Паян, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Кӗмӗл Чӑваш Ен» проект ӗҫлеме пуҫланӑранпа 3 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Чӑваш наци телекуравӗн ӗҫченӗ Мальвина Петрова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Кӗмӗл тумлӑ халӑх» коллекцийӗпе тата Чӑваш Енри чи чаплӑ ювелирсен ӗҫӗсене курма пултарнӑ. В. Николаев ӑста туса хатӗрленӗ тата Балтай лаҫҫинчен тухнӑ капӑрлӑхсене тӑхӑнса пӑхма тата туянма май килнӗ. «Паянхи ҫипуҫпа ӗлӗкхи эрешлӗ капӑрлӑхсем мӗнле илемлӗ пулнине хӑвӑр курса туйса илӗр!», — анонсланӑ Мальвина мероприяти иртиччен.
Каҫӑн пӗтӗм вӑрттӑнлӑхне уҫса паман вӑл, анчах интереслӗ пуласса шантарнӑ. Кӗмӗл тумлӑ тӑван халӑхӑмӑр пуянлӑхӗпе паллаштаракан мероприяти вулавӑшӑн иккӗмӗш хутӗнчи вулав пӳлӗмӗнче 16 сехетре пуҫӑннӑ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче Александр Мясниковӑн «Ту леш енче ҫил макӑрать» кӗнекине тишкернӗ. Кун пирки вулавӑшӑн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ольга ҫырнӑ тӑрӑх, калаври тӗп сӑнар — Канаш районӗнчи Ачча ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Руслан Желудкин паттӑр пограничник. Вӑл 11 ҫула яхӑн Дагестанра хӗсметре пулнӑ. Шел пулин те, чӑваш каччи килне таврӑнайман. 2010 ҫулта Руслан паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Руслан Желудкин подполковника Хӑюлӑх орденӗпе наградӑланӑ... Вилнӗ хыҫҫӑн тивӗҫнӗ вӑл ӑна.
Вулавӑш ӗҫченӗ ларӑва пограничниксем хутшӑнни уйрӑмах паха пулнине палӑртнӑ, ҫавӑншӑн вӑл вӗсене тав тунӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Полина Чамжаева: «Сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать» кӗнекене хӑтлӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑма хаклассине вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Анчах эпир кӗнеке авторӗн ятне темшӗн асӑрхаймарӑмӑр.
Кӗнекере Чаваш Республикин халӑх артисткин Полина Чамжаеван пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Унтах — артисткӑн аса илӗвӗсемпе ҫырӑвӗсем. 1979 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекенскер ҫак вӑхӑтра вуншар сӑнара калӑпланӑ. Вӑл рольсем Чӑваш Енӗн театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ. Полина Чамжаева «Шупашкарти савни» спектакльте «Пиҫет палан, пиҫет пилеш, кӗр хӗрелет хӗрле...» тесе ҫепӗҫ сассипе юрланине театра ҫӳрекенсем паян та астӑваҫҫӗ.
Кӗнеке хӑтлавӗ кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланӗ.
«Лиза Алерт» шырава ҫӑлав отрядне нимеҫӗсем кирлӗ. Ҫавна май кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче 16 сехетре Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра тӗлпулу иртет. Йӗркелӳҫӗсем отряд мӗнле пуҫланса кайнине, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, шыравсем мӗнле иртни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Нимеҫӗсем питӗ кирлӗ. Кашни ҫулах ачасем, ваттисем, ахаль ҫынсем ҫухалаҫҫӗ. Вӗсене тупмашкӑн ҫӑмӑл мар, ыттисем те айккинче юлмасан ӗҫ кал-кал кайӗ.
Нимеҫӗ пулмашкӑн ятарласа вӗренмелле мар. Чи кирли – пулӑшас туртӑм пулни. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрядне кӗрес килсен «Контактра» халӑх тетелӗнче вӗсен ушкӑнӗнче хӑвӑрӑн ят-шыва тата телефон номерне ҫырмалла.
Каласа хӑвармалла: «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ 2010 ҫулта йӗркеленнӗ.
Чӑваш халӑх юмахӗсенчи паллӑ герой, Улӑп, «Сказочная карта России» (чӑв. Раҫҫейӗн юмах картти) интернет-ресурсра вырӑн тупнӑ.
Карттӑна Мускаври Алексей Козловский журналист хатӗрленӗ. Ҫак ӗҫӗн тӗллевӗ — регионсенчи паллӑ вырӑнсене аталантарма, вӗсенчи культурӑпа туризм проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси.
Ӳркенмен журналист тӗрлӗ халӑхӑн юмахӗсемпе улӑп-паттӑрӗсем ҫинчен хывнӑ халапӗсенчи паттӑрсем ӑҫта вырнаҫнине кӑтартнӑ.
Раҫҫейӗн юмах карттинче 30-а яхӑн регион тата 44 паттӑр вырӑн тупнӑ. Улӑпа унта лектерес тесе Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ самай тимленӗ. Вӑл иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗ таранах уҫӑ онлайн-сасӑлав ирттернӗ. Унта чӑваш юмах-халапӗнчи 17 сӑнара кӑтартнӑ. Улӑпшӑн 1188 ҫын сасӑланӑ, ку вӑл мӗнпур йышӑн 50,4 проценчӗ пулать.
ЧР Культура, национальноҫ тата архив ӗҫӗсен министерстви ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсен тата вӗсен ӗҫченӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗнче вырнаҫнӑ вулавӑш «Ялти чи лайӑх вулавӑш» номинацире ҫӗнтернӗ. Учреждени вулакансене компьютер технологийӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ формӑсем сӗнет, вулавӑш проекчӗсене пурнӑҫлас ҫӗре хастар хутшӑнать.
Ҫакна та палӑртма кӑмӑллӑ: Туҫари вулавӑш ҫулталӑк тӑршшӗпех районти, республикӑри тата регионсен хушшинчи мероприятисене хастар хутшӑннӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхин черетлӗ урокӗ иртнӗ. Кун пирки асӑннӑ культура учрежденийӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, заняти 18 сехетре пуҫланнӑ.
Чӑваш чӗлхи урокне Артём Федоринчик лингвист ирттернӗ. Чӑваш чӗлхи вӗренес текенсемпе ӳркенменскер тӳлевсӗрех ӗҫленӗ.
Чӑваш чӗлхи урокӗ унччен те иртнӗ. Малтанхине Чӑваш наци конгресӗн ҫуртӗнче пухӑннӑ. Сӑнӳкерчӗкре — шӑпах ҫав самант сӑнарланнӑ.
Артём Федоринчик — Кейӳрен (Киевран). Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, чӗлхене хисеплесси унпа массӑллӑ хатӗрӗсем усӑ курнинчен килет. Шкул учебникӗсем ҫеҫ чӑвашла пулсан ачасен те вӑл чӗлхене вӗренес килмӗ тесе каланӑ вӑл титул чӗлхин ят-сумӗ шухӑшланӑ май темиҫе ҫул каялла.
Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ Раштав ыркӑмӑллӑх акцине пуҫарнӑ. Вӑл «Ачасем асамлӑха ӗненччӗр тесе…» ятлӑ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗнӗ кӗнекесем пухӗҫ.
Сахал тупӑшлӑ тата йышлӑ ҫемьере ӳсекен ачасене энциклопедисем, юмахсемпе калавсен, шкул программине кӗртнӗ хайлавсен пуххисене парнелӗҫ. Ачасене Ҫӗнӗ ҫулта асамлӑх пранелес килет-и? Апла лавккана кайса кӗнекен туянӑр та хулари кирек хӑш вулавӑша йӑтса пырӑр.
Кӗнекесене раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче В.Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра иртекен тӗлпулура парӗҫ. Кунсӑр пуҫне ачасене уяв программи кӗтет. Эсир те ҫак мероприятие хутшӑнма, хӑвӑр туяннӑ кӗнеке-парнене ачана алӑран тыттарма пултаратӑр.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» клуб вӗҫӗмех пухӑнать. Унта пуҫтарӑнакан хастарсем кашнинчех епле те пулин кӗнекене тишкереҫҫӗ. Клуб пайташӗсем ҫак уйӑхӑн 18-мӗшӗнче, 18 сехетре, каллех пухӑнӗҫ. Хальхинче вӗсен Ольга Васильеван «Юхать ҫӑлкуҫ...» кӗнекине вуласа пымалла.
Кӗнеке кӑҫалхи ҫулла Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Автор хӑй те, сӑмах май, унта ӗҫлет.
«Юхать ҫӑлкуҫ…» кӗнекене повеҫсемпе калавсем кӗнӗ. Кӗнеке хуплашкине Канаш хулинчен 11 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Мӑкӑр кӗперӗпе капӑрлатнӑ. Ӑна Екатерина Васильева ӳкернӗ.
Кӗнекере ҫамрӑксен пурнӑҫне, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ чух вӗсен тӗрлӗ йывӑрлӑхпа куҫа куҫӑн тӑма тивнине тишкернӗ.
Чӑваш Енри ачасем «Символы России. Литературные юбилеи» (чӑв. Раҫҫей элемӗсем. Литература юбилейӗсем) Раҫҫейри олимпиадӑра палӑрнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кирилл Даниловпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Ксения Мартьянова ӗҫӗсем пирӗн республикӑрисенчен чи лайӑххисен шутне кӗнӗ.
Раҫҫей Культура министерстви, А.М. Горький ячӗллӗ литература институчӗ, В.И. Даль ячӗллӗ Раҫҫей литературин историйӗ патшалӑх музейӗ, Раҫсейӗн ача-пӑча вулавӑшӗ йӗркеленӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗшӗн пирӗн патра Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗ яваплӑ пулнӑ. Ачасене ҫула кура икӗ категорипе пайланӑ: 7-10 тата 11-14 ҫултисене.
Малтан каланӑ йышра Степанов Даниил (Красноармейски районӗ), Пахинов Александр (Хӗрлӗ Чутай районӗ), Алексеева Елизавета (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Александров Максим (Муркаш районӗ), Ефремова Ольга (Пӑрачкав районӗ), Матвеева Александра (Вӑрмар районӗ), Данилов Кирилл (Ҫӗрпӳ районӗ), Шепилова Екатерина (Шупашкар районӗ), Антипов Олег (Шӑмӑршӑ районӗ), Семенова Надежда (Ҫӗмӗрле районӗ), Тимофеева Виталия (Етӗрне районӗ), Муратова Екатерина (Елчӗк районӗ), Николаева Анна (Тӑвай районӗ), Павлова Виктория (Канаш хули), Копанева Мария (Ҫӗнӗ Шупашкар), Николаева Евгения (Шупашкар) палӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |