Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Андрей Чибиса тытса чарнӑ. Ӑна икӗ уйӑхлӑха СИЗОна ӑсатнӑ.
«База» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, СИЗОна ӑна паян хупнӑ – кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗччен. ТАСС ҫырнӑ тӑрӑх, ун тӗлӗшпе укҫа тӑкакланӑшӑн, тата сӗтев илнӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чибиса чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тытса чарнӑ.
ШӖМӗн официаллӑ элчи Ирина Волк пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Чибис Мурманск облаҫӗнчи Строительство министерствинчен 39 миллион тенкӗ тата ҫул-йӗр реконструкцийӗ валли уйӑрнӑ хысна укҫине вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Палӑртса хӑварар: Андрей Чибис — Шупашкар хулинчен.
