Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре пӗр ҫемье кӑмпа ҫисе наркӑмӑшланнӑ. Иртнӗ шӑматкун аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫынна тата пилӗк ачана больницӑна илсе ҫитернӗ. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем пурте вӑрманта пуҫтарнӑ кӑмпана ҫинӗ те хӑйсене япӑх туйма пуҫланӑ.
Аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫынна тухтӑрсем киле амбулатори мелӗпе сипленме янӑ, ыттисем хальлӗхе пульницӑра-ха.
Халӗ ҫынсем кӑмпа нумай пуҫтараҫҫӗ – ҫумӑр хыҫҫӑн чылай вӗсем. Анчах токсикологсем асӑрхаттараҫҫӗ – ҫиелтен пӑхсан наркӑмӑшлӑ кӑмпасем ҫимелли кӑмпасене аса илтереҫҫӗ. Вӗсене ҫисен ҫын вӑйлах наркӑмӑшланать.
