Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

_Чӑваш Республикинче каллех юр ҫӑвӗ тата ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.
Юр паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫума тытӑнӗ. Каҫхине те ҫӑвӗ. Ҫил вӑйланнӑран (вӑл ҫекуунтра 14-16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ) ҫил-тӑман тухӗ. Ҫавна май 14-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ.
Ыран, эрнекун, ҫанталӑк улшӑнса тӑрӗ: хушӑран хӗвел тухӗ, хушӑран юр ҫӑвӗ. Ҫавна май юр вӗҫтернӗ чухне 200 метр аякри те курӑнмӗ. Шӑматкун вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна юр ӳкӗ. Вырсарникун ир тӗлне юр хулӑнӑшӗ 8-13 см пулӗ. Юр ытларах республикӑн кӑнтӑр-анӑҫ енче пулӗ.
Ҫитес эрнере пирӗн пата антициклон килӗ, юр ҫума пӑрахӗ, сивӗтӗ. «Ҫанталӑк 21» сайт кун пирки каярахпа пӗлтерме шантарнӑ. Мӗнех, кӗтетпӗр.
