Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 17 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Библионочь – 2019» (чӑв. Библиокаҫ — 2019) пӗтӗм Раҫҫейри акци иртӗ. Хальхинче унӑн темине «Весь мир – театр» (чӑв. — Пӗтӗм тӗнче — театр) тесе палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫ тӗрлӗ мероприятипе пуян пулӗ. Театр ӳнерне юратакансем те, классика кӗвви-ҫеммине кӑмӑллакансем те вӑхӑта савӑк ирттерӗҫ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова та пулӗ. Вӑл «Ман поэзи театрӗ» кӗнекипе паллаштарӗ. Унпа паянхи театра тишкерме май килӗ.
Артист пулма ӗмӗтленекенсене Шупашкарти «Ералаш» студи валли суйласа илӗҫ. Конкурса хутшӑнакансен е сӑвӑ, е басня вуласа кӑтартмалла. Кастинга 5 ҫултан пуҫласа 25-чченхисем таранах хутшӑнайӗҫ.
Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Варкӑш» клуб хастарӗсем черетлӗ кӗнекене сӳтсе явма пухӑнӗҫ. Хальхинче вӗсем Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекине тишкерӗҫ.
«Мӗн-ши вӑл Тӑрачул? Меселпуҫӗнчи шкул музейӗнче хӗрарӑмӑн чул кӳлепи пур. Пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗртех ӑсталанӑ-мӗн ӑна. Ҫав кӳлепе пирки илемлӗ легенда упранать халӑхра...» — тесе ҫырнӑ Наци вулавӑшӗнче ӗҫлекен Ольга Тимофеева Фейсбукра.
Чӑвашла вулама юратакансем те «Варкӑш» клуб ӗҫне хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки те пӗлтернӗ вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева. Чӑвашла вулакансене, Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекипе паллашнисене, пичет кӑларӑмне тишкерме, сӳтсе явма, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртма хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче паллӑ политика ӗҫченӗ Леонид Прокопьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа тӗлпулу иртнӗ. Унта Леонид Прокопьевичӑн ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем аса илнӗ.
Леонид Прокопьев Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл тӑван халӑхшӑн, республикӑпа унӑн тӗп хулишӗн нумай тӑрӑшнӑ. Леонид Прокопьев
1975-1989 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Министрсен Совечӗн председателӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра Чӑваш Енре тӗрлӗ ҫурт-йӗр, ытти объект хута янӑ.
«Хыпар» хаҫат ӗҫченӗ Роза Власова аса илӳ каҫне пухӑннисем политика ӗҫченне халӑха итлеме тата ӑнланма пӗлнӗ ертӳҫӗ тесе хакланине пӗлтернӗ.
Янмурҫинсем Леонид Прокопьев скверне тума ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Ҫакӑн пирки Янмурҫинта пурӑнакан Вениамин Сидоров каланӑ.
Шупашкарта IT-специалистсен форумӗ кӑҫал та иртӗ. «Информационные технологии на службе общества, бизнеса и власти» (чӑв. Обществӑри, бизнесри тата влаҫри информаци технологийӗсем) ят панӑскере ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, форума Чӑваш Енри специалистсем кӑна мар, Мускаври хӑна та хутшӑнмалла. Сӑмахран, Мускаври политехника университечӗн информаци технологийӗсен факультечӗ деканӗн ҫумӗ Марина Даньшина тухса калаҫӗ.
Мероприяти Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланӗ.
Форум вӑхӑтӗнче искусствӑлла ӑс-тӑна аталантарасси, хальхи вӑхӑтри медиатехнологисем пирки калаҫӗҫ.
Паян Чӑваш Енӗн вулавӑшӗнче республикӑри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ.
Унта пулнӑ Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, союз ертӳҫи Геннадий Максимов отчет тунӑ май пӗрлешӳ Наци вулавӑшӗпе килӗшӳ туса тачӑрах ӗҫлеме пуҫланине, регионсене, районсене пӗрле ҫӳренине, ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарнине каласа кӑтартнӑ.
Союз пайташӗсем Трубина Мархви ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине уявлама, Николай Мранькка ҫыравҫӑн ҫӑви ҫине палӑк вырнаҫтарма хутшӑннӑ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра пӗрлӗхре — 95 ҫыравҫӑ иккен. Пӗрлӗх ҫумӗнче йӗркеленӗ Ҫамрӑк литераторсен канашне Ольга Васильева ертсе пырать.
Профессионал ҫыравҫӑсен пухӑвӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ пулса тӑрӑшакан Лидия Филипповӑна шаннӑ.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗ чӑваш кӗнекине юратакансене черетлӗ хутчен пуҫтарнӑ. Хальхинче Улькка Эльмен ҫыравҫӑн «Сарӑ кӗпе» кӗнекине тишкернӗ.
Кӗнеке тишкерӗвне хутшӑннӑ Чӑваш кӗнеке издательствин хастарӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Улькка Эльмен ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2015 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Хайлаври тӗп сӑнар – аслӑ класра вӗренекен Даша чухӑн ҫемьере ӳсет. Тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен хӗрачана амӑшӗн вӑрҫмалли сӑлтав тупӑнсах тӑрать.
Тӗлпулура автор хайлав епле ҫуралнине каласа кӑтартнӑ. «Ку – чӑн пулнӑ истори, – тенӗ Ольга Геннадьевна. – Паллах, пӗр ҫын шӑпи ҫеҫ мар кунта, пурнӑҫра тӗл пулакан тӗрлӗ ҫын историне итленӗ-пӗлнӗ хыҫҫӑн сӑнар калӑпланать».
Ҫитес тӗлпулу ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ. Унта Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекине пӑхса тухӗҫ.
«Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен сӑрӗсем). Ҫакӑн пек конкурс РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алёна Аршинова пуҫарнипе иртет. Ӑмӑртӑва Чӑваш Ен культурин хайне майлӑ пурлӑх тата ӑс-хакӑл культурине упраса хӑварас тата сарас тӗллевпе ирттернине пӗлтернӗ.
Конкурса ирттерме Мускаври, Питӗрти, Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗсем, Мускав хулин Хӗвеланӑҫ округӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ пулӑшӗҫ.
Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: художество пултарулӑхӗ, вокалпа инструмент пултарулӑхӗ, ташӑ пултарулӑхӗ, сӑнӳкерчӗксем, методика шутласа кӑларни.
Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртӗ. Финалистсене Чӑваш Республикин кунӗ умӗн палӑртӗҫ. Конкурс сайтӗнче
https://kraski-chuvashii.ru мӗнпур условипе тӗплӗнрех паллашма май пур.
Раҫҫейре кӑҫал Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗпе тата республикӑри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗпе «Юридический театр: роли и представления» (чӑв. Юридици театрӗ: сӑнарсем тата кӑтартнисем) фестиваль йӗркелет. Пуҫаруҫӑсем мероприяти тӗллевӗ халӑха право енчен ҫутта кӑларасси тесе калаҫҫӗ.
Юридици театрӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртмелле. Унта 14-ран аслӑраххисем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Уйрӑммӑн та, ушкӑнпа та. Вӗсен 10 минутран ытла мар сценка евӗр япала хатӗрлемелле. Унта саккунлӑха пӑхӑнма хистени тӗпре пулмалла.
Чи маттуррисене йӗркелӳҫӗсем хавхалантарма палӑртаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Астрид Линдгренӑн «Леннебергӑри Эмиль мыскарисем» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма тишкерме пухӑннисенчен пӗри, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Валерий Алексеев, хӑй куҫӗпе курнӑ пӗр тӗслӗхе илсе кӑтартнӑ.
Пӗррехинче вӑл Шупашкарти Пичет ҫуртӗнчи экскурсирен тухакан ачасене урамра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ. Пичет ҫуртӗнчисем вӗсене кӗнекесем парнеленӗ иккен. Пӗчӗкскерсенчен пӗри ун патне пырса: «~~Кӗнеке кирлӗ мар-и? Атту пӑрахӑп. Мана пӗрех кирлӗ мар~~», — тенӗ. Валерий Алексеев ҫав кӗнекене илсе юлнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, ыттисем хӑйсен аллинчи кӗнекесене сума сумасӑр пӗрин хыҫҫӑн тепри ывӑтса хӑварнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн юлашки вунӑкунлӑхӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх поэтне Геннадий Айхине халалланӑ кунсем иртӗҫ. Кӑҫал та вулавӑш куракансем валли анлӑ курав хатӗрлет. Халӑх поэчӗн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе май килнӗ таран туллин паллаштарма тӗллев лартнӑ курав Наци вулавӑшӗнче пӗр эрне ӗҫлӗ. Унтан ӑна районсемпе хуласене ӑсатӗҫ: Патӑрьеле, Ҫӗмӗрлене, Ҫӗнӗ Шупашкара т.ыт.те. Республикӑн тӗп вулавӑшне авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ ҫаврӑнса ҫитӗ.
Айхин астӑвӑм кунӗсен вӑхӑтӗнче лекци пуҫласа ирттерӗҫ. «Творчество Г. Айги в контексте мировой, русской и чувашской литературы» (чӑв. Г. Айхин пултарулӑхӗн тӗнче, вырӑс тата чӑваш литературинчи тӗп шухӑшӗ) ят панӑскере паллӑ чӑваш ученӑйӗ, филологӗ, литература критикӗ, публицисчӗ, тата Геннадий Айхин ҫывӑх тусӗ пулнӑ Атнер Хусанкай нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшнче вулӗ. Лекци 14 сехетре пуҫланмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |