Асамлă Çăлтăрчăк


Темле ăнланмалла мар лăпкă çил варкăшнипе вăранса кайрăм пĕр ир. Кантăкран çутă хĕвел пайăрки йăпшăнса кĕнĕ те эпĕ çывăракан кравать пуçне çутатать. Апла паян хĕвеллĕ çанталăк пулĕ. Анчах та мĕн пулчĕ-ха ку? Мĕнле сасă е, хам та ăнланаймастăп, мĕн пулчĕ — вăратрĕ-ха мана? Кил таврашĕнче шăп, аннепе атте яланхилле ку вăхăтра картишĕнче ĕçлеççĕ ĕнтĕ...

Ăшă вырăн çинчен тăрас килмесĕр çĕклентĕм те пит-куçа йĕпетме тесе кухньăналла утрăм. Ак тамаша! Ку тата мĕн? Кăмака люшки çинче темĕн йăлтăр-ялтăр туса тăрать. Патнерех пырса пăхас-ха, мĕн япали ку тесе малалла утатăп. Куç умĕнчехччĕ-çке, халь вара ăçта çухалчĕ? Кăмакана хирĕç картишне кантăк пăхать те ун еннелле çаврăнатăп, никам та çутатмасть-ши тетĕп — нимĕн те çук. Ку тем ыйхăран вăранса пĕтейменни пулмарĕ-ши, пите сивĕ шывпа çăвас терĕм.

«Ара, эпир ачасемпе вăрмана каяс тесе сăмах татнăччĕ вĕт ĕнер каçпа. Ак тата, çывăрса юлмарăм пулĕ те?» — вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш. Васкаса пите типĕтетĕп те карас телефонпа Çеруш тусăм патне шăнкăравлатăп. Вăл та тин кăна тăнă иккен.

Тăхăр сехетре ял хĕрринчи Сысна пĕви патĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Эпир вăрманта гамак çакса ярăнмалли вырăн тăвасшăн. Тен, ĕлкĕрейсен, штаб та ăсталăпăр-и? Çеруш хăйпе пĕрле Валери шăллĕне те илме пулчĕ.

Ирхине эпĕ нумай апат çиейместĕп (куншăн мана анне час-часах ятлать), хăп-хап сĕтел çинчи колпаси таткипе сĕт хыпкаларăм та чупнă çĕрте тенĕ пек карттуса çаклатса кил картине тухрăм. Манăн пĕчĕк пуртă, пĕр икĕ-виçĕ метрлă кантра тупса тухмалла. Çеруш кивĕ виткĕч илсе тухма шантарнăччĕ. Атте картишĕнче çава шаккаса ларать, анне — пахчара. Тепĕр икĕ-виçĕ сехетрен каялла таврăнасса пĕлтертĕм те вĕсене çула васкарăм.

Çанталăк паян уяр, ирех ăшă. Сывлăм типсех пĕтеймен-ха, урари санатали йĕпенчĕ-йĕпенчех. Акă куç умĕнче илемлĕ пĕве. Ялтан тухакан çулпа эпĕ чупса тенĕ пек тусăма хирĕç утатăп. Акă, каллех ман хăлха вĕçĕнче темле ахрăм шавласа илчĕ. Мĕне пĕлтерекен япала ку? Хăвăрт кăна йĕри-тавра çаврăнатăп — юнашар никам та çук. Темле шиклĕ туйăм çуралать ман ăшăмра.Эпĕ пĕччен утсан та такам ман çумра пынăн туйăнать.»Ну, ку «Легенда об искателе» сериала текех пăхмастăп-ха. Тем тепĕр туйăнма пуçларĕ мана», — тесе шутларăма та чупма пикентĕм.

Çырма тепĕр хĕрринче Валерипе Çеруш та курăнса кайрĕç Шăкăл-шăкăл клаçса Ярмушка вăрманĕ еннелле утатпăр. Кунта эпир час-часах çӳрекелетпĕр. Аслисем пире çĕленсемпе те, хир сыснисемпе те хăраткалаççĕ-ха. Анчах ку таранччен нихăшне те тĕл пулман.

Пирĕн пĕр-пĕринчен 2-3 метрта ӳсекен йывăç тупса гамак çакмалла. Пуçларăмăр хайхисене шырама. Акă пĕр пысăк юман ларать. Вăл ватă пулнине чухлама йывăр мар: тем сарлакăш, туни çуркаланса, чĕрĕлсе, путăкланса пĕтнĕ.

— Интереслĕ, миçе диаметр пулать-ши кун сарлакăшĕ? — ыйтрĕ Çеруш.

— Мĕн пĕлменни, виçер те пăхар, — тетĕп эпĕ. — Эсĕ аллусене саркаласа пĕр енчен ытамла, эпĕ -тепĕр енчен.

Йывăç патнерех пырса виçме çеç пуçланăччĕ, акă, каллех, каллех леш паçăрхи уçă сывлăш вылянине туйса илтĕм. Çулçăсем шĕпĕл-шĕпĕл тума тытăнчĕç, таврари йывăçсем те хумханаççĕ. Çеруш çине пăхатăп та хытса тăратăп. Лешĕ пуçне çӳлелле сĕлтнĕ те тем сăнать.

— Çеруш, — тетĕп шăппăн, — Çеруш. Манпа паян иртенпех темле ăнланмалла мар ĕç пулса иртет. Пĕлетĕн-и, тем вĕрет пек ман çине, тен, сывлать темелле-и?

Çав вăхăтра юлташ сăмах хушса ĕлкернĕ çĕре умра çутă-çутă çаврака тупăнчĕ, унпа пĕрлех — кĕрлев сасси. Эпир виçсĕмĕр те вырăнтан хускалма хăраса тăратпăр. Çав çутăран уйрăлса пирĕн енне пиллĕк юплĕ çăлтăр евĕрлĕ кĕлетке утма пуçларĕ.

Эпир пурте пĕтĕм вăйран çухăратпăр. Эпĕ аптăранипе ура айĕнче выртакан пуртăпа çапкаланма пикентĕм.

— Ан хăрăр манран, эпĕ сире сиен тумастăп, — тен вăрăммăн, янăраса илтĕнчĕ.

— Мĕн ку, Алюш? Ăçта лекрĕмĕр эпир? Кам эсĕ? — хăраса кайнипе кăшкăрсах калаçать-ха Çеруш. Эпĕ сăмах чĕнме те хăратăп. Тин çеç алăра пуртă пурччĕ, темле майпа вăл куçран çухалчĕ.

— Эпĕ Çăлтăрпи ятлă. Сире нимĕ те начарри тумăп эпĕ. Мана Çĕнĕ галактикăран сирĕн çĕр çине ячĕç. Сирĕн планетăран хамăр патне манăн икĕ пултаруллă, ăслă-тăнлă, харсăр çамрăка тупса каймалла. Диафрон — пирĕн хуçана çапла чĕнеççĕ — вĕсене икĕ эрнерен каялла яма сăмах пачĕ. Эпĕ виçĕ кун ĕнтĕ сирĕн ял çийĕн вĕçсе çӳретĕп, нумайăшне сăнарăм, куртăм. Анчах та сирĕе пек маттурсене урăх тĕл пулаймарăм. Сире хамăр галактикăна илсе кайма суйларăм эпĕ. Килĕшетĕр-и?

— Мĕнле илсе кайма! Эпĕ нимĕн те ăналнмастăп. Эсĕ, çăлтăр тетĕн хăвна. Кăнтăрла çăлтăрсем çывăраççĕ. Эсĕ вара... Кăнтăр кунĕнче куçа курăннисĕр пуçне тата калаçатăн, — сывлăш çавăрса яраймасăр ыйтрăм эпĕ.

— Ун пирки кайран, пирĕн вăхăт сахал. Эсĕ мĕн калăн? — ыйтать Çерушран хайхискер.

— Эпир сире мĕн тума кирлĕ пултăмăр тата? — ыйтрĕ Çеруш. Вăл манран лăпкăрах тытать пек хăйне.

— Диафрониксри чунсен, пысăк катастрофа хыççăн тăн çухатнăскерсен, сирĕнтен вĕренмелли нумай. Вĕсен системине сирĕн пĕтĕмпех улăштарса çĕнетмелле, компьтер технологине вĕрентмелле, шкулта илнĕ пĕлĕве те вĕсем патне çитерме тăрăшмалла. Ку пĕрре те йывăр мар задача сирĕншĕн.

— Атя, Алюш, килĕшетпĕр-и? Тата хăçан пулать пирĕн урăх планетăра пуласси.

— Эсĕ мĕн! Пире пурне те шырама пуçлĕç. Валерие тата ăçта хурăпăр?

— Эй, тусăмсем, кун пирки пĕртте ан пăшăрханăр. Пирĕн патĕнчи икĕ эрне сирĕн икĕ сехетпе танлашать. Эсир кăнтăрла хыççăнах килте пулатăр. Ку пĕчĕк шăпăрлана вара пĕрле илсе кайăпăр. Ăна валли те пĕчĕк туссем пур пирĕн Диафрониксра.

Ним тума та çук. Çерушăн ку асамлă çăлтăрпа каяс кăмăлĕ пуррине кура эпĕ те килĕшрĕм.

Пире юман тăрринче ларакан пысăк та çутă тарелка ăшне Çăлтăрпи хăй хăпартса лартрĕ. Тĕлĕнмелле хытă пăлханатăп эпĕ. Ку Çăлтăрпи тĕлĕнтермĕш çине пăхатăп — унăн куçĕсем кăн-кăвак, пирĕнни пек шурă та, хура та çук. Хăй çап-çутă çутатать пулин те вĕри мар. Аллисем калама çук çемçе.

Тарелка ăшне кĕрсен куç-пуç алчăраса кайрĕ. Унта çав тери çутă, тап-таса. Йĕри-тавра тĕрлĕ приборсем ĕçлесе лараççĕ. Варринче, пĕр стена пысăкăшĕпех экран. Вăл малта мĕн пулнине кăтартса пыракан кантăк пулчĕ ĕнтĕ.

Валерие кĕтесри пĕчĕк экранлă телевизор умне лартрĕç, мультфильм ярса пачĕç.

Пире, ĕшĕнсе çитнĕскерсене, икĕ тюбик тыттарчĕç.

— Ку мĕн тата? — ăнланмастпăр эпир.

— Ку Фруктишок. Сире вăл вĕçеве аванрах чăтса ирттерме пулăшĕ. Ăна (Валери çине кăтартса) манса каймалли Forget пăтти çитеретпĕр.Каялла таврăнсан хăйĕнпе мĕн пулса иртнине никама та каласа параймĕ.

Диафроникс тĕнчине чиперех çитрĕмĕр темелле. Пирĕн карап чарăннă тĕле пысăк çап-çутă пусма лартса пачĕç. Хирĕç тухнисем хушшинче никам та пирĕн пекки çук. Е пурте пире пырса илнĕ Çăлтăрпи пек, е çăмламас арăслан евĕр чĕр чунсем.

— Кусем — дандронсем, — паллаштарать пире вĕсемпе Çăлтăрпи. — Пирĕн тăрăхри кайăк-кĕшĕк, чĕрчунсен хуçисем пулаççĕ вĕсем. Ку çăлтăрсем пурте пирĕн галактика çыннисем. Вĕсем пăхсан пурте пĕр пекех пек, анчах та ăшĕнчи системи кашнин уйрăм. Çавсен пăсăлнă системине йĕркене кĕртмелле те сирĕн. Ну, халĕ кайрăмăр. Пире Диафроникс президенчĕ Диафрон кĕтет. Çул çинчен каярах та канăпăр.

Кĕтсе илме тухнисем пирĕн çине тĕлĕнсе пăхаççĕ. Пĕчĕкт Валери вĕсенче хăрать, Çерушпа иксĕмĕр хушша кĕрсе тăнă та шăлаварсенчен çатăртаттарса ярса тытнă.

— Ан тыт-ха, Валери, лăплан. Эсе пĕччен мар, эпир санпа пĕрле, — лăплантарать шăллĕне юлташăм.

Эпир çӳллĕ, çăлтăр евĕрлĕ пысăк çурт патне пытăмăр. Унăн стенисем те çук пулмалла, йĕри-тавра кантăксем кăна.

— Ку пирĕн резиденци. Пурĕ пилĕк хутран тăрать. Анчах та пирĕн этажсем тăрăх улăхмалла мар. Вĕсем кнопка пуснипех вырăнпа улшăнаççĕ. Сирĕн патĕнче Чертово колесо тени пур вĕт, вăт, пирĕн резиденци те çавăн пек çаврăнса тăрать

Пĕр эрне хушши эпир Диафрониксра канса, курса çӳрерĕмĕр. Ку питĕ илемлĕ планета иккен. Тĕлĕнмелле хитре кайăксем, çӳллĕ те тăваткал йывăçсем — пурте прĕншĕн асамлăх пулчĕ. Пире питĕ лайăх пăхрĕç, нихăçан курман çимĕçсемпе сăйларĕç. Кашни каç Джакузиксра шыва кĕтĕмĕр. Кунта пире Экструс гиперхумсемпе сиплерĕç, пуçсем çине ятарлă проводсем ялмакларĕç.

Тепĕр эрнинче кашни кун эпир ятарласа хатĕрленĕ Кэйс кабинетра ăслав ĕçĕсенче пултăмăр. Пире хупланакан кабинкăсем ăшне вырттарса пуçа антенна проводисем тăхăнтараççĕ. Вĕсем пирĕн пуçри мĕн-пур информацие уçласа илеççĕ те хăйсен компьютерĕ çине çыртараççĕ. Вара электрохумсем тăрăх хăйсен çыннисем патне çитереççĕ. Çапла диафроникс çыннисем майĕпен сывалса çитрĕç темелле.

Ыран киле каймалла тенĕ чухне эпир пурăнакан пӳлĕме Диафрон хăй пырса кĕчĕ. Вăл пире тав сăмахĕ каларĕ .

— Эсир, хисеплĕ туссем, манăн халăха пысăк инкекрен хăтартăр, тав тăватăп сире чунтан. Халĕ ĕнтĕ пирĕн планета хăрушлăхран тухрĕ. Сирĕн пурнăçра кунта пулса курнипе нимĕн те улшăнмĕ, ан хăрăр. Анчах та пирĕн çинчен никама та каламалла мар. Мĕншĕн тесен пирĕн планетăна халиччен никам та тĕпчесе тупман. Сирĕн малалла пурте ăнса пымалла, шкул пĕтерсен эсир пысăк çынсем пулатăр — уçлăхри халиччен тĕпчемен галактикăсене уçатăр.

Эпир Диафрон каланине тимлĕ итлерĕмĕр те шухăша кайрăмăр. Тен, кунта та таврăнăпăр-ха...

Кăнтăр телĕнче пире хамăр вăрманти юман патне килсе ячĕç. Çăлтăрчăк патне хăнăхса çитнĕскерсене пире тусран уйрăлма йывăр пулчĕ.

— Ан пăшăрханăр, эпĕ сирĕн пата тĕлĕкре час-часах килĕп. Сире ман пулăшу кирлĕ пулсанах пĕлĕт çинчи Альфа Центавра çинелле пăхăр, эпе сире аякра пулсан та пулăшăп, — лăпкăн калаçрĕ пирĕнпе Çăлтăрчăк.

Çак сăмахсемпе пĕрлех вăл куçран çухалчĕ.

Тĕрлĕ туйăмсемпе тулнă чунлăскерсем эпир пĕр сăмах чĕнмесĕр вăрмантан тухрăмăр. Паянхи кунтан пирĕн Çерушпа иксĕмĕрĕн калаçмалли тепĕр вăрттăнлăх тупăнчĕ. Валери вара... Валери нимĕн те астумасть.

— Эпир вăрмана ыран татах килĕпĕр-и? Гамак çакмарăмăр-çке паян, ыран çакăпăр-и?

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Елизавета (2012-11-03 18:29:57):

Питĕ лайăх калав,мана килĕшрĕ.Малалла та çавăн пекех калавсем çырмалла пултăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Андрей (2012-11-10 12:02:37):

Маттур, Лекçей. Аван çырнă, вăрăм пулса тухнă хайлав. Ăнăçу сунатăп сана, шăллăм!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2012-11-27 16:37:42):

Ку хайлав ман кăмăла та кайрĕ — кăсăкланса вуласа тухрăм. Пирĕн ăмартусене малашне те хутшăнасса шанас килет!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: