Санавиаци вертолечӗ тепӗр ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшнӑ. Инсульт пулнӑ арҫынна Ҫӗмӗрлерен Шупашкара вертолетпа хӑвӑрт илсе ҫитернӗ.
Вӑл Вӑрнар округӗнче пурӑнать. Картишре ӗҫленӗ чухне ӑна япӑх пулса кайнӑ. Вӑл тӑванне васкавлӑ медпулӑшу чӗнме ыйтнӑ. Фельдшерсем пациента Ҫӗмӗрле хулине илсе кайнӑ.
54-ри арҫыннӑн темиҫе ҫул каялла та инсульт пулни паллӑ. Ҫакна шута илсе тухтӑрсем пациента Республикӑри кардиологи диспансерне вертолетпа илсе ҫитерме йышӑннӑ.