Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.9 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫамрӑксен театрӗнче ачасем валли театр уйлӑхӗ уҫӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 03.06.2026 22:44 | 29 хут пӑхнӑ
Культура
сеспель.рф сайтри сӑн
сеспель.рф сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ачасем валли театр уйлӑхӗ уҫӑлнӑ.

Пӗрремӗш смена «Халӑхсен пӗрлӗхӗн эрешӗсем» ятлӑ. Унта ачасем тӗрлеме вӗренеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах театр ӗҫӗпе, кулиса хыҫӗнчи пурнӑҫпа ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ.

Актер ӑсталӑхне вӗсене театрӑн тӗп режиссерӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Михайлов вӗрентӗ. Театрӑн ертсе пыракан артисчӗ Алевтина Семенова шӑпӑрлансене дикцие тата артикуляцие мӗнле аталантармалли пирки каласа кӑтартнӑ. Алевтина Мефодьевна ертсе пынипе ачасем тӗрлеме те хӑнӑхаҫҫӗ.

Смена вӗҫленнӗ тӗле ачасем «Туслӑх караванӗ» пӗтӗмлетӳллӗ кӑтарту хатӗрлӗҫ. Кашнинех уйлӑхра пулнине ҫирӗплетекен сертификат парӗҫ.

Уйлӑха 45-00-34 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.

#культура, #ачасем, #Ҫамрӑксен театрӗ, #уйлӑхсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем