Кăмпасем
Ку ĕç хăçан пулса иртнине никам та астумасть. Ун чухне карта кăмписем çĕр айĕнчех пурăннă пулать. «Çиеле, çĕр çине, никамăн та тухмалла мар, мĕншĕн тесен çиеле тухакансене çынсем пуçтарса каяççĕ», — тесе асăрхаттарнă имĕш çамрăк кăмпасене ваттисем.
Çул хыççăн çул иртнĕ. Кăмпасем çаплипех çĕр айĕнчен тухмасăр хăйсене çынсем пуçтарса каясран хăраса пурăннă.
Пĕррехинче, çуллахи ăшă çумăрсем çуса иртнĕ хыççăн, карта кăмписенчен чи пĕчĕкки, Пăньтăк ятли, тутлă ыйхăран вăранса каять, карăнкалама тытăнать. Карăннă май вăл ӳссех пырать. Юлашкинчен хайхи карăнса та, анасласа та ывăнать. «Çиеле тухса пăхсан мĕнле-ши? — шут тытать вăл. — Унта та кунти пекех тĕттĕм те тăвăр-ши? Мĕн пулать те мĕн килет — тухса пăхас...»
Çалла Пăньтăк майĕпен çӳлелле тапкаланса пуçне тула кăларать. Пăхать те тавралăха — тĕлĕннипе хытсах каять: таçта аякра, тачка та хăмăр пĕлĕт çинче, çичĕ-сакăр тĕспе асамат кĕперĕ ялкăшать, курăксем пурте тумлам шăрçасем çакнă, кайăксем каçса кайсах чĕвĕлтетеççĕ, ытармалла мар юрă-кĕвĕ янратаççĕ...
— Эх, кунта мĕн пек хитре иккен! — савăннипе кăшкăрсах ярать Пăньтăк.
— Эй, Пăньтăк ачам, таврăн каялла! — сасартăках хыпкаланса ӳкет карта кăмписен аслашшĕ, унччен мăнукĕ çӳле тухнине сисме ĕлкĕрейменскер. — Халех каялла таврăннă пул! Инкек-синкек курса тăрăпăр тата!
— Асатте, эс кăлăхах ан вăрç-ха, — тет Пăньтăк. — Кунта çав тери аван: ăшă, çутă, сывлăш уçă. Йĕпепуçăма та ав çил ачисем хăйсен куçа курăнман ал шăллийĕсемпе шăлса типĕтрĕç. Хĕвелĕ тата мĕн пек çепĕç!
— Мĕн вăл хĕвел? — ыйтма тытăнаççĕ çĕр айĕнче юлнисем.
— Хĕвел-и? Эх, айвансем, хĕвел мĕнне те пĕлместĕр. Хĕвел вăл — пы-ысăк та çап-çутă питĕ ăшшăн пăхакан çаврашка.
— Суятăн эс, — ĕненмеççĕ кăмпасем.
— Тĕп тĕрĕсне калатăп, ним те суймастăп. Питĕ аван кунта. Ĕненмесен хăвăр тухса пăхăр.
Пăньтăка итлесе кăмпасем пурте çиеле кĕпĕрленсе тухаççĕ.
— Курăр-ха, курăр, мĕн тери илемлĕ! — çухăрашма тытăнаççĕ картари кăмпасем.
Вĕсен сассине илтсен мĕн пулнă-ши тесе ытти картасенчи кăмпасем те пуçĕсене çĕр айĕнчен кăларса пăхаççĕ.
Çавăнтанпа карта кăмписем çут çанталăк илемне ытараймасăр çиеле тухма пуçланă иккен.
Влад Маскай (2019-05-14 01:46:34):
Сĕре те хмтре, илемлĕ калав пĕчĕккисем валли. Аста çырать, чăн-чăн çыравçă Виталий Григорьевич. Ашшĕ-амăшĕ вуласа панă хыççăнхи ача сăвăнăçĕ - куç умĕнче! Илемлĕ асамлăх! Юмах çапла пулмалла та!