Манăн çăлтăр


Кашни çын çуралсанах

Хăй çăлтăрĕ çуралать,

Çавăнпа та яланах

Вăл ăна куç пек сыхлать.

 

Эпĕ те хам çăлтăрпа

Кашни каçах тĕл пулап.

Пурнăçăм шăпи çинчен

Чун уçса унпа пуплеп.

 

Пин-пин çăлтăр хушшинче

Манăн çăлтăр ялкăшать.

Çакă çутă тĕнчере

Мана турă пек сыхлать.

 

Ман çăлтăрăм, ĕмĕр çун,

Манпа юнашар эс пул.

Мана тĕрĕс çул эс сун,

Манран нихăçан ан юл.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2012-11-26 18:16:12):

Лайăх сăвă. Фантастикăпа çыхăннă йĕркесем иккĕ кăна пулин те хайлава пăсмаççĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: