Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ «Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» ятпа онлайн-фестиваль ирттерет. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.
Илемлӗ вулакансен фестивальне чӑваш чӗлхин илемлӗхӗпе пуянлӑхне упраса хӑварас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫулсеренех Чӑваш чӗлхи кунне уявлаҫҫӗ. Ӑна 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Ку куна ытахальтен суйламан. Ун чухне чӑваш ҫырулӑхне тата алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев ҫуралнӑ.
Станислав Сатур поэт «Эпӗ» виҫе» тата «Юхӑмра» кӗнекесене Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне тата муниципалитет библиотекисене парнеленӗ. Вулавӑшсем валли автор 200-шер экземпляр уйӑрнӑ.Чӑваш кӗнеке издательствинче Станислав Сатур сӑвӑҫӑн «Эпӗ» виҫе» ятпа кӗнеке пичетленнине Чӑваш халӑх сайчӗ 2019 ҫулхи кӗркунне пӗлтернӗччӗ.
Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Станислав Сатур пултаруллӑ поэт ҫеҫ мар, драматург та, публицист та. Вӑл «Икӗ тапӑр хушшинче», «Ҫил ҫӑварӗнчи йӑва» пьесӑсем ҫырнӑ. Композиторсем унӑн сӑввисене кӗвӗленӗ. Вырӑс юррисене вӑл 200-е яхӑн ч чӑвашла куҫарнӑ. Ҫав шутра — В. Боковӑн «Оренбург мамӑк тутӑрӗ», Р. Гамзатовӑн «Тӑрнасем», Л. Дербеневӑн «Йӑлт иртет» ата ыттисем. Поэтӑн тп кӗнекисем: «Чӗре хӗлӗхӗсем», «Сӑмах», «Чун вӗҫевӗ» тата ыттисем.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин Ю.А. Гагарин ячӗллӗ вулавӑшӗнче Светлана Асаматӑн «Хӗрарӑм чӗри» кӗнекинчи куҫару сӑввисем тӑрӑх «Асамат вулавӗсем – 2021» пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулин вӗренӳ центрӗпе чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен методпӗрлешӗвӗ тата вулавӑш йӗркеленӗ.
Сӑвва илемлӗ калакансен ӑмӑртӑвӗн тӗп тӗллевӗ Канаш районӗнче ҫуралнӑ паллӑ ҫыравҫӑн, юрӑҫӑн Светлана Асаматӑн пултарулӑхӗпе туллин паллашса ӑна халӑхра анлӑрах сарасси, Европӑпа Вӑтаҫӗр Ази, Атӑлҫипе Кавказ, Балтикӑпа Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи 39 халӑхӑн пултаруллӑ 83 хӗрарӑмӑн чӑвашла куҫарнӑ сӑввисене илемлӗ каласси, тӑван чӗлхене хисеплеме, юратма вӗрентесси пулнӑ.
Пултарулӑх конкурсне хутшӑнакансене Светлана Асамат, Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ
Геронтий Никифоров тата Ҫӗнӗ Шупашкар радиовӗн тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Лаврентьева саламланӑ.
Чӑваш литературинче ХХ ӗмӗр вӗҫӗпе ХХI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче палӑрнӑ Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши, Иван
Яковлев, Эмине, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗн, сӑвӑҫӑн, прозаикӑн, юрӑҫӑн Светлана Асаматӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе презентаци мелӗпе паллаштарнӑ.
Ыран, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев профессор ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв каҫӗ иртӗ. Кун пирки вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Паллӑ ӑсчахӑн чӑваш литературоведенийӗнчи тӳпи вышкайсӑр пысӑк. Тӑван литература аталанӑвне, ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне тӗпчесе вӑл чылай паха кӗнеке кӑларчӗ: «Ӗмӗр пуҫламӑшӗ», «Страсть к полемике», «Чувашская литература на рубеже двух веков», «Пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе сӑнарсен илемӗшӗн», «Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр», «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие», «Шӑпа карчӗсем» т.ыт.те», – тесе ҫырнӑ хыпарта.
Уяв 13 сехетре пуҫланӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Юрий Гагарин ячӗллӗ Тӗп вулавӑшра «Асамат вулавӗсем» мероприяти иртӗ. Ӑна хулари шкулсемпе пӗрле йӗркелӗҫ. Конкурса вулавӑшсемпе шкулсен ҫыхӑнӑвне йӗркелес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Илемлӗ вулакансен «Асамат вулавӗсем 2021» ӑмӑртӑвне хула шайӗнче ирттереҫҫӗ.
Пултарулӑх тупӑшӑвне хутшӑнакан чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсен эпир маларах асӑннӑ поэтӑн «Хӗрарӑм чӗри» кӗнекине кӗнӗ хайлавӗсене вулама тивӗ. Кам хӑшне суйласа илесси учительсенчен хӑйсенчен, вӗсен чунне мӗн ҫывӑхраххинчен килет.
Конкурс пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вулавӑшӑн вулав залӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Унта поэтӑн пултарулӑхне хаклакансем те кайса курма пултараҫҫӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ мухтавлӑ Иван Яковлев ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе кӑҫал 150 ҫул, «Чӑваш халӑхне» халала ҫырнӑранпа 100 ҫул ҫитет.
Ҫак пулӑмсене асра тытса халалласа регионсен шайӗнчи «Ҫӗнӗ хум» литература конкурсӗ иртӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата Чӑваш Енри шкулсенче 7–11-мӗш класенче, колледжсемпе техникумсенче, аслӑ шкулсенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурс нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланнӑ, вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ.
Конкурса йӗркелекенсем хушшинче — Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата ыттисем.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» клубӗн хастарӗсем уйӑхсерен пухӑнса пӗр-пӗр кӗнекене сӳтсе яваҫҫӗ. Паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вӗсем Елена Мустаева повеҫӗсемпе калавӗсенчен тӑракан «Уй варринче ҫинҫе хӑва» кӗнекене сӳтсе явӗҫ.
Асӑннӑ кӑларӑма Василий Кервен пухса хатӗрленӗ. Екатерина Васильева ӳнерҫӗ ӳкерчӗксемпе хитрелетнӗ. «Хайлавсенче тӗпре — чӑваш хӗрарӑмӗн шӑпи», — хакланӑ кӗнеке редакторӗ Ольга Иванова.
Елена Мустаева 1966 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енри Вӑрнар районӗнчи Кушлавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи вырӑс уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт вырӑс чӗлхипе литература учителӗ пулса ӗҫленӗ. Елена Николаевна 1991 ҫултанпа Чӗмпӗр хулинчи «Канаш» хаҫатра вӑй хурать.
Чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫитнине халалласа Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Эпӗ чӑваш ачи» заняти пуҫарнӑ. Ӑна вулавӑш Чӑваш Енри ашшӗ-амӑшӗпе учительсен «Аталану» ассоциацийӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса чӑваш чӗлхине, наци культурине тата историне тарӑнрах вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Тӑван чӗлхене, культура эткерлӗхне, иртнине упраса хӑварсан халӑх малашлӑхӗ пулӗ. «Ачасене тӑван йӑла-йӗркене, чӗлхене юратма вӗрентсе ӳстерсен халӑх ӗмӗр пурӑнӗ», – тесе шухӑшлаҫҫӗ пултарулӑх пӗрлешӗвне йӗркеленӗ хастарсем.
Кружока шкул ҫулне ҫитменнисене тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсене йыхравлаҫҫӗ. Заняти шӑманткунсерен, 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет те 30 минутчен, пырӗ. Ӑна Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литаратурин учителӗ Татьяна Леонтьева тата Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанин радиовещанин аслӑ редакторӗ Валентина Белова ертсе пыраҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 23-02-17, хушма номер – 138.
Питӗр хулинчи чӑваш ентешлӗхӗн 95 ҫулхине халалланӑ кӗнекене хӑтлӗҫ.
Мероприяти Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Эпир ӗмӗр пӗрле» (ӑна вырӑсла, «Мы вечно вместе» ятпа пичетленӗ) иртӗ. Кӗнеке авторӗсем – Виталий Золотовпа Валериан Гаврилов.
Хӑтлава чӑваш халӑхӗн историйӗпе, ытти регионти ентешсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланакансене тата хамӑр халӑхӑн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ ҫинчен пӗлес текенсене чӗнеҫҫӗ.
Кӗнеке хаклавӗ вулавӑшӑн конференци залӗнче, 14.00 сехетре пуҫланӗ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн краеведени тата наци литературин пайӗнче «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ» клубӑн занятийӗ иртӗ. Унӑн теми – «Мир по представлениям древних чуваш» (чӑв. Авалхи чӑвашсен тӗнчене епле ӑнланни).
Чӑваш халӑхӗн мифӗсене тӗпчеме революцичченех пуҫланӑ, паян та унпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Мифсене Раҫҫей, нимӗҫ, венгр тата финн ӑсчӑхӗсем тӗпченӗ. Сӑмахран, Ама йывӑҫ тата Ама ту мӗне пӗлтерет? Мӗншӗн пӗлӗт ҫӗртен уйрӑлса кайнӑ? Ҫӗре чӑвашсем тӑваткал е сакӑр кӗтеслӗ тесе шухӑшланӑ. «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ» клуба пынӑ ачасем ҫак тата ытти япала ҫинчен пӗлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |