Çăлтăрсен чĕрĕлĕвĕ


Пĕррехинче юлташпа çăлтăрсем патне кайма шутларăмăр. Ман юлташ Çинук ятлă. Эпир пахчара вăрăм пусма тупрăмăр та каç пулсан пĕлĕт çине хутăмăр. Çав пусмапа çӳлелле утма пуçларăмăр. Часах пĕлĕт çине хăпарса çитрĕмĕр.

Çинук кăшкăрса ячĕ:

— Çăлтăр! Эпĕ çăлтăр куратăп! Вон! Вон! Çăлтăр!

Эпĕ çаврăнса пăхрăм. Чăнах унта çăлтăр тăра парать. Маларах кайсан тата ултă çăлтăр тăнине куртăмăр. Анчах вĕсенчен пĕри çеç çутатать, ыттисем темшĕн çутатмаççĕ.

— Айта вĕсемпе кайса паллашатпăр, — тет Çинук.

Çинукпа пĕр çăлтăрĕ патне кайма тытăнтăмăр та вăл пирĕн çине хăйĕн пысăк куçĕпе пăхса илчĕ.

Эпĕ çав çăлтăр патне чупса кайрăм та каларăм:

— Эпĕ Наталка ятлă. Эсĕ вара?

Çăлтăр тепĕр хут хăйĕн пысăк куçĕпе ман çине пăхрса илчĕ те çапла каларĕ:

— Эпĕ Класкуç ятлă.

Хайхи çăлтăрпа эпир туслашса кайрăмăр. Анчах ытти çăлтăрсем пирĕнпе пĕртте калаçма шутламарĕç. Çинук, Класкуç тата эпĕ пĕтĕм тĕнчипе утса тухрăмăр. Кайран пире Класкуç тимлĕ итлеме хушрĕ те çапла каларĕ:

— Эпĕ çеç калаçатăп, ытти ултă çăлтăрĕ калаçаймасть. Вĕсем пĕр вырăнта кăна тăраççĕ, мĕншĕн тесен пирĕн пата пĕр карчăк килчĕ те ултă сăмах каларĕ:

— Тĕнчере Алтăр çăлтăр мар — пĕр çăлтăр!

Çавăн хыççăн тĕнчере эпĕ пĕр çăлтăр çеç çутатса тăратăп.

— Вĕсене мĕнле чĕртмелле-ши вара? — тет Çинук. — Манăн вĕсене питĕ чĕртес килет.

Çав хушăрах ман çине темĕнле хут ӳкрĕ. Çав хут çине çапла çырнăччĕ:

— Кор, мон, пор, вон.

Эпĕ малтан нимĕн те ăнланаймарăм, анчах кайран тавçăрса илтĕм.

— Кор, мон, пор, вон, — тесе каларăм.

Тĕнче çуталсах кайрĕ.

— Мĕн пулчĕ? — тесе кăшкăрса ячĕç Çинукпа Класкуç.

Эпир виçсĕмĕр те тепĕр еннелле çаврăнса пăхрăмăр та çав ултă çăлтăр çутатса тăнине курах кайрăмăр. Вĕсем хĕпĕртенипе пĕр-пĕринпе ыталашаççĕ, кулаççĕ, савăнаççĕ, калаçаççĕ. Класкуç тӳрех кăшкăрса ячĕ:

— Ура, ура! Вĕсем чĕрĕлчĕç!

Хайхи ултă çăлтăр чупса пырса мана ыталаса илсе тав тума пуçларĕ.

— Мĕн пулчĕ? — ыйтрăм эпĕ Класкуçран.

— Эсĕ çав тăватă сăмаха каларăн та вĕсем чĕрĕлсе тăчĕç, — терĕ Класкуç.

Çинук мана мухтама пуçларĕ:

— Çăлтăрсене чĕртекенĕ эсĕ пултăн. Мĕнле маттур эсĕ.

Эпир пурте хĕпĕртерĕмĕр. Пĕр килти пек юхрĕ пурнăç çăлтăр тĕнчинче.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Яруткина С.В. (2012-06-19 21:15:48):

Саламлатăп ăнăçлă хайлавшăн, Наташа. Малашне те хитре хайлаввсем çырма ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2012-11-26 15:57:46):

Ку хайлав мана чĕрĕ калаçусемпе кăмăла кайрĕ. Маттур!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: