Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» ӑмӑртун пӗтӗлетӗвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.12.2012 15:54 | 3137 хут пӑхнӑ

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелерӗмӗр.

Чи малтанах конкурса хутшӑннӑ кашни ачана, кашни ҫамрӑка, вӗсене вӗрентекен кашни вӗрентевҫе тав сӑмахӗ калас килет — сирӗнсӗр ҫак ӑмӑрту йӗркеленмӗ пулӗччӗ, пире, ӑмӑртӑва пуҫаракансене, хайлавӑрсемпе кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклемен пулӗччӗ. Тавах сире!

Кӑҫалхи ӑмӑртӑва чӑн та чаплӑ хайлавсем чылай килчӗҫ — пурте те тенӗ текех пичете юрӑхлӑ. Ҫавӑнпах хӑш-пӗр ӳсӗмсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма та йывӑр пулчӗ. Хӑш-пӗр автор вырӑнсӑр юлни пире самай пӑшӑрхантарчӗ, анчах, шел те, малти вырӑнсем пурӗ те улттӑ ҫеҫ (кашни ӳсӗмре) пулма пултараҫҫӗ-ҫке.

Малти вырӑнсене ҫаксем тухрӗҫ:

Проза пайӗ

6-7 классенчи ачасем:

1-мӗш вырӑн. Анастасия Власова (Ҫӗнӗ Шупашкар) ҫырнӑ «Ахтупайпа Вутӑшпи юратӑвӗ» калав.

2-мӗш вырӑнсем: Екатерина Григорьевӑн (Шупашкар) «Ҫӑлтӑр ҫинче пулни» калавӗ тата Хӗветӗр Елисӗ (Вӑрмар районӗ, Энӗшпуҫ шкулӗ) ҫырнӑ «Аркаш-космонавт е пӗр урок хушшинче ҫӗнӗ ҫӑлтар уҫни» калав.

3-мӗш вырӑн ҫак ачасене лекрӗ: «Асамлӑ ҫӑлтӑр» калава ҫырнӑ Кристина Васильевӑна (Тӑвай районӗ, Тӑрмӑш шкулӗ), «Ҫутӑ ӗмӗт» калава ҫырнӑ Надежда Козловӑна (Красноармейски шкулӗ) тата «Тав сана, Вӗҫекен турилкке тусӑм!» калавӑн авторне — Руслан Моисеева (Вӑрмар районӗ, Шӑхаль шкулӗ).

8-9 классенче вӗренекен ачасем:

1-мӗш вырӑн: Алексей Васильевӑн (Вӑрмар районӗ, Энӗшпуҫ шкулӗ) «Асамлӑ Ҫӑлтӑрчӑк» калавӗ.

2-мӗш вырӑнсем: Анна Артемьева (Элӗк районӗ, Чӑваш Сурӑм шкулӗ) ҫырнӑ «Ҫӑлтӑр ҫинчи ят» калав тата Александр Тарасовӑн (Канаш районӗ, Энтрияль шкулӗ) «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» калавӗ.

3-мӗш вырӑн ҫак ачасене лекрӗ: «Ҫӑлтӑрсен чӗрӗлӗвӗ» калава ҫырнӑ Наталия Дмитревӑна (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Хусанушкӑнь шкулӗ), «Шанчӑк ҫӑлтӑрӗ» калава ҫырнӑ Анастасия Харитоновӑна (Красноармейски шкулӗ) тата «Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт» калавӑн авторне — Инесса Шашкинӑна (Элӗк районӗ, Мӑн Вылӑ шкулӗ).

Ачасене пӗлӳ паракансем:

1-мӗш вырӑн Зинаида Михайловӑн (Красноармейски) «Алтӑр ҫӑлтӑр» калавне лекрӗ, 2-мӗш — Галина Зотова (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) ҫырнӑ «Ҫӑлтӑртан хӗр пулса тӑчӗ» юмаха, 3-мӗш — «Асамлӑ тӗлӗк» калав авторне, Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси шкулӗнче вӗрентекен Ирина Ивановӑна.

Сӑвӑсен пайӗ

6-7 классенче вӗренекенсем:

1-мӗш вырӑн. Анжелика Емельянова (Элӗк районӗ, Чӑваш Сурӑм шкулӗ) ҫырнӑ «Вӑрманти тӗлпулу» сӑвӑ.

2-мӗш вырӑнсем: Дмитрий Романовӑн (Тӑвай районӗ, Турикас Тушкил шкулӗ) «Пултӑм ҫӑлтӑр тӗнчинче» сӑвви тата Мария Яковлева (Элӗк районӗ, Вутлан шкулӗ) ҫырнӑ «Телей ҫӑлтӑрӗ» сӑвӑ.

3-мӗш вырӑна ҫаксем тухрӗҫ: «Ҫӑлтӑр патне кайса курни» сӑвӑ авторӗ Светлана Савельева (Элӗк районӗ, Мӑн Ямаш шкулӗ), «Хӑнара» сӑвӑ ҫырнӑ Диана Майорова (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш шкулӗ).

8-9 классем:

1-мӗш вырӑн «Мӑрӑлккапа Ҫутӑлкка» сӑвӑ авторне Ирина Петровӑна (Муркаш районӗ, Йӳҫкасси шкулӗ) лекрӗ, 2-мӗш — «Манӑн ҫӑлтӑр» сӑвӑ ҫырнӑ Ирина Тумашкинӑна (Канаш районӗ, Анаткас Уҫырма шкулӗ). Ку ӳсӗмре, шел те, 2 сӑвӑ ҫеҫ пулчӗ.

Вӗрентекенсем:

1-мӗш вырӑн кӑҫал «Эпир ҫӑлтӑрлӑ йӑхран» сӑвва (Любовь Шашкина, Элӗк районӗ, Мӑн Вылӑ шкулӗ) лекрӗ. 2-мӗш вырӑна «Хуркайӑк ҫулӗпе» (Алина Петрова, Элӗк районӗ, Чӑваш Сурӑм шкулӗ) тата «Пултӑм эпӗ Марс ҫинче...» (Людмила Андреева, Элӗк районӗ, Мӑн Ямаш шкулӗ) сӑвӑсем тивӗҫрӗҫ. 3-мӗш вырӑн вара Светлана Никитинӑн (Патӑрьел районӗ, Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗ) «Ҫӑлтӑрсем пуплеҫҫӗ чӑвашла» Светлана Яруткинӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Хусанушкӑнь шкулӗ) «Сӑпайпипе Чӑнпатыр» сӑввисене лекрӗ.

Тепӗр пысӑках мар ушкӑн — 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем тата ҫамрӑксем. Пысӑк мар ҫав вӑл, сӑввисемпе калавӗсене пӗрле хаклама тиврӗ.

1-мӗш вырӑн Наталья Медведьева (Комсомольски районӗ) хайланӑ «Арӑсланпа Сарине» сӑвӑллӑ юмаха лекрӗ. Маттур хӗр — кашни хайлавӗ ҫӑмӑллӑн вуланать! 2-мӗш вырӑна Екатерина Степановӑн (Красноармейски) «Ҫӑлтӑрсен ырӑлӑхӗ» калавӗ тивӗҫрӗ. 3-мӗш вырӑн «Петӗр Ҫимунчпа асамлӑ ҫӑлтӑр» калава лекрӗ, унӑн авторӗ — Анна Евдокимова (Элӗк районӗ, Мӑн Ямаш шкулӗ).

Вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлав — Екатерина Ильинан «Тӳпене вӗҫсе куртӑм» калавӗ. Пӗлме: ку номинацине вырӑн йышӑнман хайлавсем ҫеҫ лекме пултараҫҫӗ, ӑна палӑртма хайлав пирки миҫе шухӑн хушнине тата унпа миҫе хут паллашнине шута илетпӗр.

Тепӗр хут пурне те тав тӑватпӑр! Мала тухнисене — саламлатпӑр!

#Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #Элӗк районӗ, #Канаш районӗ, #Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ, #ӑмӑртусем, #литература, #Муркаш районӗ, #Патарьел районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ

 

Комментари:

Алина Петрова // 3579.74.1187
2012.12.02 18:15
Конкурс йĕркелÿçисене пысăк тав!
Любовь Шашкина // 1781.58.6055
2012.12.05 20:10
Эпир те Инесса хĕрĕмпе йĕркелÿçĕсене те тав сăмахĕ каласшăн.Вĕренекенсене те, вĕрентекенсене те çитĕнÿсем тума хавхалантарса пыратăр!Çĕнĕ конкурс темине чăтăмсăрран кĕтетпĕр.
Светлана Никитина // 3579.06.6954
2012.12.10 17:18
Чăвашлăха упракансен ячĕ ĕмĕрех çăлтăр пек çÿлте тата çутă пултăр.Конкурс йĕркелÿçисене тавах! Пурне те ăнăçу сунатăп.
Людмила Андреева // 2675.7.6378
2012.12.10 22:15
Конкурса йĕркелекенсене питĕ пысăк тав! Чăваш ачисен пысăк малашлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлекенсем умĕнче çĕре çити пуç таятпăр. Сирĕн вăй-халăр нихăçан та ан иксĕлтĕр. Вăл çăл куç пек тапса тăтăр, пире хавхалантарса пытăр. Çитес конкурса хутшăнакансен йышĕ тата та нумайрах пултăр. Ăнăçу пултăр пурне те!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем