Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Правасӑр, ӳсӗр: Канашра инспекторсем автоледи хыҫҫӑн хӑваланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 22.09.2026 21:29 | 37 хут пӑхнӑ
Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Канаш хулинче автоледи инспекторсен аллине лекнӗ. Ун тӗлӗшпе тӳрех темиҫе протокол ҫырнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫӗрле ҫул-йӗр инспекторӗсем ахаль чухнехи пек пыман ВАЗ машинӑна асӑрханӑ. Пакунлисем ӑна чарӑнма ыйтнӑ. Анчах автоледи газ ҫине пуснӑ.

Инспекторсем ун хыҫҫӑн хӑвалама пуҫланӑ. Автоледи 20 минут ытла тарнӑ, уй-хир, масар урлӑ каҫма ӗлкӗрнӗ. Инспекторсем каланӑ тӑрӑх, хӑш чухне водитель ҫав тери шухӑ пынӑ – вырӑнӑн-вырӑнӑн машина тӳнсе каясла ҫаврӑннӑ.

Машинӑна Вырӑскас Пикших ялӗ патӗнче чарма май килнӗ. Руль умӗнче Канаш хулинче пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ҫитменнине, унӑн права та пулман – автошкулта вӗреннӗ кӑна. Инспекторсем ыйтнипе чарӑнманшӑн та протокол ҫырнӑ.

Машинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ, водителе вара полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.

#Канаш районӗ, #Канаш, #Вырӑскас Пикших, #полици

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_276942
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем