Çунатсăр Çилçунат


Пьесăра вылякансем:

Павăл

Матюк — унăн арăмĕ

Уля — кӳршĕ хĕрĕ

Мăтя — Улян ашшĕ

Марче — Улян амăшĕ

НКВД ĕçченĕсем:

Жеребцов

Пиманов

1-мĕш милиционер

2-мĕш милиционер

Михалкка, Элюç, Энтепе ял çыннисем.

Ĕçсем 1920-30-мĕш çулсенче пулса иртеççĕ. Таврара Шакур атаман алхасать. Мухаметжанов следователь Шакур атаман шайккине арестлес енĕпе тăрăшса ĕçлет. Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел тăрăхĕсенче милиционерсем Шакур çыннисене йĕрлеççĕ. Энтепе ялĕнче пурăнакан Вăрă Павăлăн та пурнăçĕ япăхланать.

 

1-мĕш курăну

Пӳлĕм. Сĕтел, икĕ пукан. Сулахайра кровать. Хăй чикки çунать. Пӳлĕмре Уляпа Матюк алă ĕç тăваççĕ. Улах юрри юрлаççĕ.

Йăранĕ-йăранĕ ешĕл сухан —

Илемлĕ-çке ешĕл вăхăтра.

Тантăш, эс те çамрăк, эп те çамрăк,

Илемлĕ-çке çамрăк вăхăтра.

Иртсе кайрĕ улах сăри,

Иртсе кайрĕ савăнăç.

Халĕ ĕнтĕ тăсăлĕç

Ялан пĕрпек пурăнăç.

Ай-уй, Ванюк,

Йĕнерлĕ, ай, ут çинчен

Суйласа ил ушкăн та хĕр çинчен.

Матюк: Хĕр чух улах лараттăмăр, улах юрри юрлаттăмăр. Хайпăла ялăнче çамрăк нумайччĕ. Çулсем сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Нихăçан та шутламан çак яла качча килетĕп тесе. Ялта та варли пурччĕ ман.

Уля: (Уля Матюка пӳлсе) Матюк аппа, Павăл тетепе эсир мĕнле паллашнине каласа пар-ха. Çав ялтан çити мĕнле илсе килнĕ вăл сана?

Матюк: Пит маттур пулнăран ытарайман пуль эпĕ ăна. Çӳллĕ, сарă çӳçлĕ, патвар, правурччĕ вăл. Пĕррехинче пирĕн ял витĕр тухса кайрĕç вĕсем. Чаплă лашапа, шĕлепкепе. Кайран час-час пыра пуçларĕ. Пĕр каçхине вăрласах килчĕç. Атте-анне те хирĕç пулмарĕ. Халь ĕнтĕ пурăнатпăр çапла. Ача-пăча тавраш çук та.. пулĕ-ха ĕнтĕ.

Уля: Çак тĕттĕм каç сана пĕччен пăрахса хăварать Павăл тете. Сана шеллесе кăна каçрăм-ха. Манăн киле каçма та вăхăт. Павăл тете халĕ те çук, таçта çӳрет ĕнтĕ халиччен?

Матюк: Паян Шакур патне кайнă-ха вăл. (Çăварне хупласа) Ах, тур, каламалла та марччĕ те…

Уля: Нимех те мар, Матюк аппа, эпĕ ахаль те чухлатăп. Шеллетĕп эпĕ сана. Ыран яла милицисем килеççĕ тет. Вăрланă япаласене шыраççĕ пулмалла. Ĕнер килсе пăрахнă пусма тĕркисене чăлана кĕртсе хутăм-ха. Ăçта пытармаллине пĕлместĕп.

Матюк: (Хыпăнса) Миçĕ калатăп çав Павăла, итлемест вĕт вăл мана.

Тулта йытăсем вĕрни илтĕнет. Тпру! тенĕ сасă та илтĕнсе каять.

Матюк: (Матюк чӳрече патне ыткăнса) Павăл килчĕ пулас. Пĕччен мар хăй. Лаши те ывăннă пек курăнать. Мĕскĕн Çилçуначĕ, яланах çав лашана кӳлет. Унсăр ниçта та тухмасть. Пĕри хирте ĕçлеме, тепри хама юлташа тесе усрать.

Пӳрте кăшт хĕрĕнкĕ Павăлпа Янчур Иванĕ пырса кĕреççĕ. Павăл аллинче михĕ. Хăйсем юрă юрлаççĕ.

Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать

Йĕс тӳме пек татăлса.

Пирĕншĕнех камах йĕрет

Атте-анне пек хурланса.

Павăл: Маюк, эпир çитрĕмĕр. Çилçуната тухса апат пар, каярахпа шăвар. Лайăх пăх Çилçуната. Вăл ман çулри юлташ. Иван, лар сĕтел хушшине. Хăна тăвăп эп сана. (Миххинчен ĕçме-çиме кăларать, Ивана сĕтел хушшине лартать). Мĕн туса çӳретĕн эсĕ çĕр хута?

Иван: Аппа патне кайнăччĕ. Кăштах хăна пултăм. Таврăнаттăм. Сана куртăм.

Павăл: Эсĕ мана урамра курман. Ăнлантăн-и?

Иван: Курман, илтмен, пĕлместăп.

Павăл: Итле, Иван, ыран Шăмалака хăнана каятпăр. Ан хăра, Çилçуната кӳлетĕп. Вăл ман о-хо-хо, тилхепене пĕрреç туртмалла... Килĕшмесен, сана (Чăмăр кăтартать)!

Иван: Кайăпăр. Хăнана каясси ĕçлеме каясси мар-çке. Хăрушăрах кăштах. Милиционерсем пырсах тăраççĕ тет Шăмалака. Ĕнер Михалкка кайса килнĕ те.

Павăл: Милиционерсем тесе ниçта та тухмалла мар-и вара? Пĕтсен пĕрре пĕтмелле. Манпа чухне ан хăра. Эпĕ сана хамăн туссемпе паллаштаратăп. Кала, сана кам та пулсан кӳрентернĕ-и?

Иван: Çук, халиччен никам та кӳрентермен.

Павăл: Итле-ха, Иван, мана валли чаплă сĕтел туса пар-ха. Санăн аллу ылтăн. Эпĕ сана уншăн тав тăвăп.

Иван: Юрать, туса парăп. Халь тем ĕçех çук-ха. Кавĕрле Раманне сĕтел тăваттăм-ха. Пĕтет ĕнтĕ туса. Ырансенче кайса паратăп та пуль-ха.

Павăл: Иван, Энтепе ялĕнче сан пек çывăх çыннăм çук. Сăра ĕçтерем–ха сана.

(Пĕр курка сăра тултарса парать)

Иван куркине ĕçсе ярать те каллех юрă юрлать, ун хыççăн Павăл та юрра юрлать.

Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать

Йĕс тӳме пек татăлса.

Пирĕншĕнех камах йĕрет

Атте-анне пек хурланса.

Иван: Нумай та ларса кайрăм пуль. Каям–ха эпĕ, арăм та çухатрĕ пуль.

Павăл: (Çиллессĕн) Ыран Шăмалака каясси çинчен ан ман!

Павăл Ивана ăсатса ярать. Çак хушăра пӳрте Матюк кĕрет.

Матюк: Çилçуната апат патăм, шăвартăм. Йĕп-йĕпе хăй, ăçта çити кайнă эсĕ?

Мĕншĕн апла хытă хăваланă эсĕ ăна?

Павăл: Матюк, мана йĕрлесе килес пулсан эпĕ çук, кайнă, çухалнă, килмен.

Паян Пăваран тип çу сăптăрса килтĕм. Кавĕрле Раманне парас пулать. Ун патне вăрра килнĕ тутарсене тăн кĕртрĕм-ха. Пăх-ха вĕсене.(Кăкăрне шаккаса) Павăлтан иртме шутланă.

Матюк: Ку Янчур Иванĕ ăçтан тупăннă тата?

Павăл: Урамра тĕл пултăм. Тип çу пушатма тесе илсе килтĕм. Ан хăра, Иван хамăр çын.

Матюк: (Тархасласа) Павăл, хăçан вĕçленет çак сан ĕçӳ?

Павăл: Матюк, мана пур пĕрех каçармаççĕ. Эп пурăннă чухне яла вăрă пырса кĕмест. Çакна ан ман. Эпĕ хамран мăшкăллаттармастăп. Паян ĕç ăнсах мар-ха. Лашасем вăрласа леçмеллеччĕ. Шакур паян лаша илсе килессе кĕтрĕ пуль. Пулмарĕ... Ăçтан тупăнчĕç çав милицисем.

Матюк: Павăл, ялтан аван мар. Çын умне курăнма вăтанатăп.

Павăл: Эпĕ ялăнне вăрламастăп.

Матюк: Мĕнле вăрламастăп. Элюç лашине кам вăрланă вара? Киле килчĕ вĕт. Намăссăр тет, пуçăра пултăр тет.

Павăл: Хăй тавлашрĕ. Вăрлаймастăн тет, хуралтăсем лайăх тет. Ху пĕлен. Мана хуралтă ниме те пĕлтермест. Кайса патăм Шакура.

Матюк: Ялăнне тĕкĕнмелле мар, Павăл. Михалкка тетен лашине те вăрлама тытăннă тет–ха эсĕ.

Павăл: Вăл та хăй пуçларĕ. Вăрлаймастăн, çĕрĕпе сыхлатăп тет. Шеллерĕм ĕнтĕ.

Лаши те пĕрре çеç те. Картаран илсе тухса çăпатасем те сыртарнăччĕ. Хăй тухрĕ те — парса хăвартăм вара.

Матюк: Çурçĕр те çитрĕ пуль. Атя, кунĕпе ывăнтăн та пуль. Çывăрма выртар.

Хăй чикки сӳнет.

 

2-мĕш курăну

Милиционерсен пӳлĕмĕ. Сĕтел, пукансем. Пĕчĕк чӳрече. Пӳлĕмре Жеребцовпа Пиманов.

Жеребцов: Ăнланма пултараймастăп. Ăçтан ĕлкĕреççĕ вĕсем çавăн чухлĕ лаша вăрлама, тавар çаратма. Бандинче миçен вĕсем?

Пиманов: Йышĕ пысăках та мар пулĕ вĕсен, çапах та питĕ ăста вăрăсем вĕсем. Кĕске вăхăтрах темĕн те тăваççĕ. Шакур атаманне арестлемелле, ыттисене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн шĕкĕлчеме пулать вара. Иртнĕ эрнере пар лаша кӳлсе Яманчурел еннелле кайнине курнă ăна. Татах тем ырă мар ĕç тума шутлаççĕ пулмалла.

Жеребцов: Ĕнер Пăвара тепĕр лавккана çаратнă сволочсем. Вăрă Павăлах мар-ши тетпĕр.

Пиманов: Пулма пултарать.

Жеребцов: Вăрă Павăлне арестлеме кайнă-ха паян.

Пиманов: Тытасси пит çăмăл пулмĕ ăна. Унăн лашине ниепле те хăваласа çитейместĕн. Пирĕн ăна çитекен лаша та çук.

Жеребцов: Килĕнче хĕстермелле ăна.

Пӳлĕме милиционерсем кĕрет. Хăйсем тарăхнă сăнлă.

1-мĕш милиционер: Çав Антонов Павăла Энтепене миçе тытма кайсан та тытма çук. Çĕрле кайсан та, кăнтăрла кайсан та пирĕн алăран вĕçерĕнет. Ăçта тарса çухалма пултарать вăл?

2-мĕш милиционер: Хире кайрăмăр. Ĕçленĕ çĕре. Куç умĕнчен йĕп пек çухалчĕ. Ял халăхĕ те нимĕн те каламасть вĕт-ха. Курман, илтмен, пĕлместпĕр теççĕ.

Жеребцов: Ыран хам каятăп сирĕнпе пĕрле. (Пистолетне кăларать) Çак пистолетпа персе вĕлеретĕп эпĕ ăна.

Пиманов: Мухаметжанов та çине тăрать–ха кун пирки. Кĕске вăхăтра бандăна арестлемелле тесе приказ килнĕ.

Жеребцов: Ыран ирех каятпăр.

 

3-мĕш курăну

Улясен пӳрчĕ. Пӳртре ашшĕпе амăшĕ. Уля тултан кĕрет.

Мăтя: Уля, эсĕ тата хăçанччен вăрланă япаласем йышăнса выртатăн? Арестлеççĕ ак сана та, мана та. Вăрă ĕçĕпе никам та пуяйман халиччен.

Хывса пăрах çĕнĕ кĕпӳне. Мĕн янкăлтатса çӳретĕн. Вăрă Павăлпа юнашар тĕрмене кайса ларасшăн-им?

Марче: Эй, намăссăр. Ăçта санăн пуçу? Мĕншĕн нимĕн те шутламастăн? Миçе хăтана килсен те качча кайма та килĕшмерĕн. Мĕн, сана Павăл пекки кирлĕ-им? Тфу! Пăхма намăс. Ял çине тухма та ят юлмасть ĕнтĕ. Мĕн тесе илентертĕн çав Павăла хамăр пата?

Уля: Мĕншĕн вăрçатăр эсир мана? Хамăр вăрланă япаласем мар вĕсем, Павăл вăрланисем. Апла пулсан çылăхĕ пурте Павăл тетене пулать. Пĕр тĕрке пусма кама пăсать. Çĕнĕ кĕпе çĕлесе тăхăннă пулсан вара кама мĕн ĕç. Ĕнер вăрласа килнĕ япаласене лайăх пытарсан Павăл тете мана тепĕр тĕрке пусма паратăп терĕ. Тип çу, ытти çимĕçе илсе килсен эсир те лайăх çиетĕр-çке.

Мăтя: Çитет! Малалла нимĕн те илнĕ ан пултăр. Вăрланă япалисене те хăть ăçта хутăр, пирĕн пата мар!

Марче: Пусмисене каçарса пар. Хăйсем патĕнче пулччăр. Пирĕн патăрта тупас пулсан пĕтрĕ пуç вара..

Тулта сас пулать. Пӳрте Михалкка пырса кĕрет.

Михалкка: Манăн килес. Мĕнле пурăнатăр? Сывлăхсем мĕнлерех?

Мăтя: Атя, ирт тĕпелерех. Çӳретпĕр-ха майĕпен. Мĕн çăмăлпа.

Михалкка: Эпĕ сире систерме килтĕм. Милицисем килсен сирĕн пата та кĕреççĕ пуль. Вăрă Павăлăн вăрланă япалисем те кунта теççĕ ял çинче. Çĕрле Çилçунат сирĕн хапхаран кĕнине Элюç курнă. Милицисене яла килсен систермелле-ха тесе калать тет. Япалисене е каçарса памалла, е çухатмалла.

Марче: Хамăр та çавăн пирки калаçатпăр вĕт. Итлемест Уля, инкек пулассине те туять ман чĕре. Мĕн тумалла ĕнтĕ? Ашшĕ, эсĕ мĕн нимĕн те чĕнместĕн?

Мăтя: Мĕн чĕнесси. Каçаратпăр та паратпăр. Хăть ăçта хутăр Матюк. Пирĕн япала мар вĕт. (Уля çине пăхса) Ăнлантăн-и, чипер пукане?

Уля: Юрать, атте, халех Матюк аппа патне каçса калатăп. Васкас пулать. Манăн тĕрмере ларас килмест–ха. (Пусми тĕркисене, михĕри япалисене йăтса пĕр çĕре пухма тытăнать.)

Михалкка тухса кайма тăрать. Мăтя ăсатать.

Мăтя: Систернĕшĕн пысăк тав, халех ĕçе пикенер.

 

4-мĕш курăну

Малтанхи сцена. Матюк сĕтел çине апат-çимĕç лартать. Уля чупса кĕрет.

Уля: Матюк аппа, яла милицисем килнĕ. Павăл тете ĕнер вăрласа килнĕ япалисене ăçта хурар-ши? Пирĕн пата кĕрес пулсан мĕн теççĕ ĕнтĕ? Атте те вăрçать, анне те мăкăртатать. Павăл тетене Шăмалак еннелле хăваласа кайнине ял çыннисем курнă тет. Çилçунат çиçĕм пек вĕçтерсе пырать тет. Тăрантас çинче Янчур Иванĕпе Павăл тете тет Милицисем ун хыççăн Нятня Улисен лашипе хăвалаççĕ тет.

Матюк: Ырра мар ку. Чĕре ырă мара сисет ман. Япалисене хăть те ăçта пытарт. Ан тупчăр çеç. Миçе каласан та итлемерĕ вăл мана. Лăпланса пурăнмарĕ. Шакурах пĕтерчĕ ăна. Çав явăçтарчĕ вăрă ĕçне. Çав тăранаймарĕ. (Йĕрет) Вăрларĕ-вăрларĕ.. Мĕн пур вара унăн? «Вăрă» ят илтрĕ.

Уля: Йĕнире нимĕн те тума çук. Йĕрсе ан лар-ха, Матюк аппа. Часрах атя, япаласене пуçтарар, лайăхрах пытартар. Часах кунта та килĕç ак.

Ун-кун хыпаланаççĕ. Унтан-кунтан япала, савăт-сапа пуçтараççĕ. Михĕсене чиксе тулалла кăлараççĕ. Пӳрте çак хушăра Янчур Иванĕн арăмĕ килсе кĕрет.

Иван арăмĕ: Матюк, пирĕн Иван Павăлпа Шăмалака кайнă теççĕ. Тĕрĕс-и ку? Паянхи кун чĕре çунса тухать. Ырра мар ĕнтĕ ку. Сывă таврăнсан юрĕччĕ те.

Уля: Кайнă. Кайнă. Ĕнер вăл хăй килĕшрĕ Павăл тетепе Шăмалака кайма. Сана нимĕн те каламан-и вара?

Иван арăмĕ: Нимĕн те каламан. Сĕтел тăваччĕ вăл. Тепре пăхнă çĕре тухса шунă.

Матюк: Лайăхпах килеççĕ пуль-ха. Çилçуначĕ çăлса хăварсан çеç ĕнтĕ.

Уля: Çилçунат Турă мар вăл, ăçтан яланах çăлтăр? Милицисен пăшалсем пур. Вĕсем шеллесе тăмаççĕ. Чарăнмасассăн персе те вĕлереççĕ.

Иван арăмĕ: Пирĕн мĕн шыраса кайнă-ха унта?

Пӳрте Уля ашшĕпе амăшĕ кĕреççĕ. Иккĕшĕ те михĕсемпе вăрланă япаласем йăтнă.

Мăтя: Эсир япалăрсене пуçтартăр-и? Чавса чикес пулать.

Марче: Часрах пахчана тухар. Хуралтă енне чавса чикĕпĕр. Ăпăр –тапăр пăрахсан паллах пулмĕ.

Çак хушăра васкаса Михалкка кĕрет.

Михалкка: Матюк, япăх хыпар илсе килтĕм. Нятняна куртăм. Павăла Шăмалакпа хамăр ял хушшинче персе вĕлернĕ терĕ. Янчур Иванĕ Шăмалака ӳксе юлнă пулнă. Вăл çуран анса халь килне кайрĕ тет.

Иван арăмĕ: Эпĕ каям-ха эппин.

Тухса каять.

Михалкка: Çилçунат тилхепипе тăлланса чарăнса ларнă тет. Павăл патне никама та ямасть тет. Тăрантас йĕри-тавра çиçĕм пек çаврăнать тет. Милицисем те тĕлĕнеççĕ тет çав тери ăслă лашаран. Икĕ уран тăрса кĕçенет тет.

Матюк: Апла ăна Çилçуначĕ те çăлайман. (Йĕрсе ярать)

Пурте пӳртрен тухса каяççĕ.

 

5-мĕш курăну

Хурал пӳрчĕ. Унта туллиех халăх. Пурте Павăл виллине ăçта пытарасси пирки хĕрсех калаçаççĕ.

Михалкка: Халăх, Павăл пиртен уйрăлса кайрĕ. Мĕнле пулсан та ăна пытарас пулать.

Янчур Иванĕ: Мĕнле пулсан та ăна масарах пытарас.

Халăх: Çав вăрра-и? Тивĕçлĕ мар вăл масара кĕме.

Михалкка: Тен, Шăмалак масарне пытарăпăр?

Халăх: Мĕншĕн Шăмалак масарне пытармалла ăна? Вăл Шăмалак çынни мар.

Элюç: Энтепе масарĕ çинче те, Çĕнĕ Арланкасси масарĕ çинче те тӳрĕ чунпа пурăннă çынсене пытарнă. Вăрă Павăлĕ унта кĕме тивĕçлĕ мар. Шăмалак çĕрĕ çинче тухнă унăн чунĕ. Хамăр ял çынни тесе ăна Шăмалакпа Энтепе хушшинчи çыра çине пытарар. Манăн сăмахăм çакă.

Михалкка: Апла Матюка пĕлтермелле ун çинчен. Тăванĕсене пухса çыра çине пытарччăр Павăла. Вилнĕ çын çинчен начар калаçмаççĕ. Леш тĕнчере ăна тивĕçлĕ суд тăвĕç. Эпир вара хамăр ачасене вăрă ĕçĕ нихăçан та ырă пулманнине ăнлантарар.

Хурлăхлă кĕвĕ янăрать. Хура тумланнă çынсем сцена çине тухаççĕ. Утаççĕ-утаççĕ.

Матюк: Павăл, илтетĕн-и эсĕ мана? Пирĕн пурнăç илемĕ мĕнре пулчĕ-ши? Эпĕ сана юратса, шанса качча килтĕм. Ача-пăчаллă пулса телейлĕ хĕрарăм пуласшăнччĕ. Вăрă ĕçĕ пĕтерчĕ сана. Шакур атаман, ылханатăп сана! Пирĕн телее эсĕ тĕп турăн. Ял халăхĕ, айăп ан тăвăр эсир ман упăшкана. Вăл пĕрре те начар тăвасшăн пулман сире. Яла ытти вăрăсенчен сыхланă çеç. Çĕр-анне, йышăн эсĕ ăна. Мĕн чул нумай çылăх пулсан та чăт эсĕ ăна. Павăл, Çилçунату та çăлаймарĕ сана. Унăн çуначĕ çук çав вĕçсе кайма.

Кĕвĕ вăйланать. Хĕрарăм йĕнĕ сасă та илтĕнет.

 

Халап

20-мĕш ĕмĕрти паллă çын тата паллă вырăн

 

Энтепе ялĕн кăнтăр енче, Шăмалакпа Энтепе хушшинче, «Павăл çыри» текен вырăн пур. Ку вырăна ялти ватăсем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Вил тăпри малтанласа палăрнă, каярахпа палăрми те пулнă. Шăп çăк вырăна 20-30–мĕш ç.ç. çак тăрăхри çынсене çаратса пурăннă çынна пытарнă. Унăн чăн ячĕ Антонов Павел Арсентьевич пулнă. Халăхра вара ăна Вăрă Павăл ятпа лайăхрах пĕлеççĕ.

Вăрă Павăл Чутей Шакурпа туслă пулнă. Ку тăрăхра вăрланă лашасене Шакур патне ăсатнă, лешĕ — Хусана. Унта унăн çĕр айĕнче тем пысăкăш лаша витисем пулнă тетчĕç. Çухалнă лашасене никам та тупайман.

Элюç ялти пуянсенчен пĕри пулнă. Лашисем те лайăх пулнă унăн. Хуралтисем те питĕ чаплă пулнăран сахал мар мухтанса калаçнă ял çинче. Пĕррехинче çак Вăрă Павăлпа тавлашса каять. «Манăн хуралтăсем чаплă. Лашасене вăрлаймастăн манăнне», — тет Элюç тавлашу вĕçĕнче. «Вăрласа кайсан айăп ан ту», — тет Вăрă Павăл. Элюç çĕрĕпе çывăрмасăр выртать. Ирхине тухнă çĕре лашине вăрласа кайнă… Мĕн тăвас? Тавлашнă вĕт. Кама шалăп парăн?

Мăнкун эрнинче тутарсем Кавĕрле Раманĕн лашине вăрлама килеççĕ. Çĕрле Раман арăмĕ теме сиссе тула тухать. Кăптăр-кăптăр сасса илтсе, тимлесе итлет. Тутарсем лашана витерен кăлараççĕ те хапхана уçаççĕ. Арăмĕ часрах упăшкине кĕрсе тăратать. Кавĕрле Раманĕ вăрăсем хыççăн чупать, тархаслать. Вăрă Павăлĕпе хăратсан тин тутарсем лашине парса хăвараççĕ. Павăл Вара çавăн чухне Рамана: «Эп вилмесĕр яла вăрă пырса кĕреймĕ», — тесе каланă тет.

Вăрă Павăлăн чи юратнă лаши Çилçунат ятлă пулнă тет. Унта-кунта кайнă чухне вăл яланах çав лашине кӳлнĕ тет. Таврара ăна хуса çитекен лаша пулман тет. Пĕррехинче Вăрă Павăлĕпе Янчур Иванĕ Çилçуната кӳлсе Шăмалака каяççĕ. Тăрантаспа пулнă иккен. Килме тухсан вĕсене милиционерсем хăвалама пуçлаççĕ. Пĕрреç туртать Вăрă Павăлĕ тилхепене — Çилçунат тапса та сикет. Янчур Иванĕ Шăмалаках ӳксе юлать. Тĕрĕс мар çулпа кĕрсе кайса лаши те хăтараймасть Вăрă Павăлне. Ăна çул çинчех персе вĕлереççĕ. Ни Шăмалак масарне, ни Энтепене, ни Çĕнĕ Арланкассине пытарма килĕшмен халăх. Вара ăна тăванĕсем хирех пытарнă. Çав вырăна «Павăл çыри» тенĕ.

Нимĕн те вăрламасăр пĕр кун та иртмен тет Вăрă Павăлăн. Вăрламан кун вара хăйне вырăн тупайман тет. Вара пуçĕнчи çĕлĕкне хывса хуралтă урлă ывăтнă тет те каçса илнĕ тет. Çапла тунă хыççăн тинех лăпланнă тет вара.

Лайăх лаша камăн пуррине вăл йăлтах пĕлсе тăнă. Ял çыннисенне пит вăрламан — тавлашсан çеç хăй сăмахĕ çине тăнă. Пĕрре çапла ялти Михалккапа тавлашнă. «Вăрлаймастăн. Эпĕ çĕрĕпе сыхлатăп та сана вăрлаттармастăп», — тенĕ Михалкка. «Эсĕ лашуна вăрланине сиссессĕн парса хăварăп лашуна, сисмесессĕн — лашу манăн», — тенĕ тет Вăрă Павăл. Михалкка килĕшнĕ. Çĕрĕпе сыхлать лашине. Ир еннелле çывăрать те каять тет. Хайхи вăранса каять. Тула тухать те — лере Вăрă Павăл лашана кăларса тăватă урине тăватă çăпата сырма та ĕлкĕрнĕ тет. «Павăл, ăçта илсе каятăн лашана?» — тет Михалкка. Парса хăварнă тет вара лашине. Илсе каясах тенĕ пулсан илсе те каятчĕ пуль те-ха — Михалккана хĕрхеннĕ, пĕр касрах пурăннă-çке-ха.

Ăна арестлес тесе темиçе те килнĕ яла. Анчах та вăл кашни хутĕнчех туха-туха тарнă. Чаплă витесем, çĕр айĕнчен тухса тармалли шăтăксем те пулнине калатчĕç ялта. Пĕррехинче ăна тытма хире пынă тет. Тырă вырнă вăхăт. Ял халăхĕ хирте ĕçлет. Вăрă Павăл, килнине сисет тет те навус купи айне чавăнса кĕрсе выртать тет. Ял халăхĕ те сутман тет ăна. Татах çапла майпа хăтăлса юлнă тет вăл.

 

Çăлкуçĕ: Михеева Антонина Николаевна 2009 çулта Çĕнĕ Арланкассинче пурăнакан 1920–мĕш çулта çуралнă Артемьева Лидия Романовнăран çырса илнĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Веникова Галина Васильевна (2009-11-06 13:54:49):

Вăрă Павăл çинчен питĕ интереслĕ пьеса çырать автор. Шухăшĕ тарăн, чĕлхи витĕмлĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2009-11-06 14:26:42):

Чăн та ку ĕçпе Антонина пĕрремĕш е иккĕмĕш вырăн йышăнатех пулĕ тетĕп.

 

Мария (2009-11-18 22:41:46):

Антонина Николаевна вулакана тыткăнлакан пьеса çырнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Татьяна (2009-11-19 16:57:23):

Вăрă Павăл çинчен пĕлме интереслĕ пулчĕ. Чăн пурнăçран илнĕ сăнарсем. Ун чухнехи пурнăç куç умĕнчех.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

инçет (2009-11-29 21:42:16):

Пирĕн конкурса пьесăсемпе хутшăнни питĕ аван. Ĕакăн пек конкурссене хутшăнса ăсталăхĕ ӳссех пыраса шанас килет.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: