Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 146-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус Кӳкеҫ поселокне ҫитме тытӑнӗ. Унӑн маршрутне Шупашкар округӗнчи ҫынсем ыйтнипе тата хулаҫум транспорчӗн аталанӑвӗн программипе килӗшӳллӗн тӑсӗҫ.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнелнӗ маршрута «Кӳкеҫ — Шупашкар — Салапайкасси» ят парӗҫ. Маршрут Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри суд приставӗсен уйрӑмӗ патӗнчен пуҫланӗ, «Кӳкеҫ-2», «Почта», «Сельхозтехника», «Аш-какай комбиначӗ» чарӑнусем урлӑ кайӗ. Шупашкар хулинче Алькешрен, Никитин урамӗнчен, Ботаника садӗнчен, Питомникрен, МТВран иртсе кайӗ.
Ҫапла майпа Алькешре, Хыркассинче тата Салапайкассинче пурӑнакансем район центрне пӗр транспортпах ҫитме пултарӗҫ. Маршрут ҫулӗ 42,1 ҫухрӑм тӑршшӗ пулӗ, каялла килнӗ чухне – 31,7 ҫухрӑм.
