Виталий Григорьевич Григорьев (Енĕш) 1941 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Пратьякас Енĕш ялĕнче çуралнă. Ямашри вăтам шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн, 1960 çулта салтака кайиччен, ялта ĕçленĕ. Çартан таврăнсан, 1964-1965 çулсенче, Пушкăртстан Республикинчи Стерлитамак хулинче токарьте, слесарьте вăй хунă. Кайран (1970 çулччен) Авăркас районĕнче чăвашла тухса тăракан «Çĕршыв çулĕ» хаçатра куçаруçăра ĕçлене.
Унăн хайлавĕсем Шупашкарти кăларăмсенче аллăмĕш çулсен вĕçĕнчех кун çути курма тытăннă. 1970 çулта ăна Шупашкара «Капкăн» журнала ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Унта вăл малтан пай пуçлăхĕнче, каярахпа яваплă секретарьте, редактор çумĕнче ĕçленĕ, каçхи шкулта вĕренсе вăтам пĕлӳ илнĕ. 1979-1981 çулсенче А.М.Горький ячĕллĕ Литература институчĕ çумĕнчи литературăн аслă курсĕсенче вĕреннĕ, ун хыççăн Чăваш писателĕсен союзĕн консультантĕнче, СССР Литература фончĕн Чăваш Ен директорĕнче ĕçленĕ. 1989 çултанпа профессиллĕ çыравçă ĕçĕпе пурăннă, пĕр хушă Пушкăртстанри чăвашсен «Урал сасси» хаçатĕнче вăй хунă.
В.Енĕш 1978 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ. Вăл пĕтĕмпе 19 кĕнеке кăларнă. Ун кĕнекисенчен хăш-пĕри вырăсла, украинла, пушкăртла кун çути курнă, уйрăм сăвви-калавĕсем вуншар халăх чĕлхипе пичетленнĕ.
Юлашки çулренче çыравçă ытларах куçару ĕçĕпе пурăнать. Вăл нумай халăх çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарса кăларнă. Чăвашпа пушкăрт литературисем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетессишĕн тăрăшнăшăн ăна Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне тата Ф. Карим ячĕллĕ литература премине панă.
Витапий Григорьевич Чăн тĕн кĕнекисене чăвашла куçарса кăларассипе те тăрăшать.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...