Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пирӗн республикӑра халӑх укҫипе усӑ курса ял-хулана илемлетеҫҫӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: пӗтӗмпех халах кӗсйине кӗрсе каймаҫҫӗ, тӑкакӑн пӗр пайне халӑхран пухаҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, «Ниме - халӑх хысни» программӑпа ҫитес ҫул туса ирттермелли проектсемшӗн халӗ шӑпах сасӑлав пырать, вӑл паян вӗҫленет.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телевиденийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх. ниме программӑпа Вӑрнар районӗнчи Малти Ишек тӑрӑхӗнче те ӗҫ вӗрет. Ҫӑлкас Кӑкшӑмра нумай пулмасть купель туса лартнӑ, каҫхине вырӑна хунарпа ҫутатса тӑраҫҫӗ. Ҫитес ҫул Малти Ишек тӑрӑхӗнче территори уйрӑмӗнче 13 проект пурнӑҫа кӗртме палӑртса хунӑ, 5-шӗ — Ҫӑлкас Кӑкшӑмра. Ӗҫ-пуҫӑн пӗтӗмӗшле хакӗ — 36 миллион тенкӗ.
