Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Патӑрьел округне ертсе пыма ҫӗнӗ ҫынна шанса панӑ. Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Равиль Ямалетдиновӑн кандидатурине пӗр саслӑн пулса ырланӑ. Уншӑн 20 депутат сасӑланӑ.
Унччен Равиль Ямалетдинов муниципалитет пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсен вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Унччен округа ертсе пынӑ Николай Глухов «Чӑвашинформа» комментари панӑ. Паянхи кун вӑл Чӑваш Республикинчи шыравпа ҫӑлва службине ертсе пырать.
Николай Глухов округри лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Равиль Ямалетдинов муниципалитета лайӑх пӗлет. Вӑл унтах ҫуралса ӳснӗ, чылай вӑхӑт Тверь облаҫӗнчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра ӗҫленӗ. Унтан таврӑнсан пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑнӑ.
Николай Глухов депутатсен йышӑнӑвне ырланӑ, ҫӗнӗ ертӳҫӗ округа малалла аталантарасса шаннине пӗлтернӗ.
