Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӑҫал кӗркунне чӑнах та хитре! Кун пек уяр ҫанталӑк юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен тӑрассине пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Анчах тунтикунран самаях сивӗтӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.
Кӗркуннен пӗрремӗш пайӗ нормӑран 2,5 градус ӑшӑрӑх пулнӑ. Юпа уйӑхӗн варринче 20 градус ӑшӑ 2020 ҫултанпа пулман.
Ҫитес эрнере пирӗн республикӑна Скандинави енчен сивӗ сывлӑш килӗ. Ҫавна май кӑнтӑрласерен – 7-12 ӑшӑ, ҫӗрлесерен 0 градус пулӗ. Анчах уяр та хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Уйӑх вӗҫӗччен ҫумӑр ҫумарӗ тӗк ку уйӑх юлашки 39 ҫулта чи типпи пулӗ.
Тунтикун ҫил вӑйланӗ, ҫурҫӗр енчен ҫеккунтар 13 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Ытларикун ҫил лӑпланӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уяр ҫанталӑк ҫитес эрне тӑршшӗпех тӑрӗ. Юпа уйахӗн 28-мӗшӗнче кӑна ҫумӑрсем килӗҫ.
