 31 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Ӑна госпитализациленӗ, анчах васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ диагноз тӗрӗс мар лартнӑ.
Медперсонал электрокардиограмма туман, сиплев палӑртман. Тепӗр икӗ сехетрен арҫын вилнӗ. Унӑн миакарда инфаркчӗ пулнӑ-мӗн.
Халӗ ку ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ. Судпа медицина тӗрӗслевӗ тума палӑртнӑ. Ҫакна курнисенчен, медерсоналтан ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Ӗлӗк хӗрарӑмсем хирте тырӑ вырнӑ вӑхӑтрах ҫӑмӑлланни те пулнӑ. Халӗ самани урӑх та, пулас амӑшӗсем хӑйсене питӗ перекетлеҫҫӗ.
Ача ҫуратма ҫӑмӑл пултӑр тесе тухтӑрсем те вӗсене тем тӗрлӗ сӗнӳ-канаш параҫҫӗ, ҫуратма лайӑхрах пултӑр тесе ятарлӑ зарядка та тутараҫҫӗ. Етӗрнере, ав, пулас амӑшӗсем валли «Тӗлӗнтермӗш кӗтнӗ май» проект шухӑшласа кӑларнӑ. Районти ача-пӑча пултарулӑх центрӗн педагогӗсем амӑш пулма хатӗрленекенсене хырӑмри ачана сӑпка юрри епле витӗм кӳни пирки ӑнлантарма палӑртаҫҫӗ. Заняти раштавӑн 5-мӗшӗнче иртмелле. Сӑпка юрри пирки ӑнлантарнисӗр пуҫне «Ташӑ терапийӗ» тренинг иртӗ. Кӗвӗ-ҫемӗн усси пирки те чарӑнса тӑрӗҫ.
Етӗрнере пурӑнакан Раимовсем йывӑрлӑхсемпе куҫа-куҫӑн тӗлпулнӑ. Вӗсем сусӑр хӗре воспитани параҫҫӗ, хӑйсем вара общежитире 14 ҫул пурӑнаҫҫӗ. 2003 ҫултанпа вӗсем пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатассишӗн чупкалаҫҫӗ.
Ольга Раимова ҫуралнӑранпа йывӑр чирпе аптӑрать. Вӑл утаймасть, ҫавӑнпа кӳмепе ҫӳрет. Оля 14 ҫулта, ҫак тапхӑрта вӑл ашшӗпе, амӑшӗпе, пиччӗшӗпе тата асламӑшӗпе пӗчӗк пӳлӗмре пурӑнать.
Ваннӑй ҫук, унтах ҫиеҫҫӗ, унтах ҫывӑраҫҫӗ. Оля патне кашни кун вӗрентекен килет. Ҫуртран кӳмепе тухма йывӑр, лифт та, пандус та ҫук. Ҫавна пулах Оля уҫӑлма та часах тухаймасть.
Ҫемьен хваттер илмешкӗн укҫа ҫук. 2003 ҫулта вӗсем документсене пухса ҫурта лайӑхлатмашкӑн черете тӑнӑ. Унтанпа ӗҫ кайман-ха. Ҫавӑнпа ҫемье судран пулӑшу ыйтнӑ.
Администрацире ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хула администрацийӗ кун валли укҫа илмен. Суд пулсан ку ыйту татӑлмаллах. Вӑл раштавӑн 8-мӗшӗнче пулӗ.
Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ сарӑлса пырать тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци хатӗрӗсен министерстви.
Нумаях пулмасть карас ҫыхӑнӑвӗн компанийӗсенчен пӗри асӑннӑ телеканала тӗнче телӗнчи хӑйӗн каналӗсене уйӑрса панӑ. Ҫапла вара программӑсене пӑхма май килӗ. Хальлӗхе сигнал республикӑри виҫӗ хулана — Ҫӗмӗрлене, Канаша тата Етӗрнене — ҫитет. Республкиӑри хыпарсене ҫывӑх вӑхӑтра Улатӑр хулинче пурӑанакансем те курайӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен телеканала Вӑрнарпа Йӗпреҫ поселокӗсенче трансляцилеме тытӑнӗҫ.
Паянхи куна Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри хулисене, Кӳкеҫ, Опытнӑй, Тӗрлемес поселокӗсене ҫитет. НТРКн сайчӗ ҫинче онлайн-меслетпе пӑхма пулать.
Авӑн уйӑхӗнче Етӗрне районӗнчи Етӗрне ялне «АиФ» корреспонденчӗ ҫитнӗ, ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӑн хуравне тупма тӑрӑшнӑ. Ял ҫыннисем урама асфальт ҫул сарасса 20 ҫул кӗтеҫҫӗ-мӗн.
Журналист ҫынсене итленӗ хыҫҫӑн Етӗрне ял тӑрӑхӗн администрацине официаллӑ запрос янӑ. Халӑх каланӑ тӑрӑх, проекта 1991 ҫултах хатӗрленӗ. Ун чухне хӑйӑр та илсе килнӗ. Анчах ӑна кӑштахран кӳршӗ яла илсе кайнӑ. 1997 ҫулта проекта пурнӑҫа кӗртме 1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ҫула туман. Юрий Шумилов каланӑ тӑрӑх, проекта те ҫухатнӑ, те ҫынсене кӑтартасшӑн пулман.
Тӗрӗссипе, халӗ икӗ ял тӑрӑхне пӗрлештернӗ. Пуҫлӑх — Людмила Чернова. Анчах вӑл унчченхи проект пирки пӗлмест. Ертӳҫӗ пуканне йышӑннӑ чухне ӑна нимӗнле проект та паман.
Журналист килсе кайнӑ хыҫҫӑн, асфальт ҫул мар пулсан та, урама чул, хӑйӑр сарма тытӑннӑ. Хальлӗхе Етӗрне ялне асфальт сарасси планра ҫук. Вӑл питӗ тӑкаклӑ ӗҫ-мӗн. Хыснара укҫа ҫук.
Юрий Шумилов каланӑ тӑрӑх, Етӗрне ялӗнче лайӑх ҫул нумаях пулмасть хута кайнӑ. Анчах унта халӑх та хутшӑннӑ-мӗн — ял ҫыннисем вырӑнти депутатсене «пысӑк ӗҫ тумашкӑн» 10-шар пин тенкӗ панӑ.
Юпан 4-13-мӗшӗсенче Беларуҫ Республикинче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУн регион историн, этнографи тата археологи кафедрин профессорӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, культурологи докторӗ В.А.Васильев ертсе пынипе Беларуҫри чӑвашсен историпе культурине тӗпчес енӗпе этнокультура экспедицийӗ иртнӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Беларуҫсем Раҫҫейри университетсемпе ирттернӗ проектсем халӗччен пулманнине палӑртнӑ. Экспедици программине тӗпчев тата культура тӗллевӗсем кӗнӗ: Чӑваш Енрен тухнӑ чӑвашсем пирки документаллӑ материалсем тупасси, истори тата культура палӑкӗсемпе паллашасси.
Беларуҫри Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин патшалӑх музейӗнче вӑрҫӑри паллӑ мар паттӑрсем пирки — Чӑваш Енрен тухнӑскерсем ҫинчен — истори ҫӑлкуҫӗсем Гродно хулинчи 35-мӗш шкулти «Ӑс-тӑн упрать» музейра упранаҫҫӗ.
Беларуҫра нумай наци ҫынни пурӑнать. Ытларахӑшӗ — беларуҫ. Чӑвашсем йышӗпе унта 14-мӗш вырӑнта. Гродно хулинче иртнӗ экспедицире чӑвашсен тата беларуҫсен йӑли-йӗркине, истрине, культурине тарӑнрах пӗлме пулӑшнӑ. 35-мӗш шкулти музей экспозицийӗсем «Коля пичче» ушкӑн пирки каласа кӑтартнинчен пуҫланать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |