Хăшĕ йывăртарах?
Антун мучи виç-тăватă çухрăмри хула пасарĕнче çур пăт хур мамăкĕпе çур пăт пăта туяннă, унтан ялалла çул тытнă. Çул çинче вăл лаштăрах ĕшенсе çитнĕ.
— Эх-хе-хех! — çурăмĕ çинчи мамăкпа пăта хутаççисене çĕр çине хурса тарăннăн хашлатнă мучи. — Пĕр пăт çĕклейми пултăм та... Ватăлтăм çав, ватăлтăм... Э, тепĕр тесен, килте маттур мăнукăмсем пур чухне мĕн кулянса тăмалли?
Антун мучи мамăк хутаççипе пăта хутаççине çул аяккинерех илсе хунă та ялнелле утнă. Килĕ патне çывхарнă чухне ăна хирĕç мăнукĕсем пĕрин хыççăн тепри чупа-чупа тухнă:
— Асатте килчĕ! Асатте килчĕ!
— Килтĕм те çав, чĕкеçĕмсем, анчах пасарта туяннă япаласене киле йăтса çитереймерĕм-çке, — тенĕ Антун мучи тăххăрти Павăлпа вуннăри Ивана пĕремĕк парса.
— Йывăр япаласем туянтăн-им, асатте? Ма хамăра пĕрле илсе каймарăн?
— Çук, ачамсем, ытла йывăр япаласемех мар. Çур пăт мамăкпа çур пăт пăта кăна туянтăм. Çăмăл ачасем пулса йăтса килĕр-ха çавсене. Хутаçсем çил арманĕ патĕнчен инçех те мар, çул хĕрринче, сылтăм енче лараççĕ.
Аслашшĕ кăтартса янă вырăна Павăлпа Иван часах пырса çитнĕ.
— Ай-яй! — çав тери тĕлĕннĕ Павăл мамăк хутаççине йăтанçи туса. — Мĕн пек пысăк! Ку хутаçри мамăк пăтасенчен темиçе хут та йывăртарах пуль.
Унтан пăта хутаççине илнĕ те çурăмĕ çине вăшт çавăрса хунă.
— Эсĕ, пичче, манран пысăкрах, çавăнпа пысăккине йăт, — тенĕ вăл.
Часах вĕсем килнелле утнă. Кайсан-кайсан çурăмĕ çинчи пăта хутаççине çĕр çине нач! антарса лартнă Павăл.
— Фу-у! Ытла йывăр ку пăта, — тарланă çамкине шăлса каланă вăл. — Пичче, эсĕ пăта хутаççине йăт, эпĕ — мамăк йăтăп. Мамăк вăл мамăках, тимĕртен чылай çăмăлтарах.
Иван турткаланса тăман, шăллĕпе килĕшнĕ, пăта хутаççине илсе малалла утнă. Ун хыççăн мамăк йăтса Павăл та тĕнкĕлтетнĕ.
— Пичче, — тенĕ вăл часах, — ку михĕ пăта хутаççинчен, тем тесен те, йывăртарах. Пар мана каялла пăта хутаççине.
Ачасем миххисене улăштарса каллех малалла кайнă. Килне çитнĕ çĕре Павăл лачкам тара ӳкнĕ.
— Фу-у! Ытла йывăр пулчĕ ку пăта хутаççи. Пĕчĕккĕ пулсан та мамăк миххинчен йывăртарах пек туйăнать.
Чăн та, хăшĕ йывăртарах пулнă-ши: çур пăт мамăк е çур пăт пăта?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...