Ниме
Иртенпех таçта кайма хатĕрленет анне: икерчĕ пĕçерчĕ, ĕне сурĕ, ĕнерхи сĕтрен пĕр курка хăйма пуçтарчĕ.
— Акриппин кинемей патне кайса килер-ха, — пĕлтерчĕ юлашкинчен ман çине ăшшăн пăхса. — Эсĕ ак çак куркана тыт. Асăрхан, тăкса ан яр. Енер чирлесе ӳкнĕ иккен. Кăшт çемçерех апат илсе кайса парар-ха. Тăванĕ-хурăнташĕ çук та аса илекен те тупăнмасть пулĕ...
Анне Акриппин кинемей чирленĕшĕн кулянчĕ.
— Кинемейĕн тăванĕсем ăçта вара?
— Мĕнле калас? — тем аса илчĕ анне, — Тăванпĕтен енчен пĕр вăхăтра пуян çынччĕ вăл, Пиччĕшĕсемпе шăллĕсем те, упăшки те, ӳссе çитнĕ ывăлĕсем те пурччĕ унăн. Ах, ывăлĕсем ытла маттурччĕ, пĕри тепринчен ĕçченрех, пĕри тепринчен ăстарахчĕ! Упăшки те çав тери ырă çынччĕ. Ачи-пăчине те, тăванĕсене те — пĕтĕмпех иртнĕ хăрушă вăрçă пĕтерчĕ. Çапла тăр пĕчченех тăрса юлчĕ вара.
Калаçкаласа пырса Акриппин кинемей пурăнакан пӳрт умне çитнине сиссе те юлаймарăмăр. Хапха алăкне майĕпен уçса кĕтĕмĕр те хамăр кӳршĕри Петĕрпе Хĕветĕр хыпалансах вут татнине куртăмăр. Хĕрӳ ĕçлесе ăшша пиçнĕрен курăнать, пичĕсем çырла майлах хĕрлĕ хăисен.
— Вăй патăр, ачасем, вут татас тетĕр-им? — ыйтрĕ анне.
— Тавтапуç, Пăлаки аппа, — пĕр харăссăн тавăрчĕç лешсем вăхăтлăха ĕçлеме чарăнса. — Кинемее пулăшас тетпĕр-ха...
— Аван, аван, — мухтарĕ анне.
Пӳрте кĕтĕмĕр. Акриппин кинемей выртакан кравать çумĕнче Ваçĕли Николайчăсен Пăрчăканĕ ларать, кинемей çамки çине хунă нӳрĕ татăка майлаштарать. Тĕпел кукринче такам кăштăртатнине илтсен эпир малалла иртрĕмĕр те хыпалансах тем çăвакан Кĕтерне аппана асăрхарăмăр. Вăл хăй фермăра дояркăра ĕçлет.
— Апа-а! — тĕлĕнчĕ анне. — Пĕтĕм ял кунта-иç! Эпир кăна, ывăлăм, ытларах çывăратпăр.
— Еçе каймалла пуличчен кинемей кĕписене кăштах пăрса илес тесе килтĕм-ха, — тараватлăн пĕлтерчĕ Кĕтерне аппа...
Эпир Акриппин кинемей патне пытăмăр, хăйне мĕнле туйни çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
— Ялта ыр çынсем нумай чухне чир те чир мар, — кăмăллăн каларĕ вăл. — Халĕ хама самаях аван туятăп.
Кинемее хăймапа тата икерчĕпе сăйланă хушăра пӳрте тата иккĕн — Кĕркури мучипе Лукари кинемей кĕчĕç.
— Э-э, карчăк-карчамас, эпир каярах юлнă курăнать, — терĕ Кĕркури мучи тĕлĕнсе. — Никамах та çук пуль тенĕччĕ — кунта пĕр пӳрт çын килсе тулнă иккен!
— Ан та кала, старик, ан та кала! — татти-сыпписĕр калаçрĕ мăшăрĕ. — Ĕлĕкрех кашни харпăр хăйшĕн тăрăшатчĕ, харпăр хăйшĕн кăна хыпса çунатчĕ...
Лукари кинемей шывланнă куçĕсене тутăр вĕçĕсемпе шăлкаларĕ.
— Пĕр çыншăн çапла пĕтĕм ял ниме туни чуна çемçетсе ячĕ-ха, — терĕ вăл.
Самаях пулăшрăмăр эпир Акриппин кинемее, унтан ăна хăвăртрах сывалма сывлăх сунса киле кайма тухрăмăр.
Петĕрпе Хĕветĕр çаплипех вут татаççĕ-ха. Эпĕ те вара чăтса тăраймарăм, пуртă илтĕм те вутă çурма пикентĕм...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...