Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикинче пурӑнакан Надежда Демидова 40 ҫула яхӑн хӗрӗ тӑван мар тесе иккӗленнӗ.
Ҫакне пулах вӑл НТВ каналти «ДНК» кӑларӑма ҫитнӗ. Хӗрарӑм шухӑшланӑ тӑрӑх, 40 ҫ ула яхӑн каялла Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи ача ҫурматмалли ҫуртра ӑна ют ачана парса янӑ. Надеждӑна ҫак таранччен акӑ мӗн иккӗлентернӗ: бирка ҫинчи хушамата тӳрлетнӗ, юн ушкӑнӗ урӑхла пулнӑ, хӗрача сӑнӗпе те вӗсем пек мар.
«ДНК» кӑларӑмра ку ыйту тинех уҫӑмланнӑ. Генетика экспертизи Наталья Кипчатова чӑннипех те Надежда Демидовӑн хӗрӗ пулнине 99,9% ҫирӗплетнӗ.
Ҫакна пӗлсен Надежда куҫҫульне тытса чарайман, хӗрӗнчен чунран каҫару ыйтнӑ, ниме пӑхмасӑр унпа яланах мухтаннине пӗлтернӗ. 40 ҫултан тинех ҫемье иккӗленме пӑрахнӑ, тахҫанах канаҫсӑрлантарнӑ ыйту татӑлнӑ.
