Ылхан
Çирĕклĕ Шăхаль çине
Тырă ӳснĕ вăхăтра
Пĕр тумлам çумăр ӳкмест,
Кун пирки халь кам пĕлмест.
Кашни çул пĕр ирхине
Чӳк валли парне илсе
Виç-тăватă кинеми
Каяç Чутей чиккине.
Унта çитсен сăхсăхаç,
Тăват енне пуç таяç.
Хирти пĕччен тĕмескене
Куркан-куркан шыв сапаç.
Шыв сапаççĕ, кĕл тăваççĕ,
Çапла сăмахсем калаççĕ:
«Эй, турăçăм Пӳлĕхçĕм,
Эсĕ хĕрхенсем пире.
Каçар, Турă, çырлахсам.
Чӳк парнине йышăнсам.
Эй, мăнтарăн карчăкки,
Эсĕ телей курмарăн.
Хăвăн çиллӳне мансам,
Лăпкăн çеç канса выртсам,
Ан ылханччĕ халăха,
Пар хăват çумăр çума.»
Çак сăмаха каласа
Каллех вĕсем пуç тайрĕç,
Чӳклеме парни хурса
Килнĕ çулпах уттарчĕç.
Ĕлĕк–авал тахçанах,
Выçлăх пулнă çулаллах,
Кинеми ялтан – яла
Çӳренĕ тет ыйткаласа.
Килĕ-çурчĕ пулман тет,
Ачипчийĕ вилнĕ тет.
Упăшки çĕре кĕнĕ,
Хăй вăл тарçа кĕрĕшнĕ.
Кун кайнă та, кун килнĕ,
Çу иртнĕ те, кĕр çитнĕ.
Çак хĕрарăм ватăлнă,
Ĕçлемешкĕн хал чакнă.
Хуçи ăна килĕнчен
Янă тет хăваласа,
Карчăк вăйĕ пĕтиччен
Макăрнă тет хурланса.
Пур япалине пухса
Тухса кайнă вăл ялтан.
Вăйĕ пынă тет хухса
Пĕр ларсан вăл тăрайман.
Ĕçес тенĕ — шыв пулман,
Ăна паракан пулман.
Иртен–çӳрен хăраса
Иртнĕ унтан пăрăнса.
Мĕскĕн ватă хускалман,
Хускалмашкăн хал пулман.
Пĕр кун иртнĕ, тепри иртнĕ,
Вилес патнех вăл çитнĕ.
Пĕр çын иртсе пынă та,
Çак телейсĕре курса,
Вилнĕ тесе шутласа
Ял халăхне систернĕ.
Ялти çынсем пухăнса.
Чутей чиккине кайса,
Тарăн мар шăтăк алтса
Хатĕрленнĕ пытарма.
Юлашки вăйне пухса
Карчăк ларнă тет тăрса.
Тутисене хускатнă,
Аллипе тем кăтартнă.
Чĕлхи çĕтнĕ — сас тухман,
Ăна никам ăнланман.
Тӳнсе кайнă карчăка
Тĕртсе янă шăтăка.
Анчах чунĕ ун тухман,
Ахальтен вăл ылханман:
Пӳлĕхçĕ курать сире,
Тумлам ӳкмĕ çĕр çине!...»
Çак карчăкăн ылханĕ
Паянхи куна çитсе,
Кирлĕ чух çумăр çумасăр
Тарăхтарать çынсене.
Çавна пула кашни çул
Ватă çынсем пухăнса
Вил тăпри çине кайса
Чыс тăваççĕ карчăка.
Халапĕ
Çакăн евĕр пулăма асăрханă–и эсир? Йĕри-таврари ялсенче çумăр çуса тухать, сирĕн ялта — çумасть. Е пачах хирĕçле: пирĕн ялта ишсе çумăр çăвать, кӳршĕ ялсенче — тип-типĕ. Юнашар ялсенче çумăр эрнипе çăвать — пирĕн ялта тумлам çумăр ӳкмест. Кун пирки ĕлĕкренех çапла çӳрекен легенда пур. Тахçан-авал ыйткаласа çӳрекен пĕр карчăка чĕрĕллех шăтăка чикнĕ пулнă иккен. Вăл вара ял çыннисене ылханнă. Çумăр чылай вăхăт çумасан ват çынсем карчăкăн вил тăпри çине кайса чӳк тăваççĕ. Хам çырнă хайлавра эпĕ çак легендăна тĕпе хутăм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...