Аптăранă кăвакал
«Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă», — тесе ватăсем ахальтен каламаннине эсир аван пĕлетĕр. Кăвакал тенĕрен, кунта калаçу кăвакал çинчен мар, куян çинчен пырать.
Ăнланмалларах пултăр тесе йĕркипе каласа парам. Пĕринче, кăнтăрла иртсен, кил картине вутă çурма тухрăм. Нумаях та ĕçлеймерĕм, ача-пăча çуйхашни, такама хăваласа кăшкăрашни хăлхана кĕрсе кайрĕ:
— Эй, курăр-ха, курăр! Ялах кĕрсе тарчĕ вĕт!
— Эй, пӳлĕр!
— Вĕс, Хураçка, вĕс!
Вăн-вăн, Витали пиччесем енне пăрăнчĕ!
Унччен те пулмарĕ — çурри уçă хапхаран куян вĕçтерсе кĕчĕ, эпĕ тăнине те пăхса тăмарĕ, çывăхах пырса ларчĕ. Ак тамаша — аптăранă кăвакал… Чĕрĕ мулкача кун пек çывăхран нихăçан та курманччĕ. Мĕн тери хитре иккен вăл! Кĕрĕкĕ шап-шурă та кăпăшка, хăлхисем унталла-кунталла вылянаççĕ, куçĕсем кăвар пек çунаççĕ. Хăй сиксех чĕтрет, пашкать.
Эпĕ мулкач çумĕнчен иртсе хапха хупма кайрăм. Кĕçех ял ачисемпе çамрăксем те пырса çитрĕç. Эпĕ урама тухрăм, алăка хупрăм.
— Витали пичче, — теççĕ çамрăксем, — сирĕн пата куян кĕрсе тарчĕ. Эс курмарăн-и?
— Çук, — мулкача çав тери хĕрхеннипе суяс килмен çĕртенех суйрăм эпĕ. — Чипер кăна вут çураттăм. Кăшкăрашнине илтрĕм те мĕн пулнăши тесе тухса пăхас терĕм.
Çамрăксем çав тери тĕлĕнсе пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхкаларĕç.
— Эсир пурте пĕр куяна хăваларăр-и? — ыйтрăм эпĕ йĕлтĕр сырнă çамрăксем çине шăтарасла пăхса. — Çакăн чухлĕ халăхпа, çакăн чухлĕ йытăпа ниçта та хӳтлĕх тупайман мулкача тапăнма хăрушă пулмарĕ-и? Эсир кунта сахалтан та хĕрĕхĕн вĕт,.. Пĕр мулкачăн ăçта кайса кĕмелле? Тĕрĕссипе каласан, вăл пирĕн кил картинчех. Ман çывăхах пычĕ, тытма та пулатчĕ, сирĕн пек хыçран чупса çӳремелли те çукчĕ, анчах та...
Эпĕ каланине пачах та ĕненесшĕн пулмарĕç çамрăк сунарçăсем.
— Мĕнле апла, — терĕ пĕри, — çынран тарса çын патнех пырса ларать вăл?
— Чăн та, — тĕлĕнет тепри, — мĕн пирки ун пек хăтланать-ха вăл?
Хам пĕлнĕ чухлĕ ăнлантартăм хайхискерсене:
— Çĕр çинчи кашни чĕрĕ чунăнах пурăнас килет. Хăрушлăх сиксе тухсан вăйлисем хăйсене хӳтĕлеççĕ, имшеррисем, куян йышшисем, тарма пикенеççĕ. Вĕсен шанăçĕ — ура. Хытă чупнипе те тараймасан, ахăртнех, ним тума та аптăраса çитеççĕ пулас. Ку куянĕ çавнашкалскер, аптăранă кăвакал пекскер. Пирĕнтен, çынсенчен, пулăшу ыйтмасан ăçта каймалла-ха ун?.. Куккăшĕ патне-и?..
Çамрăксем аванмарланса пуçĕсене усрĕç.
Эпĕ кил картине кĕтĕм те анкарти алăкне уçса мулкача хирелле кăларса ятăм. Савăннă куян йăлтăрт! кăна турĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...