Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Сӑр юханшывӗ хӗрринче окоп чавнӑ 100 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Шкул хыҫҫӑн «Ҫӑлтӑр» колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӗр тантӑшӗсемпе пӗрле вӑрман кӑларма ҫӳренӗ. 16 ҫулта чухне Сербизиган Сафияновӑна Сӑр хӗрринч окоп чавма илсе кайнӑ. Вӑл аса илнӗ тӑрӑх, вӗсем талӑкра 17 сехет таран ӗҫленӗ, ҫӗрпӳртре пурӑннӑ.
Кайран Сербизиган Ямалетдиновна направленипе Мускав облаҫне торф кӑларма кайнӑ. 1948 ҫулта хӗр качча тухнӑ. Вӗсем мӑшӑрӗпе ывӑл Миназим ҫурата ӳстернӗ.
Паянхи кун кинемей кӗҫӗн мӑнукӗн ҫемйипе пурӑнать. Унӑн 3 мӑнук, 6 кӗҫӗн мӑнук тата вӗсен 5 ачи пур. Вӗсемпе савӑнса пурӑнать вӑл.
