Асамлă çăлтăр
Каç. Шăплăх… Ял лăпкă ыйха путнă. Юрпа витĕннĕ çул çăлтăр çутипе аванах палăрать. Урам вĕçĕнчи пĕр пӳртре кăна кантăксем çутă-ха,унта яш-кĕрĕм улахха пуçтарăннă. Улькка та ытти хĕрсемпе пĕрле юрă юрланă май çăм алса çыхать. Хутран-ситрен,вăтанса,савнийĕ çине пăхса илет. Сетнер ăста, çыхма пуçланă çăпатана вĕçлет те иккен. Вăл та Улькка çине пăха-пăха илет. Куçĕсем тĕл пулсан, иккĕшĕ те хĕрелсе каяççĕ.
Улькка юлташĕ Елюк киле кайма вăхăт çитнине асăрхаттарсан пурте пуçтарăнма тытăнчĕç. Хапха алăкне чĕриклеттерсе вĕсем урама тухрĕç. Елюк часах килне çитрĕ, Ульккан утмалăх пур-ха.
Акă пĕтĕм урама янраттарса Петĕр пиччесен йытти вĕрме пуçларĕ. Улькка çитсе те пыратчĕ ĕнтĕ, сасартăк юр ăшĕнче тем çуталса выртнине асăрхарĕ. Вăл кукленсе ларчĕ те ăна чакаласа кăларчĕ.
Ой-ой, çăлтăр! Епле çутатать тата!
Улькка шухăшласа тăмарĕ,ăна кĕсйине персе чикрĕ те килне кĕме васкарĕ. Çăлтăра сак çумĕнче ларакан шкап туртмине хучĕ те вырăн çине чăмрĕ. Тутлă ыйха путрĕ.
Ир… Улькка амăшĕ пăру фермине васкарĕ. Ашшĕ çĕре кĕнĕренпе 3 çул иртрĕ ĕнтĕ, çавăнпа пĕтĕм ĕç амăшĕпе Улькка çине тиенет.
Ашшĕсер тăрса юлнине нихăçан та манмасть Улькка.
Акă мĕнле пулса тухрĕ ку. Шартлама сивĕ. Вĕсен килĕнче кăмака хутма вутă пĕтсе ларчĕ. Ашшĕ вăрмана кайма шутларĕ. Улькка ашшĕне ярасшăн пулмарĕ. «Атте, тархашăн ан кай, тăман вĕçтерет, сивĕ», — каларĕ хĕр ача. Çук.Пулăшмарĕ. Итлемерĕ ашшĕ.
Çакăнтан Улькка ашшĕне текех кураймарĕ. Амăшĕ те чĕнми пулчĕ. Тунсăхлать Улькка ашшĕшĕн. Халĕ пулсан, ямастчех Улькка ашшĕне.
Улькка картишĕнчи выльăхсене апат парса пӳрте кĕчĕ. Юратнă кушакне, Мурка ятлăскерне, сĕт парас тесе сĕтел патне пычĕ. Сасартăк сак çумĕнчи шкап силленме пуçларĕ, халь-халь вĕçсе каяссăн туйăнать.
Ак тамаша! Улькка юр ăшĕнчен тупнă çăлтăр пирки аса илчĕ. Ара, çавăнта хунăччĕ-çке ăна. Туртмине уçса ячĕ çеç — çап-çутă çăлтăр вирхĕнсе тухрĕ. Улькка тĕлĕннипе куçне те хупаймасть, вырăнтан та хускалаймасть.
Сасартăк çăлтăр çын чĕлхипе калаçа пуçларĕ. «Эсĕ мана вилĕмрен хăтартăн, эпĕ эсĕ мĕн ыйтнине пурнăçлама хатĕр». Улькка ним шутласа тăмасăрах хăйĕн юратнă ашшĕне тавăрма ыйтрĕ. Çăлтăр шухăша кайнă пек вăйлăрах çуталса илчĕ те: «Юрĕ, санăн ĕмĕт пурнăçланĕ, эпĕ сана аçу вăрмана тухса кайнă вăхăта тавăрса парăп. Вăл вăрмана каймасан — чĕрĕ юлĕ», — терĕ.
Ульккан пуçĕ çаврăнса кайнă пек пулчĕ. Вăл сак çине ларма ĕлкерчĕ çеç — ашшĕн сасси илтĕнсе кайрĕ. Улькка куçне уçса ячĕ. Чăр-р! пăхрĕ вăл ашшĕ çине. Ашшĕ пуртă хăйрать иккен, вăрмана кайма хатĕрленет.
Улькка савăннипе тӳрех ашшĕ патне ыткăнчĕ, ыталаса илчĕ.
— Ан кай, атте, вăрмана, ан кай, — йăлăнать Улькка. Ашшĕ çаплах пурттине хăйрать.
Улькка ăнланчĕ, ашшĕ пурпĕрех каять. Апла пулсан мĕн те пулин тумалла.
— Пуртта пытарас, — вĕлтлетрĕ шухăш.
Акă ашшĕ лаша кӳлме тухса кайрĕ. Улькка пуртта тĕплĕ пытарса хурса Елюк патне вĕçтерчĕ…
Каç. Шăплăх. Юрпа витĕннĕ çул çăлтăр çутипе аванах палăрать. Урам вĕçĕнчи пӳртре çеç кантăксем çутă-ха, унта яш-кĕрĕм улахха пуçтарăннă.
Сасартăк Улькка тем аса илнĕ пек сиксе тăчĕ, урама чупса тухрĕ. Çак кун Улькка çăлтăр тупнăччĕ.
— Атте чĕрĕ-ши манăн? — шухăшларĕ Улькка килнелле чупнă май.
Урамра Петĕр пиччесен йытти малтанхи пекех янраттарса вĕрсе ячĕ. Юр ăшĕнче çăлтăр кăна курăнмарĕ.
Улькка пӳрт алăкне яри уçса чупса кĕчĕ. Ашшĕ сак çинче ним пулман пекех выртать. Улькка юратнă ашшĕне ыталаса илсе чуп турĕ. Ашшĕ пуçне çĕклерĕ те: «Килтĕн-и эсĕ, хĕрĕм улахран?» — терĕ.
Улькка савăнăçне ниçта хураймасăр урама чупса тухрĕ.
— Манăн атте чĕрĕ, чĕрĕ! — кăшкăрчĕ вăл сике-сике.
Çӳл тӳпере пĕр çăлтăр вăйлăрах çутатса илнĕ пек пулчĕ… «Асамлă çăлтăр!» — шухăшларĕ Улькка. Тавах сана!
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...