«Литературӑпа ҫыхӑннӑ вырӑнсем ҫын кӑмӑлӗнче мӑнаҫлӑх тата тӑванлӑх туйӑмӗ ҫуратаҫҫӗ. Вӗсем ҫыравҫӑн кун-ҫулне, унӑн пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ ӑҫтан тапса тухнине тарӑнрах туйса илме пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пек хаклӑ вырӑнсенчен пӗри – Пишпӳлек районӗнчи Йӑлпӑлак ялӗ. Шӑпах ҫак ялтан Ираида Петрова, Прохор Федоров-Минюк, Марина Яковлева, Владимир Аптраман паллӑ сӑвӑҫсем тухнӑ», — тесе ҫырнӑ Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра.
Владимир Дмитриев (Аптраман) ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 85 ҫул ҫитнӗ. Ентешӗсем хӑйсен пултаруллӑ ҫыннине манмаҫҫӗ. Пишпӳлекри тӗп вулавӑшӑн чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторӗ (ертӳҫи Н.П. Тарасова) Чӑваш чӗлхи кунӗнче «Йӗр» асӑну каҫӗ йӗркелесе ирттернӗ. Унта поэтӑн тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, вӑрах вӑхӑт хушши пӗрле ӗҫленӗ районти «Ҫутӑ ҫул» хаҫат ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Чӑваш Енре «Чи нумай вулакан ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ирттернӗ. Конкурса республикӑри 13 районпа 5 хуларан 59 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсене виҫӗ номинаципе хакланӑ: «Илемлӗ литература хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ чи лайӑх плейкаст», «Вулавӑшри чи лайӑх виртуаллӑ ҫул ҫӳрев», «Чи лайӑх вулав дневникӗ».
Чи лайӑх плейксеат хатӗрлесе малти виҫӗ вырӑна ҫаксем йышӑннӑ: Муркаш районӗнчи Любимовсем, Комсомольски районӗнчи Владимировсем, Канаш районӗнчи Андреевсем. Виртуаллӑ ҫул ҫӳревре — Шупашкарти Савельевсем, Комсомольски районӗнчи Можаевсем, Муркаш районӗнчи Терехинсем. Чи лайӑх дневник авторӗсем — Канаш районӗнчи Назаровсем, Канаш хулинчи Александровсем, Элӗк районӗнчи Михайловсем.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чыслӗҫ.
Чӑваш Енӗн Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявланӑ. Куҫ курманнисен пӗтӗм Раҫҫейри обществин Шупашкарти уйрӑмӗн пайташӗсем валли йӗркеленӗ мероприятие «Ытарайми чӑваш чӗлхи» ят панӑ.
Уява Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗпе уҫнӑ. Мероприятие пухӑннисем ӑна ура ҫине тӑрса итленӗ.
Чӑваш чӗлхи кунӗн уявне ертсе пынӑ Надежда Григорьева вулавӑш ӗҫченӗ чӑваш букварьне йӗркеленӗ Иван Яковлев ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑскер чӑваш халӑхӗ валли ҫырнӑ халалпа паллаштарнӑ.
Вулавӑша ҫӳрекен Светлана Федорова Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуланӑ. Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан интернат-шкулта 6-мӗш «а» класра пӗлӳ пухакан Зинаида Катерова чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Раҫҫейри тата Пэпӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Галина Никитина та чӑвашла юрланӑ.
Паян «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ун вӑхӑтӗнче 2017 ҫулта чи нумай вуланӑ кӗнекесене хакланӑ.
Ӑна Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарнипе Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Чӑваш Енри Профессионал писательсен пӗрлешӗвӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
«Проза жанрӗпе чӑвашла ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» ята Валериан Муравьевӑн «Ҫылӑхлӑ арҫын» тата Хӗветӗр Агиверӑн «Йӗпхӳри сасӑ» кӗнекисем тивӗҫнӗ.
Ача-пӑча литературине илсен, кӗҫӗн классем валли ҫырнӑ хайлавсем хушшинче Людмила Смолинан «Натали», аслӑ классем валли ҫырнисенчен Николай Андреевӑн «Шӑрӑх кунсем» кӗнекисене вулакансем юратса йышӑннӑ. «Драматурги жанрӗпе ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» — Николай Терентьевӑн «Суйласа илнисем. 3-мӗш том».
Ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературная Чувашия: самая читаемая книга года» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ.
«Ку мероприяти Наци кӗнекин фестивальне вӗҫлекен паллӑ мероприятисенчен пӗри», — тесе хаклать ӑмӑртӑва ЧР Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева. Фестиваль, сӑмах май, ака уйӑхӗн 15-25-мӗшӗсенче иртет.
«Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи нумай вулакан кӗнеке» конкурса Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Чӑваш Енри профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ.
Хальхи конкурса 2017 ҫулта пичетленнӗ чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ 162 тӗрлӗ кӑларӑм хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ литература уявӗ иртӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв каҫӗ ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 13 сехетре пуҫланмалла. Унта Эртивансен Сӑварӗн «Ҫемен Элкер» кӗнекине те хӑтлӗҫ.
Ҫемен Элкер 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи Мӑн Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1917 ҫулта Хусанти аслӑ шкулсене кӗме хатӗрлекен курсра вӗреннӗ. 1918 ҫулхи кӗркунне яла таврӑннӑ, пӗр вӑхӑт вулӑсри ҫӗр ӗҫ пайне ертсе пынӑ. Унтан каллех Хусана кайнӑ, учительсем хатӗрлекен курсра вӗреннӗ. 1920 ҫулта хӑйсен ялӗнчи пуҫламӑш шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ.
1922—1935 ҫулсенче Ҫемен Элкер «Канаш», «Пирӗн ял» хаҫатсен тата «Сунтал» журнал редакцийӗсенче ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакцийӗн аслӑ редакторӗ пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 17 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Библионочь – 2019» (чӑв. Библиокаҫ — 2019) пӗтӗм Раҫҫейри акци иртӗ. Хальхинче унӑн темине «Весь мир – театр» (чӑв. — Пӗтӗм тӗнче — театр) тесе палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫ тӗрлӗ мероприятипе пуян пулӗ. Театр ӳнерне юратакансем те, классика кӗвви-ҫеммине кӑмӑллакансем те вӑхӑта савӑк ирттерӗҫ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова та пулӗ. Вӑл «Ман поэзи театрӗ» кӗнекипе паллаштарӗ. Унпа паянхи театра тишкерме май килӗ.
Артист пулма ӗмӗтленекенсене Шупашкарти «Ералаш» студи валли суйласа илӗҫ. Конкурса хутшӑнакансен е сӑвӑ, е басня вуласа кӑтартмалла. Кастинга 5 ҫултан пуҫласа 25-чченхисем таранах хутшӑнайӗҫ.
Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Варкӑш» клуб хастарӗсем черетлӗ кӗнекене сӳтсе явма пухӑнӗҫ. Хальхинче вӗсем Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекине тишкерӗҫ.
«Мӗн-ши вӑл Тӑрачул? Меселпуҫӗнчи шкул музейӗнче хӗрарӑмӑн чул кӳлепи пур. Пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗртех ӑсталанӑ-мӗн ӑна. Ҫав кӳлепе пирки илемлӗ легенда упранать халӑхра...» — тесе ҫырнӑ Наци вулавӑшӗнче ӗҫлекен Ольга Тимофеева Фейсбукра.
Чӑвашла вулама юратакансем те «Варкӑш» клуб ӗҫне хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки те пӗлтернӗ вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева. Чӑвашла вулакансене, Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекипе паллашнисене, пичет кӑларӑмне тишкерме, сӳтсе явма, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртма хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче паллӑ политика ӗҫченӗ Леонид Прокопьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа тӗлпулу иртнӗ. Унта Леонид Прокопьевичӑн ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем аса илнӗ.
Леонид Прокопьев Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл тӑван халӑхшӑн, республикӑпа унӑн тӗп хулишӗн нумай тӑрӑшнӑ. Леонид Прокопьев
1975-1989 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Министрсен Совечӗн председателӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра Чӑваш Енре тӗрлӗ ҫурт-йӗр, ытти объект хута янӑ.
«Хыпар» хаҫат ӗҫченӗ Роза Власова аса илӳ каҫне пухӑннисем политика ӗҫченне халӑха итлеме тата ӑнланма пӗлнӗ ертӳҫӗ тесе хакланине пӗлтернӗ.
Янмурҫинсем Леонид Прокопьев скверне тума ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Ҫакӑн пирки Янмурҫинта пурӑнакан Вениамин Сидоров каланӑ.
Шупашкарта IT-специалистсен форумӗ кӑҫал та иртӗ. «Информационные технологии на службе общества, бизнеса и власти» (чӑв. Обществӑри, бизнесри тата влаҫри информаци технологийӗсем) ят панӑскере ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, форума Чӑваш Енри специалистсем кӑна мар, Мускаври хӑна та хутшӑнмалла. Сӑмахран, Мускаври политехника университечӗн информаци технологийӗсен факультечӗ деканӗн ҫумӗ Марина Даньшина тухса калаҫӗ.
Мероприяти Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланӗ.
Форум вӑхӑтӗнче искусствӑлла ӑс-тӑна аталантарасси, хальхи вӑхӑтри медиатехнологисем пирки калаҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |